News by date 7 October 2024
-
Хусан Кремльне БРИКС вăхăтӗнче туристсене кӗртмеççӗ
Экскурсисене октябрӗн 16-мӗшӗнчен тытăнса 24-мӗшӗччен ирттермеççӗ.
-
Çӗршывăн цифра трансформацийӗ
Нумай пулмасть Хусанта иртнӗ Kazan Digital Week — 2024 форумра импортран килмен программа тивӗçтерӗвӗн (ПО) ыйтăвӗ çине те нумай тимлӗх уйăрчӗç. Çӗршывăн ертӳçӗ IT-специалисчӗсем çавра сӗтел йӗркелесех ПО инфраструктура рынокӗн трансформацийӗн ыйтăвӗсене сӳтсе яврӗç. Ку енӗпе ӗç пӗр вырăнта тăмасть çӗршывра. 2023 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, виртуализаци системин рынокӗ 16 процента ӳснӗ.
-
АО «Транснефть — Прикамье» провело серию профориентационных мероприятий для школьников и студентов
Специалисты АО «Транснефть — Прикамье» провели профориентационные уроки и экскурсии для школьников и студентов в Пермском крае, Республиках Удмуртия и Татарстан. Мероприятия прошли в период проведения Международного форума «Российская энергетическая неделя».
-
Ку эрнере паллашнă çынсемпе туслăх нумая пырать
Ку эрнере çăлтăрсем ӗçе ырана хăварса пыма та, мӗнпе е кампа-тăр ытлашши интересленсе пуçа çухатма та хушмаççӗ. Эрне пуçламăшӗ йывăр ӗçе пуçăнма лайăх, вак-тӗвекпе вăхăта ирттермесен çăмăллăн пурнăçланать.
-
«Аленький цветочек» юмахăн ашшӗ
Сергей Аксаков уявӗ 34-мӗш хут иртрӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, ăна çыравçăн çуралнă кунӗ умӗн сентябрь уйăхӗн вӗçӗнче ирттереççӗ. Аксаков кунӗсене Пушкăртстанра вырăс культурин уявӗ тесе йышăннă. Сергей Аксаков çыравçăн ятне вулакансем, тен, пӗлсех каймаççӗ-тӗр: Пушкинпа Гоголь пекех анлă сарăлман пек. Çапах та «Аленький цветочек» юмаха пурте пӗлетпӗр. Вырăс литературине ăна шăпах Сергей Тимофеевич Аксаков илсе килнӗ. Çыравçă 1791 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Ӗпхӳре çуралнă. Юмахсемпе ăна Пăлаки ятлă тарçă паллаштарнă, çав шутра «Хӗп-хӗрлӗ чечекпе» те.
-
Халăх календарӗ
Юпа уйăхӗн 7-мӗшӗ – Фекла. Кăмпа сезонӗ вӗçленет. Кунсем кӗскелеççӗ, çанталăк сивӗтсе пырать. Юмана сăнамалла, йӗкелӗ нумай-тăк, хӗл – ăшă, çулла тухăçлă пуласса кӗтмелле.