News by date 9 March 2026
-
Мăнукӗ асламăшӗн укçине куçарнă
Полици пӗлтернӗ тăрăх, ултавçăсем Анат Камăри 17-ри çул çитмен ачана темиçе кун шăнкăравласа пуçне çавăрнă. Малтан сотовăй çыхăну компанийӗн сотрудникӗн ятӗнчен шăнкăравласа даннăйсене çӗнетме тесе СМСпа килекен кода калама ыйтнă.
-
Шупашкарта Турхансен ячӗпе урам пулать
«Тӗпче, упра, сарса яр» историпе архив марафонӗн черетлӗ тӗлпулăвне Турхан Хӗветӗрӗ çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă.
-
Анне çырăвӗсем паян та çывăх
Анне, Нина Михайловна Чернова (Çӗпрел районӗ, Матак ялӗ) вилни кăçал 38 çул çитет. Унăн сăнӗ хам виличчен те, нихăçан та куç умӗнчен каймӗ. Каллех аннен хаклă çырăвӗсене çӗнӗрен вулатăп, вӗсенчи кашни йӗркене тахçанах пăхмасăр пӗлетӗп эпӗ. Çырусене ман пата ачисем çуначӗ айӗнчен пӗрин хыççăн тепри вӗçсе кайнă вăхăтра çырнă вăл.
-
Иван кунӗнче юр çусан – ака уйăхӗнче те çăвать
Пуш уйăхӗн 9-мӗшӗ – Иван. Сăнанă: енчен те кайăксем ялан хӗвел ӳкекен çӗрте йăва çавăраççӗ – çулла сивӗ пулать. Çак кун аиста е тăрие курни – лайăха.
-
Карьера картлашкипе хӑпарма меллӗ вăхăт
Тӗллев çулӗ çинче сиксе тухакан мӗнпур проблемӑна çӑмӑллӑнах пӗтеретпӗр. Тахçанхи ӗмӗт-и е çӗнӗ шухӑш – ку эрнере зодиакӑн пур палли те çăмăллăн пурнӑçлать. Халь пире ăнӑçу кӗтет, ку таранччен тӑрӑшни харама кайман.
-
Чăваш Çӗпрелӗнче конференци иртрӗ
Март уйăхӗн 3-мӗшӗнче Чăваш Çӗпрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта йăлана кӗнӗ «Шырав» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Мероприятие пирӗн шкулти 15 вӗренекен хутшăнса хăйӗн тӗпчев ӗçӗпе паллаштарчӗ.