Кăштах кулăш
Çӗнӗ хыпарсем

Кăштах кулăш

Чăнкă Мирун зоолавккана чупса кӗрет: – Попугай парăр-ха! – Çук-çав, пӗтрӗç. – Килте веçех пур, калаçма вара çыннăм çук. Хуть мӗн чухлӗ ыйтсан та тӳлетӗп, попугай тупса парăр.

Сутуçăсем тăманана сăрлаççӗ те Чăнкă Мируна тыттарса яраççӗ. Савăнăçлă Мирун тепӗр эрнерен каялла персе çитет:

– Тавах сире попугайшăн, – тет тата укçа тăсса.

– Нивушлӗ калаçса кайрӗ? 

– Калаçма калаçмасть те итлет мӗнлееее…

*  *  *

Вӗçкӗн Ваççапа Чăнкă Мирун тӗл пулаççӗ:

– Мирун, арăм манпа уйрăласшăн пулмалла...

– Мӗншӗн апла шутлатăн?

– Ӗнер юлташ хӗрарăмне хăнана илсе килчӗ.

– Вара?

– Пӗлсенччӗ мӗнле хитре вăл...

 


анекдоты

Нет комментариев