Анатолий ХМЫТ: «ЧУНА ПЫРСА ТИВЕКЕН ӖÇ-ПУÇ ÇИНЧЕН КАЛАСА КĂТАРТСАН ÇЫРМАСĂР ЧĂТАЙМАСТĂП»
– Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтӗнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççӗ, сад пахчисем курăнаççӗ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чӗрӗ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вӗренме кӗретӗп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пӗлӗшсем чуна пырса тивекен ӗç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тӗпре.
Пӗлтӗрхи нарăс уйăхӗн 18-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче унăн «Тӗлленмен тӗлӗк» кӗнекин презентацийӗ иртнӗччӗ. Кăçал вара шăпах çак кун вулавăш çумӗнчи «Варкăш» литература клубӗн хастарӗсем калав-повесть пуххине сӳтсе явма пуçтарăнчӗç. Ку ахальтен мар, нарăс уйăхӗнчи тӗлпулăва Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен кунне халалланă. Ларăва Анатолий Хмыт çыравçă хăй те хутшăнчӗ.
«Тӗлленмен тӗлӗк» кăларăм 2020 çул пуçламăшӗнче Чăваш кӗнеке издательствинче 1000 экземплярлă тиражпа кун çути курнăччӗ. Унта пурнăçра пулса иртнӗ ӗç-пуçа сăнласа панă хайлавсем кӗнӗ (9-мӗш страницăра шăпах çак кӗнекене кӗнӗ пӗр калава вулама пултаратăр. – Ред.). 1979–1989 çулсенче Афганистанра пынă вăрçă çӗршыв пурнăçӗнче тарăн йӗр хăварчӗ. Анатолий Хмыт пултарулăхне те пысăк витӗм кӳнӗ вăл: çыравçă çар хӗсметне 1982–1984 çулсенче Афганистанра ирттернӗ. Пӗрре мар хаяр çапăçусене хутшăнма тивнӗ унăн. Писателӗн хайлавӗсенчи сăнарсем – авторпа юнашар моджахедсемпе çапăçнă юлташӗсем.
Анатолий Дмитриевич пухăннисене пултарулăх çул-йӗрӗ еплерех аталанса пыни, кӗнекене епле хатӗрлени çинчен каласа пачӗ тата хайлавсенчи сăнарсен прототипӗсемпе паллаштарчӗ:
– Астăватăп-ха, Афганистанра ту çинче выртатпăр, чуллă вырăн, пулеметран пени илтӗнет, хăрушă. Аялта шăпчăксем юрлаççӗ, сад пахчисем курăнаççӗ. Çавăн чухне хама сăмах патăм: ку шăтăкран чӗрӗ тухсан ятарласа Шупашкара каятăп, вӗренме кӗретӗп, çак вăрçă çинчен çырса кăтартатăп. Юлташсем, пӗлӗшсем чуна пырса тивекен ӗç-пуç çинчен каласа кăтартсан çырмасăр чăтаймастăп. Кашни хайлаврах чăнлăх тӗпре. Чылай чухне сăнарсен ячӗсем те прототипӗсенни пекех. «Айша» повеçри Кирилл-Владимирăн прототипӗ, сăмахран, Шăмăршă районӗнче пурăнакан Володя Кириллов. Салтакра чухне водитель пулнă, автоколоннăра çӳренӗ, çакăнтах Айша ятлă афган хӗрӗпе паллашнă. Чăн пурнăçра вара – Ленинградри (халӗ Санкт-Петербург) пединститутăн вырăс чӗлхипе литературин факультетӗнчен вӗренсе тухнă Зульфия. Хайлавра – медицина енӗпе аслă пӗлӳ илнӗскер, Кирила вилӗмрен çăлать, пулăшать. Çамрăксен чӗринче чăн пурнăçра та, произведенире те юрату туйăмӗ вăй илет. Айша, юнлă вăрçăран ывăннăскер, совет салтакне качча тухса Афганистанран аякка тарма ӗмӗтленет. Анчах каччă чирлесе ӳкет те çыхăну татăлать. Повеçре çак лару-тăрăва эпӗ çивӗчлетрӗм. Истори кунпа кăна вӗçленмест. Нумай çул иртсен Кирилл, Чăваш Енре тӗпленнӗскер, çемьеленнӗскер, Айшана телевизорпа курать. Ку та чăнласах пулнă. Айăплă арçын ун умӗнче. «Мунча кӗрсе тасалса пӗтейӗп-ши?» – тет.
Кăларăм редакторӗ Владимир Степанов çыравçăн хайлав пуххине çапларах хак пачӗ:
– «Тӗлленмен тӗлӗк» – Афганистан вăрçине хутшăннă яшсен çамрăклăхӗн çар гимнӗ. Çамрăксем мӗнле ӗмӗтсемпе ӳсни, мӗнле шухăшсемпе салтака кайни яр уççăн курăнса тăраççӗ кунта. Ӗнер кăна шкулта вӗреннӗ-ха вӗсем, акă интернационалист салтак тивӗçне пурнăçлаççӗ, йывăрлăхсене парăнтарма, темле кăткăс лару-тăруран та çăлăнса тухма, туслăха хаклама вӗренеççӗ. Унчченхи салтаксем пек мар ку яшсем. Вӗсен тӗнчекурăмӗ те, пӗлӳ шайӗ те урăхларах, анлăрах.
Светлана Константинова хастар варкăшçă хайлавсемпе кăсăклансах паллашнă, чылайăшӗ чунне пырса тивнӗ. «Шурă кӗпеллӗ хӗртен юлнă йăмăх» повесть уйрăмах хумхантарнă ăна. Тӗп сăнарсем – Зульфияпа Тимри – пӗр-пӗрне чунтан юратаççӗ. Анчах каччă хӗсметрен урасăр таврăнсан «хамăн ӗмӗре уксахпа ирттерессӗм килмест манăн» тесе хӗр савнă тусне пăрахать. Ку лару-тăру С.Константиновăна ниепле те çырлахтараймасть, канăç памасть. Анчах илемлӗ хайлав тӗнчине те, пурнăçа та витӗм кӳме çук çав тепӗр чухне. Пулăмсемпе çырлахмалли, вӗсене йышăнмалли çеç юлать. Анатолий Дмитриевич повеçе тусне – Володя Лебедева – халалланă. Пурнăçра хайлавринчен кăшт урăхларах пулнă-мӗн. «Юлташăм яла пырса кӗнӗ чухне шăпах савнă хӗрӗн туйӗ кӗрленӗ, вăл урăх çынна качча тухма килӗшнӗ...» – вăрттăнлăха уçрӗ çыравçă.
Кӗнекене вăрçăпа çыхăнман хайлавсем те кӗнӗ. Вӗсенче çынлăх, чунлăх ыйтăвӗсем тӗпре. Автор чунне парса çырни куçкӗрет.
«Варкăшăн» тепӗр тӗлпулăвӗ пуш уйăхӗнче иртӗ. Калаçу Елена Мустаеван «Уй варринче çинçе хăва» кӗнеки тавра йӗркеленӗ.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев