Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Олег Мустаев ячӗпе спартакиада

Июлӗн 1-мӗшӗнче Чăваш Енри Елчӗк районӗнче Германири Совет çарӗсен тата Варшава килӗшӗвӗн çӗршывӗсен ушкăнӗнче (ГСВГ) çар тивӗçне пурнăçланă ветерансен хушшинче Олег Мустаева халалланă республика шайӗнчи спартакиада иртрӗ. 12 районтан килсе çитнӗ ветерансем колоннăна тăрса ялавсемпе шкул картишне кӗрсе О.Н.Мустаевăн асăну хăми умӗнче чарăнчӗç. Вăл вӗреннӗ шкула (халӗ унта таврапӗлӳ музейӗ) кӗрсе курчӗç, унтан Лаш Таяпари «Акар» питомник еннелле васкарӗç. Шăпах çакăнта пăшалтан тӗл перессипе, кире пуканӗ йăтассипе тата дартспа ăмăртусем иртрӗç.

Построени хыççăн меропрятие уçса пухăннисене Чăваш Республикинчи ГСВГ çар ветеранӗсен канашӗн председателӗ М.Н.Семенов саламларӗ. Раççей тата Чăваш Ен гимнӗсене итлерӗç, ГСВГ ялавне çӗкленӗ хыççăн пӗр минутлăха шăп тăрса Олег Мустаева асăнчӗç. Унăн пурнăçӗпе, чăвашлăхшăн илсе пынă пысăк ӗçӗсемпе паллаштарчӗç. Салтак тивӗçне Германире пурнăçланă ентеш пирки нумай ырă сăмах каларӗç. Район администрацийӗ, вырăнти ял тăрăхӗн представителӗ, Мустаевсен çемйи спортсменсене ăнăçу сунчӗç. 

Мероприятие ветерансемпе пӗрлех Олег Николаевичăн юлташӗсем, çарти тусӗсемпе тăванӗсем, çывăх çыннисем килсе çитнӗ. Вӗсем шăп çак кун, июлӗн 1-мӗшӗнче, 39 çул каялла Олег Мустаев салтака кайнине аса илчӗç.  

100 ытла ветеран иккӗмӗш хут иртекен спартакиадăн çӗнтерӳçи пулассишӗн тупăшрӗ. Çӗнтерӳçӗсене пилӗк номинацире палăртрӗç. 15 çӗнтерӳçӗ ятарласа О.Н.Мустаев сăнӗпе тунă медале, диплома тата Мустаевсен çемйин ятарлă парнине тивӗçрӗç. Ăмăртусене ветерансем кăна мар, çамрăксем те хутшăнни савăнтарчӗ. Эппин, малашлăх пур пирӗн, астăвăм упранать.  

Командăсен хушшинче вара елчӗксем çӗнтерчӗç. Кубок районтах юлчӗ.

Ветерансемпе пӗрле мероприятие илем кӳме Вăрнар районӗнчен «Шӗнер» фольклор ансамблӗ те килсе çитнӗ. Вӗсем патриотла тата халăх юррисене шăрантарчӗç. Çаплах Юрий Кашкăр чуна витермелле юрăсем юрларӗ.

Ăмăртăва пухăннисене, йӗркелекенсене, Чăваш Республикинчи ГСВГ çар ветеранӗсен канашӗн председательне М.Н.Семенова, Елчӗк районӗнчи Çар ветеранӗсен организацийӗн ертӳçине Н.Х.Павлова çемье ятӗнчен пурне те О.Н.Мустаевăн мăшăрӗ Елена Николаевна тав турӗ, асăнмалăх парнесем пачӗ. «Çирӗп пӗрлӗх, тăванлăх тата мăнаçлăх туйăмӗ пулмасан кун пек мероприятие çакăн пек çӳллӗ шайра ирттереймӗн. Сценарин, ăмăрту йӗркин, чыславăн кашни минутне шута илнӗ йӗркелӳçӗсем. Пысăк тав сире паттăр ывăлăра, чăн-чăн патриота манманшăн. Чăнах та ун пек çӗршыва, чăваш халăхне юратакан, сывлăхне, пурнăçне шеллемесӗр уншăн ырă ӗç тăвакансем нумаях мар. Унăн тӗслӗхӗпе çамрăк ăру ӳстӗр», – терӗ Елена Николаевна. 

Хăнасене йышăннă питомник хуçине Л.В.Князева, ертсе пыракан Юрий Петухова уйрăм тав сăмахӗ каларӗ.

Дана СВЕТЛОВА.

Н.Новоселец сăнӳкерчӗкӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: спартакиада