Хусанти Туслӑх Ҫуртӗнче чӑваш ачисен ёлки иртрӗ
Паян Хусанти Халӑхсен Туслӑх Ҫуртӗнче чӑваш ачисен Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстан Республикинчи ЧНКА, Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗ тата Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗ хатӗрлесе ирттерчӗ. Ёлкӑна тӗп хулара пурӑнакан чӑваш ачисем ашшӗ-амӑшӗсемпе, кукамӑш-асламӑшсемпе пӗрле йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Ачасен хушшинче амӑшӗсен чӗрҫи ҫинче ларакан шӑпӑрлансенчен пуҫласа 12-13 ҫулсенчи шкул ачисем таранах пурччӗ. Нумайӑшӗ хулара иртекен кашни чӑваш мероприятинех юратса ҫӳрет, чӑваш ёлкине те хаваспах килнӗ. Ачасем пурте капӑр тумпа, тӗрлӗ сӑнарсен костюмӗсемпе ҫитнӗ уява - вӗсем ҫине пӑхсан чун савӑнать, юмах тӗнчине лекнӗ пекех туйӑнчӗ.
Ачасемпе аслисене ТР Чӑваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Константин Малышев саламларӗ.
- Кӑҫал кунта, Туслӑх Ҫуртӗнче, питӗ нумай мероприятисем иртрӗҫ. Нумай пулмасть кӑна, октябрь уйӑхӗнче, Чӑваш культурин кунӗсене анлӑн ирттертӗмӗр, ҫав уйӑхрах «Тутарстан Чӑваш пики - 2025» конкурс ҫӳллӗ шайра кӗрлесе иртрӗ. Ҫавӑн пекех чӑваш концерчӗсемпе спектаклӗсем, ачасем валли утренниксем халӑха йышлӑ пуҫтараҫҫӗ. Вӗсем пурте Туслӑх Ҫуртӗнче ӗҫлекен хастар юлташсем тӑрӑшнипе иртеҫҫӗ. Тав сире пурне те! Эпӗ сире тепӗр ҫул та ҫакӑн пекех хастар пулма, хамӑр халӑхӑн культурине хавхаланса аталантарма сунатӑп! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлатӑп пурне те! - терӗ Константин Анатольевич.
Константин Малышевпа Сильвия Чаркина чӑваш мероприятийӗсене ирттерме пулӑшнӑ хастарсене Тав хучӗсемпе чысларӗҫ.
Унтан программӑн чи интереслӗ саманчӗ пуҫланчӗ. Чӑваш ачисем уява пуҫтарӑннӑ зала Ҫӗленпе Арҫури килсе кӗчӗҫ те стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан сехетӗн йӗпписене вӑрласа тухса кайрӗҫ. Йӗпписӗр сехетпе, паллах, Ҫӗнӗ ҫул ҫитме пултараймасть - вӑхӑт шумасть-ҫке. Никамран та хӑраман Ковбойпа Единорожка вӑрӑсене шырама тухса кайрӗҫ. Тупрӗҫ сӑтӑрҫӑсене. Лешсем сехет йӗпписене парасшӑн мар. Ачасем вӗсемпе вӑйӑ выляма килӗшсен кӑна тавӑрса пачӗҫ вӑрланӑ япаласене. Тинех йӑлтах хӑй вырӑнне ларчӗ.
2025 ҫулӑн хуҫи Ҫӗлен те хӑйӗн кайма вӑхӑт ҫитнине ӑнланчӗ, Арҫури те усал кӑмӑлне улӑштарса ачасемпе туслашрӗ.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗ камсӑр иртмест-ха? Тӗрӗс, Хӗл Мучипе Юрпикесӗр. Ачасем ёлкӑн тӗп хӑнисене чӑвашлах хыттӑн кӑшкӑрса чӗнчӗҫ. Ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ Хӗл Мучипе яштака та илемлӗ Юрпике ачасен сассине илтсен нумай кӗттермерӗҫ - килсе кӗчӗҫ те ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламларӗҫ. Пӗрле вӑйӑсем те вылярӗҫ, карталанса та юрларӗҫ, ташларӗҫ те.
Чӑваш ачисем кашни ҫулах Хӗл Мучине каласа пама чӑвашла сӑвӑсем вӗренсе килеҫҫӗ. Кӑҫал та шур сухаллӑ асаттене савӑнтарас, тӗлӗнтерес текенсем питӗ нумайӑн пулчӗҫ - черет тӑрсах каласа пачӗҫ. Паллах, Хӗл Мучи кашнинех кучченеҫ пачӗ.
Маттур чӑваш ачисем - Ульяна Порфирьева, Софийӑпа Стефания Чаркинасем, Арина Алексеева - куракансене илемлӗ юрӑ юрласа пачӗҫ.
Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗнче вӗренекен ачасем нумай пулмасть ҫӗнӗ юрӑ ҫыртарнӑ, унпа клип ӳкернӗ. Ёлкӑна килнисем хаваспах паллашрӗҫ унпа.
Паллах, чӑваш ёлкине килнӗ пӗр ача та парнесӗр каймарӗ - Хӗл Мучипе Юрпике кашнинех пылак кучченеҫ тултарнӑ илемлӗ коробкӑсем тыттарчӗҫ.
Уяв вӗҫӗнче пурте пӗрле сӑн ӳкерӗнчӗҫ.
Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн хастарӗсене - Альбина Васильевана (Ковбой сӑнарне калӑпларӗ), Аленӑпа (Арҫури) Светлана (Единорожка) Гордеевасене, Наталья Ворожейкинана (Ҫӗлен), «Уяв пики - 2025», «Раҫҫей вице-Чӑваш пики - 2025» титулсене тивӗҫнӗ Ангелина Артемьевана (Юрпике), Хусанти хастар предпринимателе Александр Алексеева (Хӗл Мучи) тата, паллах, ТР Чӑваш хӗрарӑмсен союзӗн ертӳҫине, Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн чӑваш уйрӑмӗн вӗрентекенне Сильвия Чаркинана ачасем валли ҫакӑн пек чаплӑ уяв туса панӑшӑн ашшӗ-амӑшӗсен ятӗнчен тав тӑватпӑр!
Ытти сăнӳкерчӗксене галерейăра пăхма пултаратăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев