Хусанта Карл Фукс çуртӗнче Александр Сергеевич Пушкина халалласа мемориаллă палăк уçăлчӗ
Паянхи кун, сентябрӗн 6-мӗшӗ, Хусан историйӗнче тепӗр пӗлтерӗшлӗ те савăнăçлă пулăмпа палăрса юлӗ. 1833 çулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче (ӗлӗкхи календарьпе 19-мӗшӗнче) шăп çак çуртра Фукссем патӗнче вырăс халăхӗн аслă поэчӗ Александр Сергеевич Пушкин хăй чарăннă пулнă. Хусанта поэт пурӗ те сакăр сехет çеç тăнă пулин те хулашăн ку паллă истори пулса юлнă.
Паянхи кун, сентябрӗн 6-мӗшӗ, Хусан историйӗнче тепӗр пӗлтерӗшлӗ те савăнăçлă пулăмпа палăрса юлӗ. Хула центрӗнче Карл Фукс профессор ячӗпе хисепленекен çуртра вырăс халăх поэтне халалланă мемориаллă композици уçăлчӗ.
Мӗншӗн-ха çакăнта? Ахальтен мар. 1833 çулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче (ӗлӗкхи календарьпе 19-мӗшӗнче) шăп çак çуртра Фукссем патӗнче вырăс халăхӗн аслă поэчӗ Александр Сергеевич Пушкин хăй чарăннă пулнă. Хусанта поэт пурӗ те сакăр сехет çеç тăнă пулин те хулашăн ку пысăк пулăм. Фукссем пысăк хăнана ăсатнă хыççăн темӗнччен лăпланайман, Карл Фукс мăшăрӗ тӗлпулупа хавхаланса сăвă та çырнă.
Александр Пушкин Хусана Емельян Пугачев пăлхавӗ пирки сведенисем пуçтарас тӗллевпе çула май кӗрсе тухнă. Унтан Чӗмпӗр енне çул тытнă.
Поэта халалланă мемориаллă композици питӗ хăйне евӗр. Ăна талантлă çамрăк скульптор Тимофей Тюрин ăсталанă.
— Çакăн пек генилле талантлă, пултаруллă поэта калăплама шанса пани маншăн пысăк чыс. Поэтăн бюсчӗ пурнăç йывăççи çинче тӗпленнӗ, вăл композици никӗсӗ. Йывăç вăл символлă япала. Пурнăç йывăççи, ăру йывăççи, ырăпа усал йывăççи тата ытти. Ӗмӗрсене, вăхăта çыхăнтаракан паллă. Çапла майпа манăн Пушкин ăрусене çыхăнтарса тăнине палăртас килчӗ, — терӗ скульптор. Йывăç çулçисене вăл юманăнни евӗр тунă. Мӗншӗнни паллă ӗнтӗ. Пушкинăн юмахӗнчи Лукоморьене пурте аван пӗлетпӗр.
Мемориаллă композицие уçнă çӗре ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, культура министрӗ Ирада Аюпова, А. С. Пушкин ячӗллӗ Вырăс чӗлхи патшалăх институчӗн тӗнче литературин кафедрин заведующийӗ Александр Пашков, Вырăс наципе культура пӗрлешӗвӗн ертӳçи Ирина Александровская, ТР Писательсен союзӗн пайташӗсем, тӗрлӗ ведомство ертӳçисем, МХХ представителӗсем, хула çыннисем пуçтарăнчӗç.
— ТР Раисӗ Рустам Минниханов, Тутарстан Правительстви, парламент ячӗсенчен пурне те пӗлтерӗшлӗ пулăмпа саламлатăп. Фукс çурчӗ патне пуçтарăннăшăн тав тăватăп. Фукса хула халăхӗ питӗ те хисепленӗ, уйрăмах тутарсем, табиб (тутарларан «тухтăр» тесе куçать. —Авт.) Фукс тенӗ. Паян эпир поэта халалласа тепӗр палăк уçатпăр. Паянхи пулăм нумай нациллӗ Раççей культурин гуманизмлă идейисене çирӗплетекен тепӗр палăрăм пулса юлӗ. Пурне те ырă сывлăх, ӗçре ăнăçусем сунатăп!«, — терӗ Фарид Мухаметшин саламлă сăмахӗнче.
Александр Пашков А. С. Пушкин ячӗллӗ институт ӗçлекенӗсенчен саламласа поэтăн Раççей культуринчи вырăнӗ пирки каларӗ.
— Пушкин Хусанта пулнине хак парса виçме çук. Кунта пулни ӗмӗрлӗхе вырăс литературин историне кӗрсе юлнă. Паян кунта ун палăкне уçни, «Пушкин и Казань» кӗнекен хăтлавӗ поэт биографийӗнчи Хусанпа çыхăннă страницине тивӗçлӗ вырăна хунин паллисем", — терӗ Мускав хăни.
Сăмах калакансем татах пулчӗç. Кашни аслă поэтăн историри, культурăри, литературăри виçесӗр пӗлтерӗшӗ пирки каларӗ.
Мероприяти А. С. Пушкинăн вӗр-çӗнӗ палăкӗ умне чечек хунипе вӗçленчӗ.
Ирина Трифонова.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев