Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шупашкарта Турхансен ячӗпе урам пулать

«Тӗпче, упра, сарса яр» историпе архив марафонӗн черетлӗ тӗлпулăвне Турхан Хӗветӗрӗ çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă.

Шупашкарта, Чăваш Республикин патшалăх истори архивӗнче хаваслă тӗлпулу иртрӗ. Унта чăваш чӗлхипе литературине, аваллăхпа поэзие  юратакансем, çыравçăсемпе ӳнерçӗсем, çамрăксемпе ветерансем, чăваш поэзийӗн пуçламăшӗнче тарăн йӗр хăварнă сăвăçăн Турхан Хӗветӗрӗн  тăванӗсемпе ентешӗсем йышлăн пуçтарăнчӗç.

– Сире ЧР Патшалăх истори архивӗ 85 çул тултарнă май кăçал пуçарса янă çутӗç проекчӗн «Тӗпче, упра, сарса яр» историпе архив марафонӗн черетлӗ мероприятийӗнче саламлама хавас. Паян пирӗн çак марафона пăхăнса ирттерекен иккӗмӗш тӗлпулу. Ăна чăваш сăвăçи Турхан Хӗветӗрӗ  çуралнăранпа 150 çул çитнине халалланă, – терӗ тӗлпулăва уçнă май Патшалăх архивӗн директорӗ Галина Васильевна Ертмакова.

Саламлă сăмахӗнче вăл çавăн пекех архивсен çутӗç тӗллевӗнче чи малтан çамрăксем, вӗсене аслă ăру тӗслӗхӗпе воспитани парасси пулнине, ку енӗпе ветерансем тӗслӗх пулса тăма кирлине палăртрӗ.    

– Пӗртăван Турхансен – Яккăвӗн, Хӗветӗрӗн, Энтрин – пултарулăхӗ чăваш литературинче паллă вырăн йышăнать.  Пуçламăш пӗлӳ вӗсем çемьере, вулăс центрӗнчи, Курнавăшри, тăватă çул вӗ­ренмелли шкулта илнӗ, пӗри тепринчен вӗренсе пынă. Вӗсенчен вăталăх­хин – Хӗветӗрӗн – пултарулăхӗ хăйнеевӗрлӗхпе уйрăлса тăрать. Революциччен унăн икӗ сăвви çеç кун çути курнă пулин те ыттисем алăран алла куçса пырса вулакансем патне çитнӗ. Уйрăмах унăн философилле лирики пысăк пӗлтерӗшлӗ, – тесе палăртрӗ хăйӗн сăмахӗнче И.Я.Яков­лев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗн доценчӗ, истори наукисен кандидачӗ, «Братья Турхан: личности и время» кӗнеке авторӗ Федор Козлов. Поэт пурнăçӗнчи, пултарулăхӗнчи уйрăмлăхсене уçса пачӗ.

– Иртнӗ ӗмӗр вӗçӗнче пӗртăван Турхансен пултарулăхне шкул программине те кӗртрӗç. Акă, манăн алăра 10-мӗш класра вӗрентмелли «Чăваш литератури». Ку кӗнекене хатӗрлеме вăхăтӗнче эпӗ те хутшăннăччӗ. Пӗртăван Турхансенчен иккӗшӗн – Яккупа Хӗветӗрӗн – сăнӳкерчӗкӗсем, пултарулăхӗпе паллаштарни пур кунта. Турхан Энтри пултарулăхӗ çинчен çырнине кунта мар, иккӗмӗш пайне кӗртнӗ, – тесе палăртрӗ хăйӗн сăмахӗнче совет тата Раççей ăсчахӗ, Виталий Григорьевич Родионов профессор, Хӗветӗр Турхан сăввисене пысăк хак пачӗ, кӗнекене архива парнелерӗ.

Çар ветеранӗ, Турхансемпе пӗр ялта çуралса ӳснӗ  Федор Степанович  Пупин таврапӗлӳçӗ Турхан Хӗветӗрӗн ялти пурнăçӗпе, ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш çулӗсен пуçламăшӗнчи ял пурнăçне анлăн çутатрӗ.

Чăваш ăслăлăхпа наци академийӗн вице-президенчӗ Николай Лукьянов пӗртăван Турхансен пултарулăхне академи пухăвӗнче, президиум ларăвӗнче пăхса тухни, вӗсен ячӗпе Шупашкар хулинче çӗнӗ урамсенчен пӗрне парас тӗлӗшпе ӗçсем пыни çинчен каласа пачӗ. 

Лидия Филиппова çыравçă Турхансен пултарулăхне туллин уçса парас тӗлӗшпе чăваш çыравçин тата литература тӗпчевçин Геннадий Федорович Юмартăн пысăк тӳпине палăртрӗ. 

Чăваш çамрăкӗсен «Сувар» пӗрле­шӗвӗн элтеперӗ Олег Михайлович Цып­ленков çамрăксен союзӗ кашни çулах мăн асаттесем тахçан пурăннă вырăнсене курса çӳрени, çӳревсенче чăваш çырав­çисен вилтăприсене сăнаса тăрас тӗлӗшпе пысăк тимлӗх уйăрни çинче чарăнса тăчӗ. Юлашки çулсенче çеç, сăмахран, вӗсем Хусанта Ар масарӗнче Н.Ашмарин, Н.Никольский, К.Фукс, Чăваш Енре Патăрьел районӗнче Г.Айхин, Митта Ваçлейӗн, Турхан Энтрин вилтăприсем çинче пулса чечек хунă.

Тӗлпулура çавăн пекех чăваш халăх поэчӗ Раиса Сарпи, Петр Сидоров, Юрий Дадюков, Митта Ваçлей фончӗн президенчӗ Илья Иванов,  Тутарстанран тухнă ӳнерçӗсем Николай Енилинпа Виктор Артемьев,  Турхан Энтрин ывăлӗ Евгений, хӗрӗсем Вероникăпа Маргарита, Турхан Хӗветӗрӗн мăнукӗ Лариса Зиноновна, кӗçӗн мăнукӗсем Давид Алексеевич, Галинăпа Надежда Федоровнăсем пулчӗç, сăмах каларӗç.

 

ЧАПУК Ваççи. 

Л.Филиппова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Известные чуваши поэт