«Аленький цветочек» юмахăн ашшӗ
Сергей Аксаков уявӗ 34-мӗш хут иртрӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, ăна çыравçăн çуралнă кунӗ умӗн сентябрь уйăхӗн вӗçӗнче ирттереççӗ. Аксаков кунӗсене Пушкăртстанра вырăс культурин уявӗ тесе йышăннă. Сергей Аксаков çыравçăн ятне вулакансем, тен, пӗлсех каймаççӗ-тӗр: Пушкинпа Гоголь пекех анлă сарăлман пек. Çапах та «Аленький цветочек» юмаха пурте пӗлетпӗр. Вырăс литературине ăна шăпах Сергей Тимофеевич Аксаков илсе килнӗ. Çыравçă 1791 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Ӗпхӳре çуралнă. Юмахсемпе ăна Пăлаки ятлă тарçă паллаштарнă, çав шутра «Хӗп-хӗрлӗ чечекпе» те.
Чăвашсем çинчен те асăннă
1799 çулта Сергей Аксаков Хусана гимназие вӗренме килет, Хусанти университет уçăлсан, ăна пӗрремӗш студентсен шутне кӗртеççӗ. Каярах вăл Мускава пурăнма куçать, унтан — Питӗре. Тӗрлӗ çӗрте ӗçлет — литература цензорӗнчен пуçласа театр критикӗ таран. Унăн юлташӗсен шутне Иван Крылов, Гавриил Державин, Николай Гоголь, Иван Тургенев тата ыттисем кӗреççӗ. Çапах хăй вăл ватăлсан кăна паллă çыравçă пулса тăрать. Малтан «Пулă тытни çинчен» асаилӗвӗсене пичетлесе кăларать, унтан «Пăшал сунарӗ çинчен». Вулакансем çак кӗнекесене хаваспа йышăннине кура тата çырать. Унăн ятне вилӗмсӗрлетекен «Хӗп-хӗрлӗ чечек» юмаха вăл Оленька мăнукне халаллать.
Çапах вырăс литературинче Аксакова «Багров-мăнукӗн ачалăх çулӗсем», «Çемье хроники», «Асаилӳсем» кӗнекесемшӗн хакласа тарăн йӗр хăварнине палăртаççӗ.
Сергей Тимофеевич вăйлă çыравçă. Кирек хăш произведенине те пӗр вулама тытăнсан чарăнма çук. Юмаха илсе кӗрсе кайнă пек вăл вулакана хăйӗн асаилӗвӗсен тӗнчи тăрăх илсе çӳрет. Икçӗр çул каялла çырнă хайлавсене паян та вулама интереслӗ. Мӗншӗн тесен унта кама-тăр юрас тесе тата суйса çырни çук. Аксаков произведенийӗсенче эпир Ӗпхӳ, Оренбург, Чӗмпӗр кӗпӗрнисенчи улпутсемпе хресченсем мӗнле пурăнни çинчен вуласа пӗлетпӗр. Вулакана ун пултарулăхӗнчи реализм пуринчен ытларах илӗртет. Вырăс литературин классикӗ чăвашсем мăрьесӗр çуртсенче пурăнни çинчен те асăнса хăварать. Шурă тумлă хӗрарăмсен тенкисем утмассерен чăнкăртатни пирки те çырать.
Правительство шайӗнче
Виçӗ куна тăсăлакан мероприятин программи анлă. Ăна Пушкăртстан Правительстви шайӗнче ирттереççӗ. Аксаков уявӗн тӗп тӗллевӗ — культура йăлисене упраса аталантарни, истори пӗлӗвӗсене, хальхи çамрăксен патриотла кăмăл-туйăмне çирӗплетни, Аксаковсен çемйин еткерлӗхне пропагандăлани.
Уява вырăссем кăна мар, республикăра пурăнакан ытти халăхсем те хутшăнаççӗ. Мӗншӗн тесен Сергей Тимофеевич Аксаков вӗсен ентешӗ, çынсем унпа чăннипех мăнаçланаççӗ. Ӗпхӳ уесӗнчи Зубово ялӗнче çыравçăн кукашшӗн Николай Семенович Зубовăн именийӗ пулнă. Пелепей тăрăхӗнчи Надеждино ялӗнче писателӗн ачалăхӗ иртнӗ.
Пушкăртстанра культура тата истори еткерӗн чылай объекчӗ С.Т.Аксаков ятне тивӗçнӗ. 2002 çулта Пелепей районӗнчи Надеждино ялӗнче «Надеждино ялӗ» историпе культура центрне йӗркеленӗ. Унăн никӗсӗнче Дмитриевский чиркӳ тата писатель çурчӗ (шăпах унта Аксаковсен çемйин музейӗ) уçнă. Ӗпхӳ хулинче 11№ шкул-гимнази Аксаков ячӗпе хисепленет. Унсăр пуçне республикăн тӗп хулинче çурт-музейӗ уçăлнă, Пушкин урамӗнче писатель палăкне вырнаçтарнă. Хулан истори пӗлтерӗшлӗ пайне илем кӳрекен Пушкăрт оперăпа балет театрӗ Аксаков Халăх çурчӗ шутланать, ăна шăпах сăмах ăсти хăпартнă.
Кармаскалă районӗнчи Кивӗ Киешки ялӗнче çыравçăн ачалăхӗ иртнӗ, унти шкула С.Т.Аксаков ятне панă, ăна хăйсен тăванне хисепленӗ пек хисеплеççӗ. Писатель çак ялăн историне «Багров-мăнукӗн ачалăх кунӗсем» тата «Сунарçă трилогийӗ» кӗнекесенче çырса кăтартнă.
Вӗренӳ кабинетне Раççей Геройӗн ятне
С.Т.Аксаков ячӗпе çыхăннă пулăмсене Пушкăртстан Республикинче Аксаков фончӗ йӗркелесе тăрать. Ертӳçи паллă вырăс çыравçи тата публицисчӗ Михаил Чванов. Унăн авторитечӗ республикăра кăна мар, Раççейӗпех питӗ пысăк. Фондăн попечителӗсен шутне депутатсемпе литераторсемсӗр пуçне çӗршыври паллă çынсем кӗреççӗ, уйрăмах тинӗспе сывлăш çарӗсен офицерӗсем.
Вӗсен шутӗнче Раççей Паттăрӗ, Раççей чăвашӗсен наципе культура автономийӗн ертӳçи Николай Федорович Гаврилов пулни те савăнтарать. Вăл çак уява пӗр сиктермесӗр 15-мӗш çул килет.
Сентябрӗн 27-мӗшӗнче Халăхсем хушшинчи Аксаков уявӗн программипе килӗшӳллӗн, Шыв транспорчӗн Атăлçи патшалăх университечӗн Ӗпхӳри филиалӗнче Раççей Паттăрӗн Николай Гавриловăн ячӗпе вӗренӳ кабинетне уçрӗç. Аксаков фончӗн Попечителӗсен канашӗн пайташӗ пулнă май, Николай Федорович курсантсене патриотизмла воспитани парас ӗçе хутшăнать, чыс тата паттăрлăх урокӗсем ирттерет.
Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен
Уява Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен (Мускав, Санкт-Петербург, Шупашкар хулисенчен, Оренбург, Самара облаçӗсем, Тутарстан) паллă çыравçăсем, журналистсем, наука ӗçченӗсем, общество деятелӗсем килсе çитнӗччӗ. Аксакова нимӗçле куçаракансем те килнӗччӗ Германирен.
С.Т.Аксаковăн çурт-музейӗнче «Михаил Чванов тӳпин картлашкисем» курав уçăлчӗ. Михаил Андреевич Чванов çыравçă кăна мар, çулçӳревçӗ, журналист, таврапӗлӳçӗ, поисковик-тӗпчевçӗ, публицист, эссе çыракан, Ӗпхӳ хулин хисеплӗ гражданинӗ, Пушкăртстан Республикин халăх çыравçи. Унăн чи пысăк тивӗçӗ — Аксаков еткерлӗхне хăйсен республикинче кăна мар, Раççейӗпе çӗклени. Çыравçăн ачисемпе мăнукӗсем пысăка кайнă: кӗпӗрнаттăрсем, çар пуçӗсем, поэтсем...
Музейӗн литература залӗнче çыравçăсемпе лингвистсем С.Т.Аксаковăн пултарулăхне сӳтсе яврӗç. Аксаков ячӗллӗ садра тӗрлӗрен куравсем пулчӗç. Кунта эпир Ӗпхӳри П.Миронов ячӗллӗ вырсарни шкулӗнче ӗçлекенсемпе паллашрăмăр. Сăмах май, çак шкул кашни кун ӗçлет, унта 400 ытла ача вӗренет.
Ӗпхӳре Аксаков паркӗ пур, унта «Хӗп-хӗрлӗ чечек» театрализациленӗ представлени иртрӗ. Пушкăртстан ертӳçисемпе пӗрле Сергей Аксаковăн Ӗпхӳри бюсчӗ умне чечек хунă хыççăн уяв хăнисем Пушкăрт патшалăх оперăпа балет театрне çул тытрӗç. Унта иртнӗ пысăк концерта Михаил Чванов 80 çул тултарнине халалларӗç.
Аксаков уявне ирттерес умӗн Ӗпхӳ хула округӗн Канашӗ наука тата пултарулăх ӗçӗсен конкурсне йӗркелерӗ. Унта хутшăнакансем С.Т. Аксаков ячӗллӗ премишӗн кӗрешеççӗ. Уяв каçӗнче конкурс çӗнтерӳçисене, аслă шкулсемпе колледжсенче вӗренекен студентсене чысларӗç.
Пелепей, Кармаскалă, Ӗпхӳ
Тепӗр кун уяв эстафети Пелепей, Кармаскалă, Ӗпхӳ районӗсене куçрӗ.
Пелепей районӗнчи Державино ялӗнчи Аксаковсен именийӗнчи чиркӳре служба иртнӗ хыççăн музейре анлă экскурси пулчӗ. Районта пурăнакан халăхсем хăйсен пултарулăхне кăтартнипе пӗрле наци апат-çимӗçӗпе те сăйларӗç хăнасене.
Пелепей хулине курса çаврăннă вăхăтра çак хулана чăвашсем никӗсленине пытармарӗ экскурсовод. Кунта чăваш гимназийӗ ӗçленине, чăваш хаçачӗ тухса тăнине те вăл мăнаçланса каларӗ.
Район центрӗнчи Культура çуртӗнчи анлă уяв каçӗ умӗн Аксаковсен çемйин Самарăри тапхăрӗ çинчен Самарăри Аксаков комитечӗн ертӳçи Павел Коровин каласа пачӗ. Концерт программине хӗмлентерекен чăваш ташши уйрăм сăн кӗртрӗ.
«Чăвашлăх» сăмаха эпир Пушкăртстанра çуралнă Константин Иванов ячӗпе çыхăнтаратпăр пулсан, «вырăслăх» сăмаха унăн ентешӗн Сергей Аксаковăн ячӗпе çыхăнтарас килет. Çак çыравçăн, унăн çемйин еткерлӗхне çапларах сума суни паянхи кун литература деятелӗсене мӗнлерех тимлӗх уйăрмаллин тӗслӗхӗ пулса тăрать.
Сергей Аксаков (1791–1859) çинчен кăсăкли:
— 4 çулта вулама вӗреннӗ,
— университета 13-ре чухне вӗренме кӗнӗ,
— мăшăрӗпе Ольга Семеновнăпа 11 ача (7 хӗрпе 4 ывăл) çуратнă,
— Белинский критика укçапа пулăшса тăнă,
— Пушкина реакцилле критикăран хӳтӗленӗ,
— лӗпӗшсен коллекционерӗ пулнă, вӗсене ӗрчетме те хăтланнă,
— питӗ нумай псевдоним, чи палли — Истома Романов.
Константин МАЛЫШЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев