News by tag - 225-летие А.С.Пушкина
-
Хусанта Карл Фукс çуртӗнче Александр Сергеевич Пушкина халалласа мемориаллă палăк уçăлчӗ
Паянхи кун, сентябрӗн 6-мӗшӗ, Хусан историйӗнче тепӗр пӗлтерӗшлӗ те савăнăçлă пулăмпа палăрса юлӗ. 1833 çулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче (ӗлӗкхи календарьпе 19-мӗшӗнче) шăп çак çуртра Фукссем патӗнче вырăс халăхӗн аслă поэчӗ Александр Сергеевич Пушкин хăй чарăннă пулнă. Хусанта поэт пурӗ те сакăр сехет çеç тăнă пулин те хулашăн ку паллă истори пулса юлнă.
-
Александр Пушкин çуралнăранпа 225 çул: поэтăн сăввисем чăвашла янăраççӗ
Раççейре ку датăна анлăн паллă тăваççӗ. Чăваш халăхӗ пултаруллă сăвăçа сума сăвать, асра тытать. Унăн сăвви-калавӗ чăвашсен чылай поэтне тата прозаикне хавхалантарнă.
-
Пушкин эрни
Аслă поэтăн çуралнă кунне çулсерен уявлатпăр. Раççейре çеç мар, тӗнчипех çапла. 2010 çулта ООН Вырăс чӗлхи кунне Халăхсен хушшинчи уяв пек паллă тума йышăннă. Филологсем те, литературăна юратакансем те çакна ырланă. Шăп А. Пушкин литература чӗлхине пысăк улшăнусем кӗртнӗ. Вăл чăннипех реформатор, вырăс чӗлхин реформаторӗ. 2011 çулта Раççейре çак уява патшалăх уявӗ тесе палăртнă. Тутарстанра, Хусанта та çуллен паллă тăваççӗ ăна.