Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Чăваш Çӗпрелӗнче конференци иртрӗ

Март уйăхӗн 3-мӗшӗнче Чăваш Çӗпрелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулта йăлана кӗнӗ «Шырав» наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Мероприятие пирӗн шкулти 15 вӗренекен хутшăнса хăйӗн тӗпчев ӗçӗпе паллаштарчӗ.

Конференцие шкул ачисен икӗ ӳсӗм ушкăнӗ хутшăнчӗ: кӗçӗн классенче вӗренекенсем (2–4) тата аслă классенче вӗренекенсем (8–10). Нумайăшӗшӗн наукăри пӗрремӗш утăмсем тата проект­па пултарулăх ӗçӗн пӗрремӗш опычӗ пулчӗ ку. Пăлханăва çӗнтерме çăмăлах пулмарӗ ачасене, мӗншӗн тесен аудиторире конференцие хутшăнакансемсӗр пуçне куракансем, çавăн пекех шкулти методика пӗрлешӗвӗн ертӳçисенчен тăракан компетентлă, çирӗп ыйтакан жюри пулчӗç-çке.

Жюри ӗçсен темисем тӗрлӗ енлӗ пулнине тата содер­жа­­нийӗ тарăннине палăртрӗ. Çам­­рăк тӗпчевçӗсем те, вӗсен ер­тӳ­çисем те проектсемпе питӗ кă­сăкланни куçкӗрет. Вӗренекенсен ӗçӗсем практика тата тӗпчев пӗлтерӗшӗпе палăрчӗç. Хӳтӗлев пӗтӗмлетӗвӗсем тăрăх çӗнте­рӳçӗсемпе призерсене палăртрӗç.

Пуçламăш классенчи çӗнте­рӳçӗсемпе призерсем:

I вырăн – Милана Хемницер, 2-мӗш класс, тӗпчев ӗçӗн теми «Тайны мыльных пузырей» (ертӳçи Т.Ю. Гаврилова, пуçламăш классен вӗрентекенӗ);

II вырăн – Дарина Хрисанова, 4-мӗш класс, тӗпчев ӗçӗн теми «Можно ли снег назвать чистым» (ертӳçи Т.В. Иванова, пуçламăш классен вӗрентекенӗ);

II вырăн – Полина Мадурова, 3-мӗш класс, тӗпчев ӗçӗн теми «Влияние школьной сумки на здоровье школьников» (ертӳçи Н.А. Гаврилова, пуçламăш классен вӗрентекенӗ).

8–10 классем хушшинче çӗнтерӳçӗсемпе призерсем:

I вырăн – Вероника Хрисанова, 10-мӗш класс вӗренекенӗ, тӗпчев ӗçӗн теми «Утопия и антиутопия в литературе XIX – XX в.в.» (ертӳçи А.В. Артемьева, вырăс чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ);

II вырăн – Алина Годунова, 8-мӗш класс, тӗпчев ӗçӗн теми «Приёмы устного счета» (ертӳçи М.В. Аръяхова, математика вӗрентекенӗ);

III вырăн – Софья Годунова, 9-мӗш класс, тӗпчев ӗçӗн теми «Аэродинамика птиц» (ертӳçи Н.В.Го­дунова, биологи вӗрентекенӗ);

III вырăн – Карина Конторская, 10-мӗш класс, тӗпчев ӗçӗн теми «Как домашние животные влияют на внутреннее состояние человека» (ертӳçи Н.В. Годунова, биологи вӗрентекенӗ).

Эпир шкул ачисен «Шырав» наукăпа практика конференцине хутшăнакансене пурне те интереслӗ ӗçсемшӗн тав тăватпăр! Малашне те ăнăçу сунатпăр!

 

Валентина ПЕТРОВА,

директорăн вӗренӳ енӗпе ӗçлекен çумӗ.

Çӗпрел районӗ, 

Чăваш Çӗпрел.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование