Тантăшăрсемпе ӗçлес текен яш-кӗрӗм, васкăр
Тутарстанра «Кадровый резерв» республикăн çамрăксен проектне заявкăсем йышăнас кампани вӗçленсе пырать
Заявка парас текенсен мартăн 21-мӗшӗччен www.rezervrt.ru сайтра регистраци иртсе ӗлкӗрмелле.
«Кадровый резерв» – нумая пыракан аталану программи. Вăл Тутарстан çамрăкӗсене ӗçре те, вӗренӳре те ӗлкӗрсе пыма, ТР патшалăх влаçӗн органӗсенче ӗçлекенсемпе хутшăнма вӗрентет.
Çамрăксене хăйсен шăпине тупма, пултарулăхне кăтартма условисем туса парасси «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе пӗр килеççӗ.
Программа вӗçленнӗ тӗле çамрăк специалистсен команди пуçтарăнӗ. Вӗсен яш-кӗрӗмпе проект-менеджер е проектсен ертӳçи пулса ӗçлеме кирлӗ чухлӗ компетенци те, хăнăху та пулӗ.
Сăнӳкерчӗк t.me/mincult_rt каналтан.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев