Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗршывăн цифра трансформацийӗ

Нумай пулмасть Хусанта иртнӗ Kazan Digital Week — 2024 форумра импортран килмен программа тивӗçтерӗвӗн (ПО) ыйтăвӗ çине те нумай тимлӗх уйăрчӗç. Çӗршывăн ертӳçӗ IT-специалисчӗсем çавра сӗтел йӗркелесех ПО инфраструктура рынокӗн трансформацийӗн ыйтăвӗсене сӳтсе яврӗç. Ку енӗпе ӗç пӗр вырăнта тăмасть çӗршывра. 2023 çулăн пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх, виртуализаци системин рынокӗ 16 процента ӳснӗ.

Рынокра лидер та палăрнă — «Базис» Раççей IT-разработчикӗ (Хусан). Конкурентсенчен темиçе пунктпа иртсе çӗршыв рынокӗн 36 процентне йышăннă вăл. Сăмах май, хальхи вăхăтра Раççейӗн ПО рынокӗнче çакнашкал 20 ытла виртуализаци системи. Çитес 3 çулта вӗсем чи пысăк 4-6 системăна пӗрлешсе рынокăн 76 процентне йышăнасса прогноз тăваççӗ. Пӗр сăмахпа, программа тивӗçтерӗвӗнче импорта хамăрăннипе ылмаштарас çул çине тăнă Раççей. 

Логистика отраслӗ 2023 çулхине IT-секторпа пӗрле пилотлă проект пек пуçăннă цифровизацие 2026 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне вӗçлеме планлать. 2025 çулхи март уйăхӗн 1-мӗшӗнчен алкоголь турттаракансем таварпа транспорт накладнойӗсене электронлă майпа кăна илсе пыма тытăнӗç. Çӗршывăн «Татспиртпром», «Руст Россия», «Абрау-Дюрсо» пек производительсем цифра çине куçнă та ӗнтӗ. Бизнес валли программа тивӗçтерӗвӗпе разработка компанийӗсен «Контур» ушкăнӗн ертӳçи Михаил Сродных каланă тăрăх, X5 Group айтишникӗсемпе пӗрле вӗсем тавар турттаракансем валли пилотлă проект пуçарса документсене тултарассине автоматизацилеме пултарнă, пысăк утăм ку. Бизнес сообществисемпе çыхăннă хыççăн тавар туянакансем электронлă документ çаврăнăшӗ çине куçмалли правилăсене пӗлменни палăрсан «Контур» вӗсем валли тӳлевсӗр вӗрентӳ вебинарӗсем ирттерме йышăннă.

Пысăк нагрузкăна чăтакан информаци системипе тивӗçтерес тӗллевпе тавар турттаракан вуншар компанипе пиншер суту-илӳ лавккипе ӗçлеççӗ вӗсем халӗ.
Пилотлă çак проекта алкоотрасльте тӗрӗсленӗ хыççăн, ку опытпа тырă, стройматериал, хăрушă груз турттаракан отрасльсене цифровизаци çине куçарма усă курӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане