Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халăх календарӗ

Юпа уйăхӗн 7-мӗшӗ – Фекла. Кăмпа сезонӗ вӗçленет. Кунсем кӗскелеççӗ, çанталăк сивӗтсе пырать. Юмана сăнамалла, йӗкелӗ нумай-тăк, хӗл – ăшă, çулла тухăçлă пуласса кӗтмелле.

•Юпа  уйăхӗн 8-мӗшӗ – Сергий Радонежский. Пахчара ӳснӗ кӗрхи купăстана касмалла, йӳçӗтме тытăнмалла. Çак кун юр çусан, Михайла кунӗнче (ноябрӗн 21-мӗшӗнче) юр ларать. Типӗ тăпра çине юр çăвать-тӗк – хăвăрт ирӗлсе пӗтет, нӳрри çинчи нумай выртать. Çак кун уяр пулсан, тепӗр 3 эрне çанталăк пăсăлмасть-ха. 

•Юпа уйăхӗн 9-мӗшӗ – Иван (Иоанн) Богослов. Хир ӗçӗсене йăлтах вӗçлемелле. Юрлă çумăр çусан январьте виçӗ хут ăшăтасса, кун уяр тăрсан июнь уйăхӗ сивӗ те çумăрлă пуласса кӗтмелле. Кăнтăрла ӳкнӗ юр вăраха пымасть, çӗрлехинчен хӗл ларать.

•Юпа уйăхӗн 10-мӗшӗ – Савватий. Вӗллесене хӗлле валли хатӗрлесе пӗтермелли юлашки кун. 

•Юпа уйăхӗн 11-мӗшӗ – Харитон. Ӗлӗк килтен тухма та, çӳп-çап пăрахма та юраман.  

•Юпа уйăхӗн 12-мӗшӗ – Феофан. Çак кун вăхăтлăха ăшă таврăнать. Тăм ӳкмен-тӗк – хӗлле çанталăк улшăнса тăрать, шартлама сивӗсем питех пулмаççӗ. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк кӗркунне типӗ килет. 

•Юпа уйăхӗн 13-мӗшӗ – Григорий. Юр çӗр çине ӳкет пулсан, хӗлле час пуçланмасть-ха. Типӗ юр çусан çулла лайăх çанталăкпа савăнтарать. Çак кун вăрманта тупнă кăмпана типӗтсе хӗртсурта хăналасан, çулталăк тăршшӗпех çемье ытлă-çитлӗ пурăнать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы