News by date 9 July 2023
-
Аслă Вӗрентекенӗмӗр çинчен кӗнеке-альбом тухнă
Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнӗ ятпа Чăваш кӗнеке издательстви кӗнеке-альбом кăларнă. Вăл «Иван Яковлевич Яковлев – великий просветитель» ятлă. Çӗнӗ кăларăма пухса хатӗрлекенӗсем Ф.Н.Козловпа Е.В.Касимов.
-
Раççейӗн чи лайăх фермерӗ Георгий Погодкин: «Çанă тавăрса вăй хунин усси пурах»
«Çемье пурнăçӗнче юратнă çыннăн шухăш-кăмăлӗпе, туйăмӗпе, ӗмӗчӗ-тӗллевӗпе, ăнтăлăвӗпе пурăнмалла. Хăвна кӳрентерме памасăр, вăл ыйтнине пурнăçлама тăрăшмалла, пӗр-пӗрне хисеплемелле», – тенӗ пӗр паллă классик. Питӗ пултаруллă та сапăр мăшăрсене сăнатăн та вӗсем шăп çак шухăшсене тӗпе хураççӗ пек туйăнать. Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелте пурăнакан Светланăпа Георгий Погодкинсене ӗççи вăхăтӗнче килте тытма çук. Георгий Петрович «Раççейри чи лайăх фермер» ята тивӗçнӗ çын, Аксу районӗнчи чи хисеплӗ ял хуçалăх ӗçченӗсенчен пӗри. Вăл ертсе пыракан хресченпе фермер хуçалăхӗ мăйракаллă шултра выльăх ӗрчетессипе вăй хурать, уй-хирте тулă, урпа ӳстерет.
-
Олег Мустаев ячӗпе спартакиада
Июлӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Енри Елчӗк районӗнче Германири Совет çарӗсен тата Варшава килӗшӗвӗн çӗршывӗсен ушкăнӗнче (ГСВГ) çар тивӗçне пурнăçланă ветерансен хушшинче Олег Мустаева халалланă республика шайӗнчи спартакиада иртрӗ. 12 районтан килсе çитнӗ ветерансем колоннăна тăрса ялавсемпе шкул картишне кӗрсе О.Н.Мустаевăн асăну хăми умӗнче чарăнчӗç. Вăл вӗреннӗ шкула (халӗ унта таврапӗлӳ музейӗ) кӗрсе курчӗç, унтан Лаш Таяпари «Акар» питомник еннелле васкарӗç. Шăпах çакăнта пăшалтан тӗл перессипе, кире пуканӗ йăтассипе тата дартспа ăмăртусем иртрӗç.