Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Ку эрнере паллашнă çынсемпе туслăх нумая пырать

Ку эрнере çăлтăрсем ӗçе ырана хăварса пыма та, мӗнпе е кампа-тăр ытлашши интересленсе пуçа çухатма та хушмаççӗ. Эрне пуçламăшӗ йывăр ӗçе пуçăнма лайăх, вак-тӗвекпе вăхăта ирттермесен çăмăллăн пурнăçланать.

ТАКА 21.III-20.IV 

Лăпкă мар эрне, татăклă йышăнусем тума, тимлӗ пулма тивет. Эрнен пӗрремӗш çурринче хăш-пӗр ыйтăва татса пама йывăртарах пулнипе ытти вăхăта куçарсан аванрах пулӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринчи хастарлăхăр ӗçре, пурнăçра çитӗнӳсем кӳрӗ.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Вăкăрсемшӗн аван эрне, нумай лайăх хыпар илтетӗр. Хуть мӗнле ӗçе пуçăнсан та ăнать, урăх ӗç пирки сӗнӳсем илетӗр. Киле кӗçех çӗнӗ çын кӗме е йыш хушăнма та пултарать. Çывăхри çынсене лайăх сăнăр, тен, вӗсен хушшинче Турă çырни те пур?

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Авантюрăсене хутшăнса кама-тăр юрама тăрăшмалли вăхăт мар. Çав тери нумай çынпа хутшăнни те усă кӳмест ку эрнере. Тен, пурнăç принципӗсене улăштарма та тивӗ. Çăлтăрсем вăхăтлăх йывăрлăхсем пулассине асăрхаттараççӗ.

РАК 22.VI-22.VII 

Раксене ку эрнере çӗнӗ ӗç сӗнеççӗ, анчах килӗшме васкама хушмаççӗ çăлтăрсем, мӗншӗн тесен çӗнӗ ӗçе пысăк яваплăхпа пуçăнсан та тӗллеве пурнăçлаймасса пултаратăр. Çавăнпа вăхăта сая яриччен килтисене нумайрах тимлӗх уйăрсан аванрах пулӗ.

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Арăслансемшӗн ку эрнере канăç çук. Чун мӗн-тӗр çӗннине ыйтать, приключени кӗтет. Килте ан ларăр, чун ыйтнине пурнăçласа пӗр-пӗр çӗре кайса килӗр. Ку кăмăла уçать кăна мар, усăллă та пулать. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Йӗркелӳçӗ пултарулăхăра туллин кăтартмалли вăхăт халь. Харизмăр, ăсталăхăр, йăл куллăр хуть кама та тыткăнлӗ. Тăванăрсен сывлăхне тимлеме ан манăр, тен, вӗсене пулăшăвăр кирлӗ пулӗ. Ăнăçу килессе ан кӗтӗр, хăвăр тăрăшăр.

 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Тарасасен ку эрнере энерги те, пултарулăх та ытлашшипех. Интереслӗ çынсемпе тӗлпулусем пулаççӗ, ыйтусене татса пани савăнтарать. Кăмăла каякан çын кинона, курава е ытти çӗре кайма чӗнсен шухăшламасăрах килӗшӗр. Сире халӗ çав тери интереслӗ кану кирлӗ.

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ӗçлӗ çыхăнусем йӗркелемелли лайăх вăхăт. Анчах туйăм хыççăн кайма ан васкăр. Ку эрнере тăвансем патне çитсе килсен аван, вӗсене эсир юлашки вăхăтра сахал тимлӗх уйăрнă. Харпăр пурнăçра пӗр вăхăт мӗн-тӗр каласа пӗтерейменнине, çураçусăрлăха туятăр. Ан пăшăрханăр, вăхăтлăха кăна ку.

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Мӗнпур енчен ăнăçлă эрне. Тахçантанпа канăç паман ыйтăва çăмăллăнах татса пама пултаратăр. Чиновниксемпе калаçусем, килӗшӳсем ăнăçлă пулаççӗ. Анчах сăмаха шухăшламасăр ан калăр, унсăрăн йăлт пăсса хума пултаратăр. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Ку эрнере ытлашши тăрăшмасан та юрать. Çăлтăрсем канма вăхăт çитнине систереççӗ, çавăнпа вăхăта ытларах кӗнеке вуласа, уçăлса çӳресе ирттерӗр. Роман пуçласан та пăсмасть, тен, Турă çырни тӗл пулӗ. Анчах ытлашши кичем те ăслă калаçусем пуçарсан хăраса тарма та пултарӗ.

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Хăвăра тирпейлемелли чи лайăх эрне. Ӗç картлашкипе çӳлелле хăпарма та ăнăçлă вăхăт. Хӳхӗмлӗхӗр, татăклă йышăнусем тума пӗлни, профессионализмăр хăй çимӗçне кӳретех. Ӗçтешӗрсене лайăх сăнăр, тен, кам-тăр сире ура хурасшăн? Апла пулсан та вăрçăнма ан васкăр.

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Тулли пурнăçпа пурăнма ан шикленӗр, сире ку эрнере йăлт юрать: канма, савăнма. Хăвăр мӗн тума пултарнине кăтартăр, ку эрнере сирӗн йăлт пулса пырать, çав шутра йывăр ыйтусене татса пама та. Тен, кăмăлланă çынпа тӗлпулăва каймалла сирӗн?

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп