News by date 18 March 2026
-
Тантăшăрсемпе ӗçлес текен яш-кӗрӗм, васкăр
Тутарстанра «Кадровый резерв» республикăн çамрăксен проектне заявкăсем йышăнас кампани вӗçленсе пырать
-
Тутарстан чăваш хӗрарăмӗсем РФ Патшалăх Думинче тӗлпулура пулчӗç
Март уйăхӗн 17-мӗшӗнче Мускавра, РФ Патшалăх Думинче иртнӗ тӗлпулура Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн заведующийӗпе Наталия Николаевна Клементьевăпа Хулаçырми шкулӗн директорӗ, Тутарстанри чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Надежда Федоровна Мокшина пулчӗç.
-
ТР Раисӗ Рустам Минниханов Крым Республикинче пурăнакансене историлле кунпа саламланă
Рустам Минниханов MAXри хăйӗн каналӗнче Крым Республикипе Севастополь Раççейпе пӗрлешнӗренпе 12 çул çитнӗ ятпа саламласа Крым çыннисене тăнăç пурнăç, ырлăхпа ăнăçу суннă. Тутарстанпа Крым республикисем экономикăпа социаллă культура сферинче çирӗп çыхăнусемпе туслă хутшăнусем йӗркеленине палăртнă.
-
«Работа России» Кадрсен центрӗ СВО ветеранӗсене ӗçе вырнаçма пулăшать
Хусанти «Восхождение» инвалидсен реабилитаци центрӗ ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем валли уйăхне икӗ хутчен «Работа России» Кадрсен центрӗн представителӗсемпе тӗлпулусем йӗркелет.
-
Кăштах кулăш
Чăнкă Мирун зоолавккана чупса кӗрет: – Попугай парăр-ха! – Çук-çав, пӗтрӗç. – Килте веçех пур, калаçма вара çыннăм çук. Хуть мӗн чухлӗ ыйтсан та тӳлетӗп, попугай тупса парăр.
-
Алексей Кудряшов: «Ятсем вырăнне позывнойсем пирӗн халь»
Кӗçӗн сержант Алексей Викторович Кудряшов ятарлă çар операцийӗнче 2022 çултанпа. Тулли мар мобилизаципе Çӗпрел районӗнчен кайнă пирвайхи салтаксенчен пӗри вăл. Çапăçусенчи паттăрлăхшăн «За отвагу», «За воинскую доблесть» медальсемпе наградăланнă.
-
Крым Раççее таврăннăранпа 12 çул çитрӗ
2014 çулхи мартăн 16-мӗшӗнче референдум ирттернӗ хыççăн мартăн 18-мӗшӗнче Крым Республики Раççей Федерацине кӗресси пирки килӗшӳ тунăранпа 12 çул çитрӗ.