Алексей Кудряшов: «Ятсем вырăнне позывнойсем пирӗн халь»
Кӗçӗн сержант Алексей Викторович Кудряшов ятарлă çар операцийӗнче 2022 çултанпа. Тулли мар мобилизаципе Çӗпрел районӗнчен кайнă пирвайхи салтаксенчен пӗри вăл. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн «За отвагу», «За воинскую доблесть» медальсемпе наградăланнă.
Кăçал январӗн 15-мӗшӗнче Луганск енчи Красный Лиман ялӗ патӗнче хăй çине вӗçсе килекен камикадзе-дрона автоматран персе сирпӗтсен ванчăкӗсем сылтăм урине ватнă. Подольскри çар госпиталӗнче сипленекен чăваш каччипе телефонпа çыхăнма май пулчӗ. Пирӗнпе калаçнă хыççăн тепӗр эрнерен ăна хăйӗн çар чаçне, Мускав хӗрринчи Наро-Фоминска, ямаллаччӗ.
Елизаров аппарачӗпе сахалтан та тата çур çул çӳремелле-ха апрель уйăхӗнче 35 тултаракан Алексей Кудряшовăн, çапах ăннă темелле пуль кун пек чух, сывă юлнă вăл, йывăр суранне пăхмасăр малашне хăй урипех утса çӳрес шанăç пысăк. Малалла сипленсе вăй илме тăван ялне, Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Упие таврăнма ӗмӗтленет.
(Тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн 9 №).
А.Кудряшовăн харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев