Аслă Вӗрентекенӗмӗр çинчен кӗнеке-альбом тухнă
Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнӗ ятпа Чăваш кӗнеке издательстви кӗнеке-альбом кăларнă. Вăл «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» ятлă. Çӗнӗ кăларăма пухса хатӗрлекенӗсем Ф.Н.Козловпа Е.В.Касимов.
Кӗнеке ултă пайран тăрать. Пӗрремӗш пайӗ, «Патриарх чувашской культуры: вехи биографии» ятлăскер, кӗскен Иван Яковлевичăн пурнăçӗпе паллаштарать. Иккӗмӗш пайӗнче Чӗмпӗр чăваш шкулӗ çинчен каласа панă. Çак шкултан 1868 – 1919 çулсенче (хӗрарăмсен училищипе хӗрарăмсен педагогика курсӗсенче вӗренекенсене шута илсе) 1379 çын вӗренсе тухнă. Чӗмпӗр чăваш шкулне пӗтернисен хушшинче патшалăх тата обществăлла деятельсем, çар пуçлăхӗсем, халăх хуçалăхӗн йӗркелӳçисем, вӗрентӳ, литература тата искусство деятелӗсем, ăсчахсем, священнослужительсем нумай. Ахальтен мар ӗнтӗ РСФСР çутӗçӗн халăх комиссарӗ А.В.Луначарский ун пирки «пӗтӗм чăваш культурин чӗрӗлӗвӗн çăлкуçӗ» тенӗ.
И.Яковлевăн çутӗçпе çыхăннă ӗçӗ-хӗлӗ пирки виççӗмӗш пайра вуласа пӗлме пулать. «Очень ответственна обязанность, лежащая на мне, и не по силам ноша, которую я несу, – çырать вăл Н.И.Ильминский патне 1883 çулхи февральте. – Вот что только могу сказать, Николай Иванович, не кривя душой: люблю я чуваш, от души желаю им всякого блага… У меня в жизни не было другой цели, как благо чуваш…»
Иван Яковлевич чăваш культурин историне хальхи чăваш алфавитне тата Чӗмпӗр чăваш учителӗсене хатӗрлекен шкула никӗслекен пек кăна мар, талантлă педагог, çыравçă, куçаруçă, кӗнеке кăларакан, фольклорист, халăх шкулӗсене уçакан, православи миссионерӗ пек кӗрсе юлнă.
Çемьеллӗ пурнăçра Иван Яковлевич хăйне телейлӗ çын тесе шутланă. Мӗн çамрăкран пуçласа, 50 çул ытла, унпа юнашар мăшăрӗ, пӗр шухăшлă юлташӗ, чăн-чăн парăннă çынни Екатерина Алексеевна пулнă. Вăл унпа хуйхине те, савăнăçне те пайланă, кашни сехетре, кашни минутра пулăшса тăнă. Яковлевсен çемйинче пилӗк ача çуралнă. Кӗнеке-альбомра вӗсем çинчен тӗплӗн çырса кăтартнă.
Чӗмпӗр чăваш шкулӗнче вӗреннӗ Ф.К.Кузьмин асаилӗвӗ шухăша ярать: «Однажды на уроке один из моих товарищей сказал:
– Мы поставим Вам мраморный памятник, Иван Яковлевич!
– Не стоит! – ответил Иван Яковлевич. – На другой же день кто-нибудь отшибет нос у памятника. Нерукотворный памятник лучше всякого другого, из любого дорогого материала. Работайте. Лучшим памятником мне будет ваша работа. Нерукотворным памятником…»
Аслă Вӗрентекенӗмӗрӗн пурнăçӗнче тӗрли пулнă: вӗренекенсен хӗрӳ юратăвӗ те, пӗр шухăшлисен тӗревӗ те, суда каймалли повестка та, ăна йышăнакан должноçран хăтарма ыйтса çырнă çырусем те... Кам-тăр ăна националист тата сепаратист тенӗ, камшăн-тăр вăл чутах халăх тăшманӗ пулса тăман. Пурнăçӗ тăршшӗпех йывăрлăхсене çӗнтерме тивнӗ ăна.
Вăхăт йăлтах хăй вырăнне лартнă. Паян эпир И.Я.Яковлева чăваш халăхӗн аслă ывăлӗ вырăнне хурса хисеплетпӗр. Патриархăн сăнарӗ литературăпа искусствăра çирӗп вырăн тупнă: ун ячӗпе аслă шкулсем, урамсем, скверсем хисепленеççӗ. Кăнна Кушкинче, Ульяновскра, Шупашкарта И.Я.Яковлев музейӗсем ӗçлеççӗ. Чи кирли вара – вăл халăх чӗринче пурăнать. Çакăн пирки кӗнеке-альбомăн пиллӗкмӗш тата улттăмӗш пайӗсенче каласа панă.
Кăларăмра И.Я.Яковлевăн асаилӗвӗсемпе, çырăвӗсемпе, сăнӳкерчӗкӗсемпе, паллă художниксен ӗçӗсен репродукцийӗсемпе усă курнă. Кӗнеке-альбом пуриншӗн те интереслӗ пулма тивӗç.
Галина АНТОНОВА.
О.Иванова сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев