Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Тӗп хӑнасем – кӗнекене кӗнӗ СВО салтакӗсем, вӗсен çемйисемпе волонтерсем

Проект ертӳçи, «Сувар» ха­çатӑн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та, «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен авторӗ Ирина Кузьмина та – Çӗпрел район çыннисем. Апла пулсан та презентацие кунта ирттернин сӑлтавӗ кунпа çыхӑнман. Журналистсем хăйсен кӗнекин хӑтлавне Раççей Геройӗсен тӑван ялӗсенче ирттерме малтанах йышӑннӑ. Çавăнпа ун умӗнхисем Кайпăç, Теччӗ, Аксу райо­нӗсенче пулчӗç те.

Çӗпрелӗн хăйӗн паттăрӗсем

Çӗпрел районӗн те пур кун пек Паттӑр – полковник-разведчик Андрей Валерьевич Колпаков (позывнойӗ Ермак). Чăваш ачи ертсе пыракан разведчиксен баталь­онӗ 2023 çулхи сентябрь уйăхӗн 8-мӗшӗнче Донецк енче тăшманăн лайăх пытаннă опорный пунктне вăхăтра асăрхаса тӗп тунипе неонацистсем пирӗн оборона линине татайман. Шел, комбат хăй те сывă юлайман вăл çапăçура. РФ Президенчӗн В. Путинăн 2024 çулхи сентябрӗн 6-мӗшӗнче тухнă Указӗпе А.В.Колпакова Раççей Геройӗн ятне панӑ (вилнӗ хыççӑн). Хăюллă полковник-разведчикăн тымарӗсем шăпах Чӑваш Çӗпрел ялӗнчен, çак ял мăнукӗ вăл. Мӗн пӗчӗкрен кунта чупса ӳснӗ. 

Палăртса хăварам, «Ангел малта, эпир ун хыççӑн» кӗнеке презентацийӗ нихăш районта та пӗр пек иртмерӗ, мӗншӗн тесен кашни районӑн хӑйӗн паттӑрӗсем. Çӗпрел тăрăхӗнчен те акă кӗнекене 10 салтак кӗнӗ. Вӗсем: СВО ветеранӗсем Алексей Ягашкинпа Владимир Карусев, офицер-танкист­сем Юрий Воробьевпа Дмитрий Шингарев, контрактлă службӑра тӑракан Сергей Вунберовпа Сергей Колпаков, Хусанти Росгвардин «Барс -26» спецназ отрячӗн артиллерисчӗсем Константин Годуновпа Максим Журавлев тата паттӑррӑн пуç хунӑ Андрей Колпаков, Игорь Арьяхов, Иван Сидоров, Александр Данилов.

Район кӗнеке кăларасшăн

Яланхи пекех кунта та презентаци СВО салтакӗсемпе волонтерсен сӑнӳкерчӗкӗсенчен тӑракан слайдран (ăна «Сувар» хаçатăн SMM-специалисчӗ Оксана Бердникова хатӗрленӗ) пуçланчӗ. Зал шыв сыпнă пек шăппăн тимлерӗ ăна, мӗншӗн тесен экран çинче палланă сăнсем…

Презентацие йӗркелесе ертсе пынă Ирина Трифонова Антон Хрулевăн «Солдат» сăввине вуласа паянхи кун паттăрӗсен мӗн тӳсме тивнине, историлле чăнлă­ха мӗншӗн упрамаллине халăх пат­не çитерме тăрăшрӗ.

Паллах, кӗнекене СВО салтакӗсем пурте кӗреймен. 8 райо­нăн салтакӗсемпе волонтерӗсем çинчен çырнă унта. Пӗр Çӗпрел тăрăхӗнчен кăна 300 ытла салтак СВОна кайнă, вӗсенчен ­96-шне сывă таврăнма пӳрмен, хыпарсăр çухалнисем мӗн чухлӗн тата. Паллах, вӗсене манма юрамасть пирӗн, шăп çавăнпа «Сувар» хаçат СВО темипе ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах ӗçлет те. Аса илтеретпӗр, кӗнекене çаплах тата В.Александрован, И.Трифонован, Ульяновскри «Канаш», Нурлатри «Туслăх» хаçатсен журналисчӗсен ­Е.Алексееван, М.Литтапа Л.Мубаракшинан очеркӗсем кӗнӗ. Чи пысăк пайӗ вара – И. Кузьминан. Ăна салтаксем çинчен çыр­машкăн çемье легенди, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче инçет авиацин сыв­лăш стрелокӗ пулнă пиччӗшӗ Виталий Никифорович Кузьмин çырса хăварнă «Потомкам – о пережитом» асаилӗвӗ хистенӗ. «Миçе çул иртнӗ ӗнтӗ, çак брошюрăна пула эпир унăн вăрçăри паттăрлăхне асра тытса мăнаçланатпăр. Çамрăк ăру валли юлакан çакăн пек кӗнеке СВОна хутшăннă кашни салтак çинчен пулмалла. Çавăнпа çырма пултаракансене чӗнсе калатăп – çырăр», – терӗ автор.

Район администраци пуçлӑхӗн çумӗ, вырӑнти ЧНКЦ ертӳçи Алексей Ярухин та сцена çине тухсан суварçӑсене кӗнеке кӑларнӑ ятпа саламланӑ май ятарлӑ çар операцине хутшӑннӑ районти мӗнпур салтакпа офицер çинчен информаци пухса вырӑсла кӗнеке кӑларас шухӑш пуррине каларӗ. Ку ӗçе çыравçӑсене хутшӑнма чӗнчӗ.

Мăнаçланатăп ывăлăмпа

Кӗнеке тухсанах эпир ăна сăн ӳкерсе салтаксене хăйсене фронта ярса патăмăр. Çарăмсан райо­нӗнчи Акрель ял каччин Максим Крайновăн ашшӗ Игорь Георгиевич çав кунах авторпа çыхăнăва тухса кӗнекене çын урлă мар, алăранах илес шутлине пӗлтерсен, презентацисенче кӗнекене паттăрсене хăйсене е вӗсен тăванӗсене сцена çине кăларсах парнеленипе чи хумхануллă самантсем пулчӗç.

Чи хаклă хăнасенчен, паллах, Раççей Геройӗн Андрей Валерьевичӑн амӑшӗпе ывӑлӗ Людмила Васильевнӑпа Ярослав Колпаков­семччӗ. Презентацие вӗсем Ульяновск хулинчен (унта пурăнаççӗ халӗ) ятарласа килчӗç. «Ман Андрее чăвашçӗпрелсем лайăх пӗлеççӗ. Мӗн ачаран патриотчӗ, Тăван çӗршыва юратрӗ, ашшӗ пирӗн çар çынни те ун пекех офицер пуласшăнччӗ вăл. Çапла пулчӗ те. 2023 çулта сентябрӗн 8-мӗшӗнче, хă­йӗн хӗрӗн çуралнă кунӗнче (20 çул тултарчӗ) паттăррăн пуç хучӗ...Мăнаçланатăп эпӗ ывăлăмпа», – терӗ амăшӗ куççульне çăтса.

Вӗсем хыççăн сцена çине СВО паттăрӗсене А.Ягашкинпа В.Карусева чӗнсе кăларчӗç. Ветерансене зал хытă алă çупса тав турӗ. «Кунта пулма пирӗншӗн пысăк чыс, информаци пухса кӗнеке кăларасси çăмăл ӗç мар вăл, çавăнпа тав сире», – терӗ Чăваш позывнойлă командир пулнă ­А.Ягашкин.

Пирӗн ачасене манманшăн тав

Матак ялӗнче çуралса ӳснӗ, СВО пуçланнă кунран фронтра кӗрешекен танкист-офицерсен  Юрий Воробьевпа Дмитрий Шингарев капитансен амăшӗсем Ирина Витальевнăпа Надежда Пет­ровна та килнӗччӗ презентацие. Ывăлӗсене манманшăн тав турӗç вӗсем. 

СВОна пӗр çемьерен темиçешер салтак хутшăннисем ку районта та сахал мар. Чăваш Çӗпрелӗнчи пӗртăван Сергейпе Александр Колпаковсен, Алешкин Саплăкри Евгенийпе Дмитрий Клементьев­сен амăшӗсене Галина Александровнăпа Наталья Николаевнăна презентацие ятарласа чӗннӗччӗ. Кӗнекере вӗсен ывăлӗсем çинчен те пур. Ку аннесене тата йывăртарах халӗ. Сцена çинче ачисем çинчен каланă чух Наталья Николаевнан куççулӗ пӗр чарăнмасăр юхрӗ те юхрӗ, кашни сăмахӗ анне чӗри ывăлӗсемшӗн мӗнле çуннине çирӗплетрӗ.

Галина Александровнан ывăлӗсем Саша – капитан, Сергей – сержант, чи йывăр заданисене пурнăçлаççӗ. Паллă ӗнтӗ, салтак амăшӗсен пӗр ӗмӗт паян – часрах вăрçа чарасси, ывăлӗсене ырă-сывă кӗтсе илесси. Шăп çак сăмахсене каларӗç те салтак амăшӗсем сцена çинчен.

Патриотизм çемьерен пуçланать

Шел, вăрçă çухатусăр пулмасть. Пуç хунисен шучӗ ку районта та сахал мар. Пăрăнтăк каччи, Ульяновск хулинчи 31-мӗш десантпа штурм бригадинче контрактлă службăра тăнă Иван Сидоровăн пурнăçӗ СВО пуçланнă пирвайхи кунсенчех Гостомельте татăлнă. Ячӗ кӗнекене кӗни çемьешӗн çав тери пӗлтерӗшлӗ. Шел, мăшăрӗ Алена хăй çитеймерӗ презентацие. Кӗнекене илмешкӗн Иван Олеговичăн хуняшшӗпе хунямăшӗ Анна Владимировнăпа Геннадий Иванович Спиридоновсем Пăва районӗнчи Чăваш Киштекӗнчен килчӗç. Салтакăн хăйӗн ашшӗ-амăшӗ ир пурнăçран уйрăлнипе вӗсемшӗн вăл ывăл вырăнӗнчех пулнă. Сăмах май, Иван Олеговичăн ывăлӗ Илья Суворов училищинче вӗренет халӗ, ашшӗ пекех çар çынни пуласшăн. 

«Сувар» хаçат Хусанта тухсан та ăна Раççейӗпех вулаççӗ. Çавăнпа регионсенче пурăнакан ентешсем çинчен манмастпăр эпир, май пулсанах çырма тăрăшатпăр. Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Аслă Нагаткин ялӗнче çамрăк патриот, волонтер, спортсмен, 4-мӗш класра вӗренекен Валерий Спиридонов (унăн тымарӗсем Çӗпрел тата Пăва районӗсенче) Пензăри ГРУ спецназ батальонӗн салтакӗсемпе тата офицерӗсемпе çыхăну тытнине, çӗнтерӳ хыççăн тӗл пулма калаçса татăлнине тата кӗрешӳ, шахмат турнирӗсенчи çӗнтерӗвӗсене СВОри тусӗсене халалланине пӗлсен ун çинчен те çыр­тăмăр. Очерк кӗнекене кӗмерӗ пулсан та пултаруллă чăваш ачине презентацире сцена çине кăларсах Тав çырăвӗ парса хавхалантартăмăр. Çакăн пек ачасенчен пат­риотсем çитӗнеççӗ вӗт.

Çирӗп тыл

Хӑтлавӑн тепӗр пысӑк пайне салтаксене пулӑшакан волонтерсене халалларăмăр. Ку районта та йышлӑн вӗсем. Чӑваш Çӗпрел, Упи, Алешкин Саплӑк, Матак ялӗсенче маскировка сеткисем çыхаççӗ. Çар ветеранӗсен «Рубеж» регионсен хушшинчи обществăлла организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн представителӗсем, отставкӑри офицерсем Марс Сая­пов, Владимир Ярухин, Сергей Петрянкин, Республикӑри çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн Çӗпрелӗнчи уйрӑмӗн председателӗ Виктор Петухов ятарлӑ çар операцийӗ пуçланнӑ пирвайхи кунсенченех гуманитари пулӑшӑвӗ пухса салтаксем патне леçеççӗ.

Чăн малтан шăпах Çӗпрел район çыннисем гуманитари пулăшăвӗ панине асăнчӗç вӗсем. СВОри салтаксем валли гуманитари пулăшăвӗ леçекен çак офицерсем Ульяновск­ри, Тутарстанри, Чăваш Енри, Красноярскпа Хакассири çар ветеранӗсемпе пӗрле гуманитари пулăшăвне пухаççӗ халӗ. Вӗсене ют çӗршывран пулăшакансем те нумай иккен. СВО пуçланнăранпа миллионшар тенкӗлӗх гуманитари пулăшăвне леçнӗ вӗсем салтаксем патне, çав шутра çӗпрелсене те. Çак кунсенче 62-мӗш гуманитари конвойӗпе çула тухма хатӗрленеççӗ. «Рубеж» организацин регионти уйрăмӗн председателӗ Владимир Ярухин журналистсем салтаксемпе вӗсен çемйисене çапла тӗрев парса Çӗнтерӗве çыв­хартма хăйсенчен пай кӗртнине палăртса асӑннӑ кӗнекен авторне И.Кузьминана тата «Сувар» хаçатӑн тӗп редакторне И.Трифоновӑна Суворов орденӗллӗ 83-мӗш уйрӑм гварди десантпа штурм бригадин Тав çырӑвӗпе чысларӗ.

Вырӑнти «Своих не бросаем», Ульяновск облаçӗнчи Чӑнлӑ ра­йонӗнчи «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкӑнӗсен хастарӗсем Н.Пустынинӑпа А.Спиридонова та сцена çинчен хӑйсен ӗçӗпе паллаштарчӗç. Чăнлă районӗнче, тӗслӗхрен, паянхи кун 22 ялта мас­кировка сетки çыхаççӗ, тепӗр 3 пунктра окоп çуртисем тăваççӗ. Волонтерсем культура ӗçченӗсемпе пӗрле ыркăмăллăх концерчӗсем ирттерсе СВО салтакӗсем валли укçа пуçтараççӗ. Паянхи кун тӗлне вӗсен концерт бригади 2,5 миллион тенкӗ ытла укçа пухнă. Тепӗр уйрăмлăх та пур кунта: Пухтелпе Ирçел чиркӗвӗсен пачăшки Сергий атте салтаксемшӗн Турă Амăшӗн Хусан турăшне талăкӗпех пӗр чарăнмасăр акафист вулассине йăлана кӗртнӗ. «Кун çинчен ытлах калаçмастпăр хамăр, çапах та шанатпăр, кӗлтуни пулăшать – сыввисен списокӗнчи салтаксем пуç хунисен списокне куçни пулмарӗ-ха хальлӗхе», – терӗ кӳршӗллӗ регион волонтерӗ.

«Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Чӑваш Çӗпрелӗнчи «Своих не бросаем» волонтерсен ушкӑнне салтаксем валли кирлине туянмашкӑн Тутарстан чӑвашӗсенчен 15 000 тенкӗ укçа пачӗ.

Презентацире çаплах паллӑ чӑваш çыравçисем те пулчӗç. Галина Кӗмӗл сӑвӑç хӑй те салтак амӑшӗ, ывӑлӗ хальхи вӑхӑтра СВОра ун. Ывӑлне халалланӑ сӑввине чӗрене тивмелле вуласа пачӗ. Николай Ларионов та салтаксем çинчен çырнӑ сӑввине каларӗ, çыравçӑ районти салтаксем çинчен кӗнеке кӑларас ӗçе хаваспах хутшӑнма хатӗррине пӗлтерчӗ.

­Мероприятие Ла­йӑш районӗнчи «Весна» дуэт ­(Э.Савельевӑпа Е.Макарова), Хусан­­ти АЮНА ­­(А.Еремеева) тата «Су­вар» хаçатăн тӗп редакторӗн И.Три­фонован юррисем илем кӳчӗç. 

 «Ангел малта, эпир ун хыççӑн» кӗнекепе çӗпрелсем библиотекӑсенче паллашма пултараççӗ, редакци Çӗпрел районӗнчи чӑваш ялӗсенчи библиотекӑсем валли кӗнекесем парнелерӗ.

Çапла ку хутӗнче те хумханул­лӑ иртрӗ презентаци. Хӑтлава ирттерме пулӑшнӑшӑн район ертӳçисене, уйрӑмах администраци пуçлӑхне М.Гафарова, культура уйрăмне тата хӑтлава килнӗ район çыннисене пурне те тав тӑватпӑр. 

 

В.Александрова сӑнӳкерчӗкӗсем.

Сăнӳкерчӗксем ытларах галерейăра

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев