Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Асамлă ачалăх»

Чăваш кӗнеке издательствинче «Асамлă ачалăх» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Ăна пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Федорова. Ӳнерçи – Наталия Андреева. Тиражӗ – 1000 экземпляр. Кăларăмра XXI ӗмӗр пуçламăшӗнчи чăваш литературинче ырми-канми тăрăшакан çыравçăсем ачалăхне, асра юлнă вӗрентекенӗсене, пӗрремӗш хайлав çырнине, вăл хăçан кун çути курнине аса илеççӗ. Пурӗ вăтăр çичӗ автор кӗнӗ.

Кӗнекере çыравçăсен биографийӗсем те пур. Кăларăма Чăваш, Тутарстан, Пушкăртстан республикисенчи, Ульяновскпа Самара облаçӗсенчи чăваш çыравçисен асаилӗвӗсене кӗртнӗ. Кунта çавăн пекех писательсен архивӗсенчи сăнӳкерчӗксене курса киленме пулать. Хăш-пӗр пулăм çинчен хальччен ниçта та çырман, чылай асаилӳ «Асамлă ачалăх» кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленнӗ.

Вулакан чи малтанах Юхма Мишшипе «паллашӗ». Михаил Николаевич Тăван çӗршывăн аслă вăрçи вăхăтӗнче ача пулнă. Пӗррехинче вăл юлташӗсемпе кӗрхи вăрмана çул тытнă. Утсан-утсан ачасем улмуççи асăрханă. Улма çисе тăраннă ачапча яла таврăнсан аслисене пӗтӗмпех каласа кăтартнă. Анчах çитӗннисем ӗненмен, унта нимӗнле улмуççи те çитӗнмелле мар-çке. «Мӗн асамлăхӗ пулчӗ вăл? Паян кун та пӗлейместӗп. Анчах çырса кăтартни пӗтӗмпех тӗрӗс. Çавăн чухне çав ытарайми панулмине çисе, тен, эпир выçса вилесрен çăлăнса юлтăмăр пулӗ…» – пӗтӗмлетет сумлă çыравçă.

Тен НЛО курнă?

Владимир Степанов çыравçă 5-ре чух Федя тусӗпе Мăчавăшни (Мунча ӗшни) çырми хӗрринчи уçланка çитсе килме шут тытнă. Юлташӗ «теçеткене яхăн пиçнӗ çырла тыткăнне» лекнӗ хушăра пӗчӗк Володя уçланка тухнă. Анчах тепӗр самантранах: «Таратпăр кунтан! Часрах!» – тенӗ те Федьăна – ялалла вирхӗннӗ. Ăна темӗн хăратнă иккен. Хăй мӗн асăрханине тусне каярахпа тин каласа панă: «Уçланкă вӗçӗнче, çыран хӗрринче, мӗскер-темӗскер çиçсе-йăлтăртатса тăратчӗ. Ăна кӗленчерен тунă тейӗн, витӗр курăннăн шалтан тухакан çутăпа çиçетчӗ. Çӳллӗшӗпе пысăк марччӗ – метр çурă еннелле…» Тен, шăпах çак тӗлпулу ун пултарулăхне каярахпа пысăк витӗм кӳнӗ. Фэнтези-фантастика жанрӗсем ахальтен мар илӗртме пуçланă пуль Владимир Васильевича…

Гипнозпа аппаланма пăрахнă

Светлана Асамат чăваш халăх поэчӗ те ача чухне хăйне евӗрлӗ пултарулăхӗпе палăрнă. «Пӗррехинче пирӗн клуба гипнотизер килсе кайрӗ. Сцена çине тухнисене çывратса ярса тем те туса кăтартрӗ. Эпӗ те тухнăччӗ сцена çине, анчах çывăрса каймарăм. Каярах, пиллӗкмӗш класра вӗреннӗ чухне, хамăн вăя тӗрӗслесе пăхас терӗм, уроксем хыççăн юлса юлташсене гипноз тума пуçларăм. Чăнах та, хăшӗсем çывăрса каятчӗç, пуринчен те хăвăртрах Надя Макарова ыйха путатчӗ…» – аса илет Светлана Васильевна. Гипноз сеансӗсене вăл Красноярск крайӗнчи Шира кӳлли хӗрринчи санаторинче те, Кавказри Железноводскри санаторинче те ирттернӗ. Паллах, аслисене килӗшме пултарайман ку. Ăна чарăнма хушнă. Çавăнтанпа гипнозпа аппаланма пăрахнă Светлана Васильевна.

Лидия Саринене пӗринче пиччӗшӗ хурăн шывӗ ӗçтернӗ. Арçын ача юлташӗпе пӗрле пулнă. Хурăн шывне вӗсем ăçтан тупнине пӗлес килнӗ хӗрачан. «Ну, ав çав хурăнсем айӗнче», – тенӗ арçын ачасем. Пӗчӗк Лидия, шкул çулне те çитменскер, кӳршӗри тантăшӗпе пахчана васканă. Пылчăк çăрса хурăнсем патне çитнӗ, анчах пылак шывӗ ăçтине тавçăрайман хӗр пӗрчисем. Йывăçсем айӗнчи кӳлленчӗксенчи шыва тутанма пикеннӗ. Пылак мар! «Ӗнтӗ хурăнсем айӗнчи пӗр кӳлленчӗкри шыв уйрăмах тăп-тăрă курăнать. Эпир сывлама та чарăнтăмăр пулас. Çав тери асăрханса, пӗр пăтратмасăр ăсатпăр хайхи шыва. Унтан тутанса пăхатпăр… Çăварта çурхи шыв кăчăртатать…» – аса илет Лидия Михайловна.

Ольга Васильева 10-мӗш класра вӗреннӗ чухне паллă çыравçă çинчен калав çырнă-мӗн, ăна вӗрентекенне, Георгий Краснов чăваш халăх çыравçине, вулама панă. Георгий Васильевич хăй сăмахне лăпкăн та витӗмлӗн пӗлтернӗ: «Эпӗ литературăра чылай япала тӗл пулнă, анчах кун пеккине, хăйне мухтаса çырнине, хальччен курманччӗ-ха».

Лариса Петрова сăвăç ача чухне ыттисем кирек мӗн каласан та ӗненнӗ-мӗн. Пӗррехинче вара вăрман енче тем кӗрленине илтсен канăçне йăлт çухатнă. Юлташăн кӳрши: «Аçтаха килет!» – тенӗ-çке. Мӗн пирки сăмах пынине кӗнекере вуласа пӗлме пулать.

Чăваш çыравçисен ачалăхӗ ялта иртнӗ

Поэтсемпе прозаиксем пӗчӗкренех ӗçпе пиçӗхнӗ. Выляма та вăхăт тупнă, паллах. Çулла тар тăкса ӗшеннӗ хыççăн шыва кӗме кам васкаман пуль? Раиса Сарпи чăваш халăх поэчӗ те 1-мӗш класс пӗтернӗ хыççăн пӗринче юлташӗсемпе шывра чăмпăлтатма вӗçтернӗ. Галя ятлă хӗрача путнине вăл çеç асăрханă. Пач иккӗленсе тăмасăр ăна çăлма чупнă. Юрать-ха, хӗрачана вилӗмрен хăтарнă, хăй те чӗрӗ юлнă.

Владимир Левуков нумай ачаллă çемьере ӳснӗ. Çичӗ çулта чухнех çур çулти шăллӗне пăхнă вăл. Çуллахи пӗр кун Бориса çыран хӗрринче лартса хăварнă, хăй шывра ишнӗ. Тахăш самантра пӗчӗкскер упалене-упалене пырса шыва чăмнă. Арçын ачасем вылянă хушăра ун çинчен пачах маннă. Телее, Хураçка çухалса кайман, хамлатса вӗрме пикеннӗ. Çакна тăнланипе мӗн пулса иртнине тин ăнланса илнӗ Владимир, шăллӗне вилӗмрен çăлса хăварнă.

Николай Ларионов вара çуллахи шăрăх кун хăй путма пуçланă. Ăна виçӗ çул аслăрах юлташӗ туртса кăларнă.

Альбина Юрату кӗçӗн класра вӗреннӗ чухне Апăрша юханшывне чăмса тухнă. Шывӗ сивӗ, каснă вак çийӗ çӳхе пăрпа çеç туртăннă пулнă. 

Кӗнекисене пăрахман

Елена Аксупи те пăрлă шыва анса кайса курнă. Ун аллинче библиотекăна памалли кӗнекесем пулнă. Телее, Елена никам пулăшмасăрах хырăмпа пăр çине шуса тухнă та чăнкă çырантан хăпарнă, килне васканă. Кайран мӗн пулни – тӗпсӗр авăра путнă евӗр… Тăна кӗрсен чи малтан: «Анне, манăн кӗнекесем ăçта?» – тесе ыйтнă вăл. «…ав кăмака çинче типеççӗ. Аллупа хытă чăмăртаса тытнă. Аран вӗçертрӗмӗр вӗсене», – хуравланă амăшӗ. Еленăран çыравçă пуласси çакăн чухнех палăрнă пуль.

Марина Карягина вара авăр «ытамне» лекнӗ. Сăвăç çапла аса илет: «Мана темле хăват çатăрласа илчӗ те шыв çаврăмӗнче пӗтӗре-пӗтӗре аялалла туртма тапратрӗ. Чыхăнса кайнăскер кăшкăрса ятăм. Аялти касра пурăнакан Люба, çăвӗпе Пăларан тухманнипе шывра хăйне йытпулли пек вăр-вар тытаканскер, çав самантрах ишсе пычӗ те тăснă алăран ярса тытрӗ, мана авăртан çăлса илчӗ…»

Владислав Николаев пӗринче ача чухне ишме пӗлмесӗрех шыва кӗнӗ, тарăнрах çӗре анса кайнă. «Юрать, пиртен ултă çул аслăрах Юрккапа Сергей çав вăхăтра шыва кӗме çитнӗ, вара мана Юркка туртса кăларчӗ… Паян та тав туса пурăнатăп ăна, вăл çăлман пулсан çак йӗркесене те çыраймастăмччӗ…» – тет Владислав Дмитриевич.

Кашкăрпа тӗл пулса чӗрӗ юлнă çыравçăсем те пур чăвашсен 

Ара Мишшин амăшӗ колхоз утарӗнче ӗçленӗ, ачисене пӗрле илсе çӳренӗ. Пӗчӗк Мишша çывăх çыннисене хыçарах хăварса вăрман çулӗпе чупса пыма юратнă. Çул варринче пысăк чӗрчуна курсан йытă пуль тесе шухăшласа илнӗ. Лешӗ вӗрмен, куçне вылятмасăр пăхса тăнă. Ача хăраса ӳкнӗ, çаврăнса пăхнă – амăшӗпе аппăшне курман. Эппин, вӗсем хыçа юлнă. Тепӗртакран тин тăванӗсен сассине илтнӗ. Чӗрчун вăрман чăтлăхне кӗрсе çухалнă. Вăл йытă мар, кашкăр пулнине амăшӗ каласан тин ăнкарса илнӗ Мишша.

Василий Кервен поэт сӗм çӗрле, тӗттӗмре, кашкăр кӗтӗвӗпе тӗл пулса чӗрӗ юлнă тесе шутлать хăйне. Вăл юлташӗ патӗнчен каçа юлса таврăннă. Шăп çав каç ялта çынсен выльăх-чӗрлӗхне кашамансем туртса çурнă, ахаль те чухăн çемьесене çука хăварнă. Ваççана тӗкӗнмен вара. Çак пулăм чăн пулнине пурте ӗненмеççӗ имӗш. «Кашкăрсем те тиркенӗ сана – кама кирлӗ çын эсӗ?» – тесе каланă тет ăна килӗштернӗ пӗр хӗр. Эсир вара мӗн шутлатăр: кашкăрсемех хӳптӗрлесе илнӗ-ши Василий Гавриловича е килӗсене таврăнман, çӗтсе кайнă сурăхсем?

«Асамлă ачалăх» кăларăм шкулта вӗренекенсемшӗн кăна мар, çитӗннисемшӗн те интереслӗ пулӗ. Тăван литературăна вӗрентекенсем унпа урокра хушма материал пек усă курма, занятие пуянлатма пултараççӗ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели