Анне çырăвӗсем паян та çывăх
Анне, Нина Михайловна Чернова (Çӗпрел районӗ, Матак ялӗ) вилни кăçал 38 çул çитет. Унăн сăнӗ хам виличчен те, нихăçан та куç умӗнчен каймӗ. Каллех аннен хаклă çырăвӗсене çӗнӗрен вулатăп, вӗсенчи кашни йӗркене тахçанах пăхмасăр пӗлетӗп эпӗ. Çырусене ман пата ачисем çуначӗ айӗнчен пӗрин хыççăн тепри вӗçсе кайнă вăхăтра çырнă вăл.
Аннен кашни çырăвӗнче ачисене пилӗксӗмӗре те чунтан юратни, пирӗншӗн хуйхăрни, пăшăрханни, пирӗншӗн Турра кӗл туни палăрать. Ăнланатăп, çак йӗркесенче аннен пӗтӗм-пӗтӗм кӗске пурнăçӗ.
Аслă ывăлӗ Геннадий Йошкар-Олара строительсен техникумӗнчен вӗренсе тухнă хыççăн Лăпкă океанра виçӗ çул моряк пулса çар хӗсметӗнче тăрать. Эпӗ, иккӗмӗш ачи, тӗнчен тепӗр хӗрринче – Мурманскра - мăшăрпа пурăнатăп. Вăтам ывăлне Евгение салтака Урал енне, Пермь крайӗнчи Кунгур хулине илсе кайнă. Вăл салтакран киличчен кӗçӗн ывăлне Валерие Шупашкарти строительсен техникумӗнчен вӗренсе тухнă хыççăнах Венгрие салтака ăсатнă.
Акă савăнăçлă анне çырăвӗ: майăн 11-мӗшӗнче аслă тете, моряк салтакран таврăннă. Çав кунах ялти çывăх тăвансене – 16 килӗ – пухса кӗреке янтăланă, Гена тетене сӗре лайăх кӗтсе илни çинчен пӗлтерет.
Тепӗр уйăхранах виçӗ çул салтакран кӗтнӗ хӗрӗпе Светланăпа пӗрлешсе туй туни çинчен, çӗнӗ çынсем Тамбова çитсе ӗçе кӗни çинчен çырса кăтартать тепӗр çырăвӗнче. Эпир инçетрен туя килейменшӗн кулянать. Çавăнтах: «Тата тепӗр тесен савăнатăп та пирӗн ачасем Çурçӗре те çитсе курайнăшăн», – тесе пирӗнпе мăнкăмăлланнине те пытармасть.
Гена салтакран таврăнсан вăтам ывăлӗ аттепе аннене иккӗшне те пирӗн пата Мурманска хăнана илсе пынăччӗ. Унтан таврăнсан вара вăрăм çыру çырса янă анне. Эпир мӗнле кӗтсе илни, пирӗн пурнăç лайăххишӗн савăннине пӗлтерет. Пӗрремӗш мăнукӗпе Викторияпа тăраниччен выляса-кулса киленнӗшӗн чунтан хӗпӗртет. Уйăхранах тепӗр мăнукӗ, Гена тетен ывăлӗ Руслан, çурални çинчен çырса янă. Аслă ывăлӗн çемйи пысăкланнине çӗкленӳллӗ кăмăлпа пӗлтерет пире.
Çав çулсенче аттепе анне пурнăçне кӗçӗн хӗрӗ, юратнă Ирина илем кӳнӗ, савăнăç парнеленӗ. Кашни çырăвӗнчех анне вăл ӳссе пынипе, шкулта лайăх вӗреннипе, тӗрлӗ секцисене çӳренипе, килти хуçалăхра пулăшнипе савăнса, мухтаса çырать. Паллах, чи кӗçӗн йăмăкăмăра эпир те хытă юратнă, кашни килмессерен хаклă парнесем илсе килнӗ.
Кашни çырăвӗнче анне ялти хыпарсене пӗлтерет: Петя Мердеевăн аслă ывăлӗ Галя Федотована качча илнӗ тет тата çав кунах Леонид Падюкинăн туйӗ те пулнă иккен, Валерий Мишанкин Теччӗрен хӗр илсе килнӗ, Володя Шингарев Афганистан вăрçинчен таврăнсан чăваш хӗрне качча илнӗ. Инçетре пурăнсан та ялти хыпарсене пӗлсех тăнă.
Çавăн пек пулнă ун чухне вăхăт, самана. Пӗтӗм ял пӗр çемьери пек пурăннă. Хуйхине те, савăнăçне те пӗрле пайланă.
Акă тата тепӗр çыру асăнмалăх. Анне пирӗн пата Мартăн 8-мӗшӗ тӗлне саламлă çыру çырнă вăхăтра тетепе инке тата хăта Геннадий Ильич Сашуков çитсе кӗнӗ. Вăл вӗсене те пирӗн пата салам çырма хистенӗ: «Кăштах эпӗ те çырам-ха, – тăсать çырăва Геннадий Ильич. –Наказ пачӗ-ха тăхлачă, салам çырмасан ямап тет çыруне. Малтанах Людмила сана Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарăмсен кунӗ ячӗпе саламлатăп. Çирӗп сывлăх нумай çул пурăнма, ăшă та тутлă çăкăр, куç пек тăрă çăл шывӗ, таса кăвак тӳпе сунатăп», – тет.
Çак çырăва халь тепӗр хут вуласа тухнă хыççăн тарăн шухăша путрăм. Паянхи кун çыру авторӗсем пӗри те çук ӗнтӗ çут тӗнчере – пурте çур ӗмӗре çитичченех куçӗсене хупнă. Анчах çырури сăмахсем паян каллех çивӗч, пысăк пӗлтерӗшлӗ ыйтусем пулса тăчӗç. Таса кăвак тӳпе...
Тăватă çул пирӗн тӳпе кăвак мар. Эпир халь пурте, ун чухне анне çырăвӗсене кӗтнӗ пек самана лăпланасса, вăрçă пӗтессе кӗтетпӗр. Мӗн чухлӗ куççуль тăкаççӗ амăшӗсем, арăмӗсем, ачисем ку вăрçа пула. Вӗсен чунӗсене нимӗнле сăмахпа та сиплеймӗн, нимӗнле укçа-тенкӗпе те лăплантараймăн – никама та, нихăçан та.
Людмила ЗИНКИНА-ЧЕРНОВА.
Ульяновск хули.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев