Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Карьера картлашкипе хӑпарма меллӗ вăхăт

Тӗллев çулӗ çинче сиксе тухакан мӗнпур проблемӑна çӑмӑллӑнах пӗтеретпӗр. Тахçанхи ӗмӗт-и е çӗнӗ шухӑш – ку эрнере зодиакӑн пур палли те çăмăллăн пурнӑçлать. Халь пире ăнӑçу кӗтет, ку таранччен тӑрӑшни харама кайман.

ТАКА 21.III – 20.IV

Çӑлтӑрсем сире кӑмӑллаççӗ, уйрӑмах харкам хутшӑнусенче пулăшаççӗ. Эсир халиччен мăшăрланма хăяйман-тăк, халӗ шăп лайăх вăхăт, пулас  ачасем пирки те шухӑшламалла. Ӗçре талăкӗпе пулсан та сирӗнсӗр май çук пек. Анчах çемьери тăнăçлăха ӗçрен мала хумалла. 

ВĂКĂР 21.IV – 20.V

Халь шутланисене пурнӑçлама çине тăмалла. Эсир тахçан улшӑнусем çинчен ӗмӗтленнине çак кунсенче ансат пурнăçлама, ӗçре авторитетăра ӳстерме май пур. Анчах  юратнă çыннăр çинчен ан манăр, ӳкӗнмелле ан пултăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Халӗ сирӗн пур сферăра та хӗвӗшӳ хуçаланать, çавӑнпа пысӑк çитӗнӳсем тăвас тесен питӗ тимлӗ, чăтăмлă, тӗллевлӗ пулни кирлӗ. Хăвăр пирки ан иккӗленӗр, явап­лăха туйса малалла талпăнăр. 

РАК 22.VI – 22.VII 

Çемье пурнӑçне майлаштарма, йӑла ыйтӑвӗсене татса пама лайӑх вăхăт. Çăлтăрсем ӗмӗтленнине туянма, юсав ӗçӗсем ирттерме сӗнеççӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче мăшăрăрпа тавлашмасан килӗрте юрату, килӗшӳ хуçа пулӗç.

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII

Ку эрне улшăнусем илсе килет. Тен, пуриншӗн те ырă пулмӗç вӗсем. Вак-тӗвек çине тимлӗх уйӑрни, ума лартнă тӗллев патне çитме васкамасăр, анчах тăрăшса ăнтăлни пӗлтерӗшлӗ. Çак кунсенче лăпкă пулма тăрăшăр.

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Çула тухма, канма меллӗ вăхăт. Ку эрнере сирӗнпе нимӗн япăххи те пулмасть. Çитӗнӳ тăвас тесен нумай вăй хумалла, кăна пӗлетӗр ӗнтӗ. Анчах кӗçнерникунтан çемйӗре, юратнă çыннăра ытларах вăхăт, тимлӗх уйăрăр. 

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Çӑлтӑрсем пулăшнипе юратури хутшӑнусем лайăхланаççӗ. Пулас савнă тусăрпа тахçанхи юлташăрсем е ӗçтеш паллаштарӗ. Вӗсен пуçарăвне хирӗçлемелле мар. Çак кунсенче эсир хуть мӗнле ӗçе пуçăнсан та ăнăçлăн пурнăçлатăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Ку эрнере эсир тата илӗртӳллӗрех, сирӗнте пурнӑç вӑй-хӑвачӗ çăлкуç пек тапса тăрать.  Хӑвӑрӑн пултараслăх шайне пӗлсен кăмăл ыйтнине пурнăçлама çăмăл пулӗ. Теветкеллӗ ӗçсене хутшăнни авторитетăра сиен кӳме пултарать. 

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çак кунсенче пурнăçăра кирлӗ мар ытлашши япаласенчен, ӗçсенчен, хутшăнусенчен тасатмалла. Ку эрнери сӗнӳсене йышăниччен тӗплӗн шутламалла, тăванăрсемпе канашламалла. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Ку эрне тавракурăмăра ӳстерме пулăшать. Çӗнӗ паллашусемпе хутшӑнусем кӗтеççӗ сире. Кирек мӗнле япала туянсан та ăнăçлă пулать. Професси тӗлӗшӗнчен пӗтӗмпех лайӑх йӗркеленсе пырать. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II

Çак кунсем сирӗншӗн питӗ ырă. Пултарулăхăра пурнăçа кӗртме васкăр, мӗн-тӗр кăсăкли, çӗнни ăсталăр. Ӗçре карьерăра ӳсме шантаракан пысăк малашлӑхлӑ сӗнӳ пулать. Çак кунсенче пуçланӑ юсав ӗçӗсем ӑнӑçлӑ иртеççӗ.

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III

Хăвăра критикленине чӗрене çывӑх ан йышӑнӑр. Тен, сивлекенӗ лару-тăрăвне пӗлмесӗрех хурланмалли сăмахсем калать. Ятарласа кӳрентерес текенсем те çук мар. Пурнӑç урапи пур чухне те пӗр пек кусмасть теççӗ, çакна асра тытса пуçа усмалла мар. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп