Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

ТР Раисӗ Рустам Минниханов Крым Республикинче пурăнакансене историлле кунпа саламланă

Рустам Минниханов MAXри хăйӗн каналӗнче Крым Республикипе Севастополь Раççейпе пӗрлешнӗренпе 12 çул çитнӗ ятпа саламласа Крым çыннисене тăнăç пурнăç, ырлăхпа ăнăçу суннă. Тутарстанпа Крым республикисем экономикăпа социаллă культура сферинче çирӗп çыхăнусемпе туслă хутшăнусем йӗркеленине палăртнă.

«Мартăн 18-мӗшӗнче çӗршыв историйӗнчи паллă куна – Крым Раççейпе пӗрлешнине –  паллă тăватпăр.Çурутрав мӗнле улшăннине, инфраструктурипе экономики аталаннине, пирӗн регионсем хушшинчи культура çыхăнăвӗсем çирӗпленнине куратпăр», –  тенӗ республика ертӳçи.

Çак куна халалланă мероприятисем, флешмобсем Тутарстанра та иртеççӗ. Хусанти тӗп телебашня паян, мартăн 18-мӗшӗнче, каçхине 18 сехетрен пуçласа 23 сехетчен, Раççей Федерацийӗн ялавӗн тӗсӗпе çуннисӗр пуçне ун çинче «Крым – это Россия!» тата «18 марта – День воссоединения Крыма с Россией» тесе çырнă текстлă информаци пулать.

Аса илтеретпӗр, шăп 12 çул каялла çак кун Мускав Кремлӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин, Крым Патшалăх Канашӗн председателӗ Владимир Константинов, республикăн премьер-министрӗ Сергей Аксёнов тата Севастополь Пуçлăхӗ Алексей Чалый субъектсене Раççей йышне илни çинчен алă пуснă. (Салават Камалетдинов / «Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество