Асăрханăр – çӗнӗ вирус сарăлать
Юлашки кунсенче массăлла хыпар хатӗрӗсенче Китайра çӗнӗ йышши вирус – метапневмовирус – сарăлни пирки çыраççӗ. Роспотребнадзор пресс-службинчен пӗлтернӗ тăрăх, Китайри больницăсенче выртакансенчен декабрӗн 23 – 29-мӗшӗсенче илнӗ анализсем çынсем гриппа, метапневмовируспа тата риновируспа чирленине кăтартнă.
Асăннă çӗршывăн Чирсене тимлӗхре тытас тата профилактика тăвас управленийӗнчен хыпарланă тăрăх, вирус çӗршывра питӗ хăвăрт сарăлать. Метапневмовируспа тӗпрен илсен 14 çултан кӗçӗнрех ачасем тата 60-тан аслăраххисем ытларах чирлеççӗ.
Январӗн 5-мӗшӗ тӗлне метапневмовирус ытти çӗршывсенче те сарăлма пуçлани паллă. Тӗслӗхрен, паян Казахстанра 30 çын çак вируспа чирлени палăрнă.
Чирӗн паллисем: ӳслӗк, сунас, пуç ыратать, шăнтать, сывлăш пӳлӗнет. Вирус ернӗ хыççăн 24 сехет хушшинче ӳпке шыçма пултарать, уйрăмах иммунитет вăйсăр çынсем хытă чирлеççӗ.
Чирлес мар тесен профилактика мерисене çирӗп пăхăнмалла:
алла час-час супăньпе çумалла;
таса мар алăпа пите сӗртӗнмелле мар;
алла антисептикпа сăтăрмалла;
пӳлӗмсене уçăлтармалла;
чир палли пур çынсемпе хутшăнмалла мар;
çынсем йышлă çӳрекен вырăнсенче пулма тăрăшмалла мар.
Роспотребнадзортан пӗлтернӗ тăрăх, Раççейре 2010 çултанпа Эпидемиологин тӗп наукăпа тӗпчев институчӗ хатӗрлесе кăларнă ОРВИ-скрин реагентсен наборӗ пур. Вăл сывлăш çулӗсен вируслă инфекцийӗсене кӗске вăхăтрах тупса палăртма май парать. Çав шутра метапневмовируса та.
Хаклă вулакансем, асăрхануллă пулăр. Чир паллисем пулсанах тухтăр патне васкăр.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев