Пушкин эрни
Аслă поэтăн çуралнă кунне çулсерен уявлатпăр. Раççейре çеç мар, тӗнчипех çапла. 2010 çулта ООН Вырăс чӗлхи кунне Халăхсен хушшинчи уяв пек паллă тума йышăннă. Филологсем те, литературăна юратакансем те çакна ырланă. Шăп А. Пушкин литература чӗлхине пысăк улшăнусем кӗртнӗ. Вăл чăннипех реформатор, вырăс чӗлхин реформаторӗ. 2011 çулта Раççейре çак уява патшалăх уявӗ тесе палăртнă. Тутарстанра, Хусанта та çуллен паллă тăваççӗ ăна.
Хусанта кăçал пиллӗкмӗш хут ПушкинФест иртет. Фестивалӗн хăйӗн йăлисем, çулран çул хутшăнакансем пур. Иртнӗ эрнере «Татар-информ» ИА пресс-конференцине феситивале йӗркелекенсем, хулара А. Пушкинпа çыхăннă ытти мероприятисене хутшăнакансем килчӗç: ТР культура министрӗн çумӗ А. Ш. Файзрахманов, ТР Вырăс наци пӗрлешӗвӗн председателӗ И. А. Александровская, А. С. Пушкин ячӗллӗ Культура центрӗн директорӗ Г. Н. Елистратова, ПушкинФестăн режиссерӗ Д. Б. Башкирова.
ПушкинФест июнӗн 1-мӗшӗнче Хура кӳлӗ паркӗнче пуçланнă. Кашни кунăн хăйӗн тематики, пӗрремӗш кун «Пушкин тата халăх культури» ятлă. Халăх ăстисен ӗçӗсен ярмăркки, мастер-классем пулнă. Çемье программи çине кăçал ытларах пусăм туни питӗ ăнланмалла, вырăнлă. Çак кун фестивале хусансем çеç мар, Санкт-Петербург, Ижевск (Удмурт Республики) артисчӗсем те хутшăннă. Паллах, халăх юррисем, вăййисем пулнă.
Çак кун ПушкинФестра «Красные смотрины» качча каяс хӗрсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Ку проект хӗллех пуçланнă. Халиччен конкурса хутшăнакансем (йӗркелӳçӗсем 16 хӗр суйласа илнӗ) çемьеллӗ пурнăç çинчен лекцисем те итленӗ, вырăссен йăлари çемйисенче хӗрарăмăн ӗçӗ-хӗлӗпе паллашнă çеç мар, хăйсем те чылай ӗçе хăнăхнă. Çӗнтерӳçе пуç кăшăлӗ парнеленӗ.
Июнӗн 6-мӗшӗнче Хусанти В. Качалов ячӗллӗ вырăс драма театрӗ «Пиковая дама», «Экият» пукане театрӗ «Сказка о царе Салтане», Вырăс çамрăксен театрӗ «Барышня-крестьянка» спектакльсем кăтартрӗç. А. С. Пушкин çуралнă кунне музейсенче поэт сăввисен каçне йӗркеленӗ, Александр Сергеевич творчестви çинчен лекцисем вуланă, куравсем уçнă.
ПушкинФестăн иккӗмӗш кунӗ те Хура кӳлӗ çывăхӗнчи паркрах иртнӗ. Анчах çак куна академи искусствипе çыхăнтарнă йӗркелӳçӗсем. Паркра, ытти çулсенчи пекех, икӗ оркестр ТР халăх артисчӗ Р. Ю. Абязов ертсе пыракан «La Primavera» А. С. Пушкин пурăннă вăхăтри, каярахри кӗвӗсем каланă. ТР ШӖМӗн вӗрсе каламалли инструментсен оркестрӗн репертуарӗ те классика музыкипех çыхăннă. Ярмăрккасем, мастер-классем хальхинче те пулнă, анчах халăх ăстисен ӗçӗсем мар, салонсенчи эрешлӗ япаласем, бисер ӗçӗпе ӗçлекенсен тата ытти чечен теттесемпе кулленхи пурнăçра усă курмаллисем пулнă. Юрри-ташши те фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче салонсенчен парка тухнă тейӗн.
Малашнехи виçӗ кунӗнче ПушкинФест А. С. Пушкин ячӗллӗ Культура центрне куçнă. Кунта та кăсăк мероприятисем çине-çинех иртнӗ. Чăн та, концертсене курас текенсен регистраци иртмелле пулчӗ — концертсем тӳлевсӗр, анчах регистраципе.
Юнкун çак театртах вырăс чӗлхине, вырăссен аслă поэтне халалланă уяв концерчӗ иртрӗ. Унта ТР Раисӗ Р. Н. Минниханов та пулчӗ.
Июнӗн 6-мӗшӗнче чи пӗлтерӗшлӗ мероприятисем иртрӗç хулара. Юбилей кунӗ М. Джалиль ячӗллӗ оперăпа балет театрӗ çумӗнчи А. С. Пушкин палăкӗ умне чечексем хунипе пуçланчӗ. Унта ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Ф. Х. Мухаметшин тата ТР Патшалăх канашçи М. Ш. Шаймиев хутшăнчӗç. Александр Сергеевич Хусанта чарăнса тăнă çурт çине Асăну хăми уçассине те çак кунах палăртнă. Хусан консерваторийӗн студенчӗсем консерватори залӗнче «Евгений Онегин» оперăна пӗрремӗш хут куракан умне кăларчӗç.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев