Тутарстан чăваш хӗрарăмӗсем РФ Патшалăх Думинче тӗлпулура пулчӗç
Март уйăхӗн 17-мӗшӗнче Мускавра, РФ Патшалăх Думинче иртнӗ тӗлпулура Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăкри Культура çурчӗн заведующийӗпе Наталия Николаевна Клементьевăпа Хулаçырми шкулӗн директорӗ, Тутарстанри чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Надежда Федоровна Мокшина пулчӗç.
Мускаври тӗлпулăва Тутарстанран 40 анне (тӗрлӗ çулсенче «Нечкэбил» республика конкурсне хутшăннисем) кайнă. «Единая Россия» партин 10 депутат-хӗрарăмӗпе пӗрле вӗсем çемьепе аннелӗхе упрассипе тата ачасен воспитанийӗпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Тӗлпулура чăваш хӗрарăмӗсем те пулни çав тери савăнтарать.

Наталия Николаевна Клементьевăпа Надежда Федоровна Мокшина нумай ача амăшӗсем. Наталия Николаевнăн 6 ача, вӗсенчен иккӗшӗ хальхи вăхăтра ятарлă çар операцийӗнче Тăван çӗршыв интересӗсене хӳтӗлеççӗ. Нумай пулмасть ăна ТР Раисӗ «Анне мухтавӗ» медальпе чысларӗ. Надежда Федоровна Хулаçырми шкулӗн директорӗ, Тутарстанри Чăваш хӗрарăмсен союзӗн Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ертӳçи, виçӗ ывăл амăшӗ. Сăмах май, вӗсем иккӗшӗ те «Нечкэбил» республика конкурсӗн финалисткисем.
Тӗлпулăвăн чи хумхануллă саманчӗ те пулнă. Çемье хаклăхне, йăла-йӗркесене упраса хăвăрассине хăйӗнчен пай кӗртнӗшӗн тата тӗслӗхлӗ анне пулнăшăн Наталия Николаевна Клементьевăна РФ Патшалăх Думин депутачӗ Татьяна Петровна Ларионова Тав хучӗ парса чысланă.Саламлатпăр!
(Надежда Мокшинăпа Наталия Клементьева сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев