Ашшӗпе амăшне ылтăн туй ячӗпе саламлама ывăлӗ ятарлă çар операцийӗнчен отпуска килнӗ
Леонтьев-аслисем ылтăн туя çемьепе, çывăх тăванӗсемпе паллă тунă кун кӗрекере ывăлӗ Сергей те ларни çав тери савăнтарнă вӗсене. Пӗртен-пӗр ывăлне ыталанинчен пысăкрах парне пулать-ши ашшӗ-амăшӗшӗн кун пек чух? Сергей Леонтьев çав вăхăта шăпах отпуска килнӗ иккен. Икӗ эрне пулнă вăл килте. Кӗске отпускра ял хутлăхӗн, район ертӳçисемпе, ветерансемпе, шкул ачисемпе тӗл пулма ӗлкӗрнӗ. Аксури «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе Владимир Семеновпа, Юрий Степановпа пӗрле тăван шкулӗнче Паттăрлăх урокӗ те ирттернӗ. Нумай пулмасть Сергей Леонтьев каллех Донбаса кайнă. Хальхинче ăна ашшӗ-амăшӗ, мăшăрӗпе ачи кăна мар, пӗтӗм ял, ветерансем, Аксу район, газ службин представителӗсем ăсатма килнӗ. Ӗçтешӗсем салтака чи кирлӗ хатӗрсем туянса панă.
Мӗншӗн-ха пӗрисене пурнăç çав тери юратать, теприсене питех мар? Тупсăмне пӗлме те, ăнлантарма та çук – шăпа тени кашнин тӗрлӗрен. Çапах та хăш-пӗр çемьен телей «рецепчӗ» пур пекех туйăнать. Унсăрăн Аксу районӗнчи Савгачевăри Наталья Сергеевнăпа Геннадий Павлович пӗр-пӗрин тӗревӗ пулса 50 çул пӗрле пурăнман пулӗччӗç. Январӗн 28-мӗшӗнче Леонтьевсем ылтăн туя паллă турӗç. Аксу районӗн ЗАГС уйрăмӗ çак ятпа вӗсене Тав хучӗ парса чысларӗ. Çавах та ашшӗ-амăшӗшӗн чи пысăк парне Донбаса хӳтӗлекен ывăлӗ киле таврăнни пулчӗ.
– 1973 çулта туй кун çанталăк çав тери сивӗ тăнине астăватăп. Туя чăн чăвашла ирттертӗмӗр, килӗрен çӳресе. Ратне-тăван халӗ те нумай, ун чух та сахал марччӗ пирӗн. Геннадий Павловичпа пит нумай тӗл пулсах та кайман эпир, вăл çамрăксен хушшинче пропагандистчӗ, эпӗ клубра ӗçлеттӗм. Шутламанччӗ пӗрле 50 çул пурăнатпăр тесе, – ăшшăн кулса аса илчӗ иртнине Наталья Сергеевна Леонтьева.
Ку çемьене районта аван пӗлеççӗ. Геннадий Павлович пысăк опытлă педагог, ӗмӗрӗпех шкулта ачасене физика предметне вӗрентнӗ, 8 çул шкул директорӗ те пулнă. Наталья Сергеевна вара Тутарстан Республикин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ. Саврăшпуçсемпе савгачевăсен юррисене халӗ те астăваççӗ-ха районта. Клубра ун чух хор, тӗрлӗ кружок ӗçленӗ. Сăмах май, юрра-ташша халӗ те маçтăр кунти чăвашсем. Ахăртнех, лайăх вӗрентекенӗсем пуртанах.
– Пӗр çулхине районти пултарулăх отчетне 100 çынран тăракан хорпа кайрăмăр. Мӗн чухлӗ кружокчӗ тата пирӗн. Ял ачисене фортепианăпа калама та вӗрентеттӗм. Аванах калама вӗренчӗç, вӗсем кайран пурте тенӗ пекех педагог пулчӗç. Килте пулайман та эпӗ ун чух, пăрахнă та ӗçе тухса кайнă. Упăшкана, хунямана тав тăватăп куншăн, – чӗререн тав тăвать çывăх çыннисене Наталья Сергеевна.
Пӗр-пӗрне илтме, ăнланма пӗлнинче мар-и-ха телейлӗ çемье пурнăçӗн вăрттăнлăхӗ Леонтьевсен? Геннадий Павлович вăхăтӗнче мăшăрне ăнланман, тӗрев паман пулсан çемьеллӗ хӗрарăм çакăн пек карьера тăвайӗччӗ-ши? Наталья Сергеевна ӗмӗрне мӗн ачаран юратнă ӗçе халалланăскер, хăй калашле вăхăчӗпе çемье çинчен мансах, клуба васканă.
Шкул хыççăн Дон-çи-Ростова кайнăскере шăпа яла каялла таврăнма çырнă. Тен, турă çырни кӳршӗ ялта пулни витӗм панă-ши?
– 1957 çулта аннен хресна ачисем килнӗччӗ те çавсемпе пӗрле ерсе кайрăм, хулара пурăнас килнипе пуль, – каласа пачӗ вăл çамрăклăхӗ пирки шӳтлӗн. Тӗрӗссипе, чăваш хӗрне тăван ялтан аякра çăмăл пулман-ха ӗнтӗ. Хăй каласа панă тăрăх, ирхине электровоз машинистне вӗреннӗ, кăнтăрла хыççăн каçхи шкула çӳренӗ, çӗрле 12-рен шахтăра весовщицăра ӗçленӗ. Кун пек графика çамрăк хӗр мар, тӗреклӗ арçынсенчен те сахал кам чăтаять. 1963 çулта яла отпуска таврăнсан, пӗлтерӗшлӗ тепӗр пулăм пулса иртнӗ унăн пурнăçӗнче. Саврăшпуç клубӗ ертӳçӗсӗр юлнипе вырăнти пуçлăхсем ăна ӳкӗтлесех ӗçе чӗннӗ.
– Клуб мӗн пӗчӗкрен кăмăла кайнă ӗç пулнă ман. Акка çавăнта ӗçленӗ, иккӗмӗш пичче избаччӗ (вулав çурчӗн ертӳçи – Авт). Вӗсем мана пӗчӗккӗ чухнех клуба сӗтӗретчӗç. Ват карчăк пек ташла тесен ват карчăк пек ташласа параттăм, ват старик пек ташлама хушсан старик пек ташласа кăтартаттăм. Ахăлтатса кулатчӗç вара. Çапла таврăнтăм яла, – тăсăлчӗ малалла пирӗн калаçу.
Чăваш хӗрӗн малалла вӗренес, аталанас туртăмӗ ун чухнех пысăк пулнă, клубра кăшт ӗçленӗ хыççăн Елабугăри культура училищинче куçăн майпах вӗреннӗ вăл. Ахаль те юрра-кӗвве лайăх чухлаканскер, баянпа, фортепианăпа калама вӗреннӗ. Çак ăсталăхӗпе ял çамрăкӗсене клуба илӗртнӗ те ӗнтӗ вăл. Ку тăрăхри чăвашсен юрри-ташши таврана кӗрлесе тăнă ун чух.
1973 çулта кӳршӗллӗ Савгачево ял каччипе, Геннадий Павловичпа, çемье çавăрнă. Мăшăрӗпе вӗсем пӗр ывăл çуратса ӳстернӗ. Сăмах май, Сергей те амăшне хывнă курăнать, тӗрлӗ музыка инструменчӗпе калама пӗлет.
Чун киленӗвӗ те нумай Леонтьевсен. «Тем тума та юрататпăр, пӗçернинчен пуçласа выльăх-чӗрлӗх пăхасси таранах», – терӗ вăл кун пирки кӗскен. Çулӗсем сахал мар пулсан та сурăхсем, качака, чăхсем, кăвакалсем усраççӗ вӗсем. Наталья Сергеевна юратнă ӗçе те манмасть, май килнӗ таран библиотека, клуб ӗçченӗсене пулăшма тăрăшать. Нумай пулмасть библиотекăпа пӗрле «Раштав чăрăшӗ» ирттернӗ. «Чупаканнисем вӗсем хăйсемех, эпӗ сӗнӳпе пулăшаканни кăна», – сăпайлăн пӗлтерчӗ вăл ку мероприяти пирки.
Ватлăхра канлӗ пурăнас чух пăшăрханăвӗ пысăк Леонтьевсен. Вӗсен пӗртен-пӗр ывăлӗ Сергей Украинăри ятарлă çар операцине хăй ирӗкӗпе кайнă. Çавна пула кӗркуннеренпе лăпкăн çывăраймасть ашшӗ-амăшӗ, мӗнпур шанăçӗпе ӗмӗчӗ унпа çыхăннă вӗт вӗсен. Çапах та полицире ӗçленӗ чух Чечняра виçӗ хутчен командировкăра пулнă ывăлӗ Донбасс халăхне хӳтӗлеме каяссине пӗлтерсен, чун ыратсан та ăнланмах тăрăшнă. «Анне, çамрăксем вилсе выртаççӗ, манăн килте лармалла-и?» – тесе ăнлантарнă иккен Леонтьев-кӗçӗнни хăйӗн йышăнăвне.
Сергей мобилизаци пуçланасса кӗтмен, хăй ирӗкӗпе çар комиссариатне кайнă. Çав вăхăтра вăл газ службин слесарӗнче ӗçленӗ. Донбаса каяссине вара çемйипе çывăх çыннисемсӗр пуçне никамах та пӗлтермен вăл. «Чиперех ӗçлекен Сергее çухатрăмăр эпир. Ăçта кайнă – никам та пӗлмест. Вăл иккен Украинăра, хăй ирӗкӗпе кайнă. Кун çинчен чи çывăх çыннисем кăна пӗлнӗ», – мăнаçланса каласа пачӗ Саврăшпуç ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Валерий Николаев ентешӗ пирки. Сăмах май, ку ял хутлăхӗнчен Украинăри ятарлă çар операцине 15 çын хутшăнать, çемьерен икшерӗн кайнисем те пур.
Леонтьев-аслисем ылтăн туя çемьепе, çывăх тăванӗсемпе паллă тунă кун кӗрекере ывăлӗ Сергей те ларни çав тери савăнтарнă вӗсене. Пӗртен-пӗр ывăлне ыталанинчен пысăкрах парне пулать-ши ашшӗ-амăшӗшӗн кун пек чух? Сергей Леонтьев çав вăхăта шăпах отпуска килнӗ иккен. Икӗ эрне пулнă вăл килте. Кӗске отпускра ял хутлăхӗн, район ертӳçисемпе, ветерансемпе, шкул ачисемпе тӗл пулма ӗлкӗрнӗ. Аксури «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе Владимир Семеновпа, Юрий Степановпа пӗрле тăван шкулӗнче Паттăрлăх урокӗ те ирттернӗ.
Нумай пулмасть Сергей Леонтьев каллех Донбаса кайнă. Хальхинче ăна ашшӗ-амăшӗ, мăшăрӗпе ачи кăна мар, пӗтӗм ял, ветерансем, Аксу район, газ службин представителӗсем ăсатма килнӗ. Ӗçтешӗсем салтака чи кирлӗ хатӗрсем туянса панă.
Йывăр вăхăтра хăй ирӗкӗпе Тăван çӗршыв хӳттине тăма хатӗр патриот-ывăл çуратса ӳстернӗ Наталья Сергеевнăпа Геннадий Павлович. Апла-тăк, пурнăç вӗсене пӗр ахаль юратмасть, чăнах та çак сума тивӗç. Çамрăксемшӗн ырă тӗслӗх пулса тата нумай-нумай çул пурăнмалла пултăрччӗ-ха Леонтьев-аслисен тата, паллах, ывăлне çӗнтерӳпе кӗтсе илме Турă çыртăрччӗ.
В.Николаев сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев