Иван кунӗнче юр çусан – ака уйăхӗнче те çăвать
Пуш уйăхӗн 9-мӗшӗ – Иван. Сăнанă: енчен те кайăксем ялан хӗвел ӳкекен çӗрте йăва çавăраççӗ – çулла сивӗ пулать. Çак кун аиста е тăрие курни – лайăха.
Пуш уйăхӗн 10-мӗшӗ – Тарас. Хура кураксем вӗçсе килсе йăва çавăрма пуçланă-тăк – кӗçех çанталăк лайăхланать. Юр çăвать-тӗк – Мăнкун эрни сивӗ пулать. Çак кун тултан чӳрече витӗр пӳртелле пăхма хушмаççӗ.
Пушăн 11-мӗшӗ – Порфирий. Енчен те вӗсем кăнтăртан таврăннă – тыр-пул ăнса пулать. Каçхи тӳпе таса, çăлтăрлă – çулла шăрăх та аслатиллӗ пулать.
Пушăн 12-мӗшӗ – Прокоп. Хресченсем кăчкăллă хăвана сăнаççӗ: енчен те унăн кăчкисем тăрринче çурăлма пуçлаççӗ – акана иртерех тухма юрать. Çак кун çумăр çусан – çулла çумăрлă пулать.
Пушăн 13-мӗшӗ – Василий. Пӳрт-хуралтă тăррисенче юр ирӗлсе тумлама пуçлать. Çумăр çуни аван паллă – çулла савăнтарать.
Пушăн 14-мӗшӗ – Евдокия, Авдотья. Çак кун тӗлне чӗрчунсенчен нумайăшӗ хӗл ыйхинчен вăранать. Юр ирӗлтерсе тунă шыв ку кун уйрăмах сиплӗ теççӗ. Кунӗ уяр-тăк – çулла та уяр çанталăкпа савăнтарӗ. Çак кун туяннă япала вăраха чăтмасть тет.
Пушăн 15-мӗшӗ – Федот. Çак кун ăшă çил вӗрсен çулла ăшă пулать. Çумăр çăвать – çулла йӗпе-сапаллă çанталăк тарăхтарӗ. Енчен те шартлама сивӗ-тӗк – утăçире типӗ пуласса ан кӗт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев