News by date 27 December 2025
-
Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнче чӑваш ачисен ёлки иртрӗ
Паян Хусанти Халӑхсен Туслӑх Ҫуртӗнче чӑваш ачисен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстан Республикинчи ЧНКА, Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗ тата Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗ хатӗрлесе ирттерчӗ. Ёлкӑна тӗп хулара пурӑнакан чӑваш ачисем ашшӗ-амӑшӗсемпе, кукамӑш-асламӑшсемпе пӗрле йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
-
Палламан çын юлташ мар
Чистай районӗнчи полици уйрăмне çак кунсенче 56-ри арçын пулăшу ыйтса килнине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
-
Алешкин Саплăкри Культура çуртӗнче ӗç вӗресе тăрать, чун туртнипе салтаксене пулăшаççӗ хӗрарăмсем
Алешкин Саплăкра ял хӗрарăмӗсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хăйсен ирӗкӗпе маскировка сеткисем çыхма çӳренине маларах илтнӗччӗ-ха. Хальхинче эп унта кӗрсе тухмах шутларăм. Кунта паян сакăр хӗрарăм килнӗ, ытти кун ытларах та пулать. Культура çуртӗнчи пысăк та çутă коридорта ӗç вӗрет, пурте кӗшӗлтетеççӗ. Ӗçе клуб директорӗ Наталья Клементьева йӗркелесе пырать.
-
В Татарстане более 200 самозанятых получили бесплатные торговые места на ярмарках
С начала 2025 года Центр «Мой бизнес» НО МКК «Фонд поддержки предпринимательства Республики Татарстан» по нацпроекту «Эффективная и конкурентная экономика» организовал несколько ярмарок, на которых более 200 самозанятых граждан смогли бесплатно представить свою продукцию.
-
Тӗп хӑнасем – кӗнекене кӗнӗ СВО салтакӗсем, вӗсен çемйисемпе волонтерсем
Проект ертӳçи, «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та, «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен авторӗ Ирина Кузьмина та – Çӗпрел район çыннисем. Апла пулсан та презентацие кунта ирттернин сӑлтавӗ кунпа çыхӑнман. Журналистсем хăйсен кӗнекин хӑтлавне Раççей Геройӗсен тӑван ялӗсенче ирттерме малтанах йышӑннӑ. Çавăнпа ун умӗнхисем Кайпăç, Теччӗ, Аксу районӗсенче пулчӗç те.