Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Александр Пушкин çуралнăранпа 225 çул: поэтăн сăввисем чăвашла янăраççӗ

Раççейре ку датăна анлăн паллă тăваççӗ. Чăваш халăхӗ пултаруллă сăвăçа сума сăвать, асра тытать. Унăн сăвви-калавӗ чăвашсен чылай поэтне тата прозаикне хавхалантарнă.

Пушкинăн паллă хайлавӗсенчен чылайăшне чăвашла куçарнă. Вӗсене тăван чӗлхене куçарнă паллă поэтсемпе прозаиксен йышӗнче — Спиридон Михайлов, Çеçпӗл Мишши, Михаил Федоров, Константин Иванов, Митта Ваçлейӗ, Петӗр Хусанкай, Ухсай Яккăвӗ, Александр Алка, Стихван Шавлы, Юрий Сементер, Николай Теветкел тата ыттисем те.

Халӗ ку ятсен çумне Василий Кошкин-Кервен хушăнчӗ. Александр Пушкинăн «Я помню чудное мгновенье... Асрах асамӗ çав самантăн...» сăвă пуххине хатӗрлекенӗ тата чăвашла куçараканӗ шăпах вăл-çке. Поэт çуралнăранпа 225 çул çитнӗ тӗле кăларăм Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курчӗ. Редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнерçи — Наталия Орлова. 

Кӗнекене А. С. Пушкинăн суйласа илнӗ сăввисемпе «Евгений Онегин» сăвăлла романӗнчи пейзаж çаврăмӗсем кӗнӗ. Умсăмаха Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Республикин Патшалăх премийӗн лауреачӗ, филологи ăслăлăхӗсен докторӗ Юрий Артемьев тата Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, Чăваш халăх поэчӗ, ЧР Патшалăх премийӗн лауреачӗ, философи ăслăлăхӗсен докторӗ Николай Исмуков профессор çырнă.

«Хальхи пултаруллă поэтăн куçару ăсталăхӗ питӗ савăнтарать. Вăл яланах автор мӗнле виçепе çырнине тата рифмăсем йӗркесенче еплерех черетленнине пачах пăсмасăр туллин тытса пыраять. Пирӗн хăш-пӗр куçаруçă çавсене шутах илсе каймасть, калăпăшне ӳстерни е чакарни, састашӗсен вырăнӗсене арпаштарни те час-часах пулкалать. Кервен вара шухăш-туйăма çеç мар, сăмахсене те упраса хăварма тăрăшать. Темиçе тӗслӗх илсе кăтартар-ха:
Сквозь волнистые туманы
Пробирается луна,
На печальные поляны
Льет печально свет она.
(„Зимняя дорога“).

Уйăх чӗлтӗр-чӗлтӗр хумлă
Тӗтрене сирсе тухать,
Хăйӗн çутине салхуллă
Уçланка салху тăкать.
(„Хӗллехи çул“).

Авторăн кашни сăмахнех çаврăма кӗртейнӗ-çке!

Я помню чудное мгновенье
Передо мной явилась ты,
Как мимолетное виденье,
Как гений чистой красоты.
(„К***“).
Асрах асамӗ çав самантăн:
Тухса тăрсаттăн ман тӗле,
Вӗл вӗçнӗ пек куçран ăсантăн
Таса илем управçилле.
(„К***“).

Ку сăвва нумай поэт чăвашла куçарнă, анчах пӗри те, ман шутпа, ăша çакăн пек вырнаçаймасть», — тет Николай Аверкиевич.

Василий Кервен Пушкинăн эпир ачаран пӗлекен чылай сăввине куçарнă: «Воспоминания в Царском Селе» («Патша Ялӗнчи асаилӳ»), «К Чаадаеву» («Чаадаев патне»), «Узник» («Тӗрмере»), «К***» («Я помню чудное мгновенье...», «Асрах асамӗ çав самантăн...»), «Зимний вечер» («Хӗллехи каç»), «Няне» («Няньăна»), «Зимняя дорога» («Хӗллехи çул»), «Анчар», «Зимнее утро» («Хӗллехи ир»), «Я вас любил, любовь еще, быть может...» («Сире савсаттăм: туйăм чӗрӗлет-тӗр...»), «Я памятник себе воздвиг нерукотворный...» («Алпа ăсталамасăр эпӗ лартрăм палăк...») тата ытти те. Çӗнӗ кăларăм поэзие юратакан пур çыншăн та хаклă парне пулӗ.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 225-летие А.С.Пушкина