Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Палламан çын юлташ мар

Чистай районӗнчи полици уйрăмне çак кунсенче 56-ри арçын пулăшу ыйтса килнине пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.

Унăн банк картти çинчен 50 пин тенки çухалнă иккен. Калаçу малалла тăсăлнă май, полици сотрудникӗсем вăл пӗр кун маларах палламан хӗрпе тата каччăпа пӗрле эрех ӗçнине пӗлнӗ. Лешсем ăна хăйсем патне хăнана чӗннӗ иккен. Банк карттин кочӗ мӗнлине сăнаса тăнă хӗр вăл пăрăнсанах банк картти çинчи укçине хăйӗнни çине куçарнă. Оперативлă шырав каччăпа хӗре тытса чарнă. Вӗсем хăйсен айăпӗнчен тунмаççӗ, тăкакăн пӗр пайне арçынна тавăрса та панă. Анчах закон умӗнче явап тытассинчен хăтармасть ку. Вӗсен енӗпе РФ Уголовнăй кодексӗн 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, хальлӗхе хуларан тухса кайма юраманни çинчен алă пустарнă.

Полици граждансене палламан çынсемпе эрех ӗçмелле маррине тата банк карттипе усă курнă чух тирпейлӗрех пулмаллине асăрхаттарать.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев