News by date 23 February 2023
-
Асăну каçне ветерансемпе ачасен ашшӗсене чӗнтӗмӗр
Февралӗн 13-мӗшӗнче Çӗнӗ Упири тӗп шкулта, çамрăк ăрăва çарпа патриотла воспитани парас уйăхлăх шайӗнче, Аслă вăрçа, Афганпа Чечня вăрçисене тата Донбасс халăхне хӳтӗлес тӗллевпе ирттерекен ятарлă çар операцине хутшăнакансене, çар тивӗçне пурнăçланă ентешсене халалланă «Асăну каçӗ» мероприяти иртрӗ.
-
Афган çӗрӗнче, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешсене асра тытатпăр
Пирӗн музейре Çар мухтавӗн кӗтесӗ пур. Унта Сиктӗрме шкулӗнче вӗреннӗ, хăйсен тивӗçне Тăван çӗршыв умӗнче пурнăçланă ентешӗмӗрсем çинчен пуян информаци упранать. Ачасене тӗплӗн каласа патăмăр хамăр шкулта вӗреннӗ паттăрсем çинчен. Элкел районӗнчен Афган çӗрӗнче, Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă ентешӗмӗрсене асăнса пӗр минут шăп тăтăмăр.
-
Ашшӗпе амăшне ылтăн туй ячӗпе саламлама ывăлӗ ятарлă çар операцийӗнчен отпуска килнӗ
Леонтьев-аслисем ылтăн туя çемьепе, çывăх тăванӗсемпе паллă тунă кун кӗрекере ывăлӗ Сергей те ларни çав тери савăнтарнă вӗсене. Пӗртен-пӗр ывăлне ыталанинчен пысăкрах парне пулать-ши ашшӗ-амăшӗшӗн кун пек чух? Сергей Леонтьев çав вăхăта шăпах отпуска килнӗ иккен. Икӗ эрне пулнă вăл килте. Кӗске отпускра ял хутлăхӗн, район ертӳçисемпе, ветерансемпе, шкул ачисемпе тӗл пулма ӗлкӗрнӗ. Аксури «Служу Отечеству» çар ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсемпе Владимир Семеновпа, Юрий Степановпа пӗрле тăван шкулӗнче Паттăрлăх урокӗ те ирттернӗ. Нумай пулмасть Сергей Леонтьев каллех Донбаса кайнă. Хальхинче ăна ашшӗ-амăшӗ, мăшăрӗпе ачи кăна мар, пӗтӗм ял, ветерансем, Аксу район, газ службин представителӗсем ăсатма килнӗ. Ӗçтешӗсем салтака чи кирлӗ хатӗрсем туянса панă.