«Работа России» Кадрсен центрӗ СВО ветеранӗсене ӗçе вырнаçма пулăшать
Хусанти «Восхождение» инвалидсен реабилитаци центрӗ ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсем валли уйăхне икӗ хутчен «Работа России» Кадрсен центрӗн представителӗсемпе тӗлпулусем йӗркелет.
Кирлӗ пулсан центрăн представителӗсем тăтăшрах килме те хатӗр кунта. СВО ветеранӗсен реабилитацине Тутарстанра шăпах професси парасси çине пусăм туса йӗркелеççӗ те.
«Ятарлă çар операцийӗн ветеранӗсенчен хăш-пӗрин вӗренсе пӗтерейменнипе профессийӗ çук. Кадрсен служби валли хамăрăн реабилитаци центрӗнче пӳлӗмсем уйăртăмăр. Кадрсен консультанчӗсем унта ветерансене резюме çырма, професси е хушма профессин программине суйлама пулăшаççӗ», – пӗлтерет «Восхождение» реабилитаци центрӗн директорӗ Ольга Гончарова «Татар-информ» агентствăна.
ТР Ӗç, ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министрӗ Эльмира Зарипова сăмахӗсемпе, СВО ветеранӗсен «Кадры» наци проекчӗпе республикăра 270 ытла направленипе хушма професси илме май пур. Кун валли вӗсен кадр консультанчӗсем патне кăна пымалла. Куçа куçăн тӗл пулса хăйсен лару-тăрăвне каласа пама, мӗн кирлине пӗрле суйлама пултараççӗ.
(Михаил Захаров, ИА «Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев