Алешкин Саплăкри Культура çуртӗнче ӗç вӗресе тăрать, чун туртнипе салтаксене пулăшаççӗ хӗрарăмсем
Алешкин Саплăкра ял хӗрарăмӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хăйсен ирӗкӗпе маскировка сеткисем çыхма çӳренине маларах илтнӗччӗ-ха. Хальхинче эп унта кӗрсе тухмах шутларăм. Кунта паян сакăр хӗрарăм килнӗ, ытти кун ытларах та пулать. Культура çуртӗнчи пысăк та çутă коридорта ӗç вӗрет, пурте кӗшӗлтетеççӗ. Ӗçе клуб директорӗ Наталья Клементьева йӗркелесе пырать.
– Маскировка сеткисене çыхма кăçалхи февраль уйăхӗнче пуçларăмăр. Фронта пурӗ 40 ытла ăсатрăмăр ӗнтӗ. Маларах пӗр сеткине виçӗ кун çыхаттăмăр, халь хăнăхса çитрӗмӗр темелле, ик кунра – пӗр сетка. Материалӗсене тӗрлӗ çӗртен илетпӗр. Чăваш Паснапуç ялӗн клуб директорӗ (районти «Своих не бросаем» волонтерсен ушкăнӗн лидерӗ) Наталья Пустынина тӳрех пӗтӗм район валли Липецк хулинчен сетка заказ парать. Вăл малтан Пăвана килет, унтан пире кӳрсе параççӗ. Хăю хутăрӗсене вара «Озон» урлă заказ парса илетпӗр. Хатӗр япаласене район центрне – Кивӗ Çӗпрелне – ăсататпăр, – каласа парать Наталья Николаевна.

Малтан ултă метр вăрăмăш, тăватă метр сарлакăш сеткăна метр çурă çӳллӗшлӗ вăрăм йывăç кăшкар (каркас) çине урлă хураççӗ. Унтан ăна икӗ енчен турттарса кăшкар çумне çирӗплетсе хумалла, йӗри-тавра хӗрринчен шнурпа тирсе илмелле. Ку ӗçе тума Наталья Николаевнăн мăшăрӗ Алексей Клементьев пулăшать. Вара хӗрарăмсем хăюсене хутăртан кирлӗ чухлӗ касса илеççӗ, ун хыççăн хăйăва çурри таран йывăç çулçи пысăкăш урлă касса тухаççӗ. Ку касăксем фронтра çил çинче вӗлкӗшсе тăмалла – тăшман ан куртăр, ан систӗр. Ӗçӗ пӗрре пăхма кăна йывăр мар пек. Пилӗке авса тăмалла, кукленсе ӗçлемелле. Анчах никам та йынăшмасть, вӗсем пӗлеççӗ: пӗтӗмпех Çӗнтерӳ валли!

Хӗрарăмсен кашнин тенӗ пекех ачи, тăванӗ, кӳрши, çывăх çынни паян фронтра тăшмана хирӗç çапăçать, çӗршыва нацистсенчен сыхлать. Наталья Николаевнан вара фронтра икӗ ывăлӗ, вӗсем унта Раççей Федерацийӗн Оборона министерствипе контракт çырса кайнă, паян Евгенийпе Дмитрий шăпах тăшмана Раççей çӗрӗ çинчен хăвса кăларас ӗçе хутшăнса паттăрлăх кăтартаççӗ. Надежда Шадрикован ывăлӗ Петр аманса килнӗ.
Сетка çыхакансене кăштах кантарас тесе эп ятарлă çар операцийӗ тата ытти темăсемпе сăвăсем вуларăм, кӗнекесем мӗнле çырăнни çинчен каласа патăм. Вӗсем те чунне уçса хăйсен шухăшӗсене пӗлтерчӗç, шăкăл-шăкăл калаçса пӗрле техӗмлӗ чей ӗçрӗмӗр. Шкул ачисем те пынăччӗ кунта, вӗсем те халӗ Раççей мӗнле лару-тăрурине ăнланаççӗ, ашшӗсем, тетӗшсем фронтра вӗт.

Чун туртнипе кунсерен клуба сетка çыхма васкакан ытти хӗрарăмсен ячӗсене те палăртса хăварас килет: Равия Валеева, Нина Елифанова, Валентина Григорьева, Зинаида Палинова, Галина Пляшева, Альбина Журавлева, Светлана Карусева, Ирина Артемьева, Лидия Степанова, Полина Васильева. Вӗсем салтаксем патне маскировка сеткисем çеç мар, хăйсен алă ăшшине, чун ăшшине те яраççӗ.
Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.
Çӗпрел районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев