«Альберт, енчен те эпӗ киле ырă-сывă таврăнсан, çемье çавăрса ачасем çуралсан пӗр ывăла санăн ятна паратăпах!»
Пӗрре çапла, анне ӗçреччӗ, атте мана сарлака сак çине лартрӗ те хăйне кӗтме хушрӗ. Хăй хӗрӳ кăварлă кăмака умӗнче тем турӗ, унтан килсе мана месерле вырттарчӗ те сылтăм ура çинчи шыçă тăрăх вӗри çӗçӗпе иртрӗ. Эп хăранипе тата хытă ыратнипе питӗ вăйлă кăшкăрса ятăм. Атте мана кайран вăрахчен лăплантарчӗ. Каç енне шыçăри пӳр пӗтӗмпех юхса тухрӗ, атте çав вырăна шурă эрехпе çуса тасатрӗ. Тепӗр темиçе кун уксахласа çӳрерӗм те сывалтăм.