Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«АЙ ЮРЛАР-И, АЙ ТАШЛАР-И?» КӖНЕКЕ ТУХНĂ

Кăларăм ача садӗнче ӗçлекенсемшӗн тата чăваш чӗлхи кружокӗсене ертсе пыракансемшӗн уйрăмах усăллă пулӗ

Ача сачӗсенче шăпăрлансемпе тăтăшах тӗрлӗ уяв ирттермелле, вӗсен ачасен ӳсӗмне кура хăйне евӗр пулмалла. Вырăсла хатӗрленӗ сценарисем тупма пулать-ха, анчах чăвашлисем çук тесен те йăнăш пулмӗ.

Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăл ялӗнчи «Хӗвел» ача-пăча садне 1975 çулта музыка ертӳçи пулса ӗçлеме вырнаçнă Алевтина Петрова та çак йывăрлăха туйса илнӗ. Вăл 34 çул хушши шкул çулне çитмен ачасене юрлама-ташлама вӗрентнӗ, вӗсенче чăвашлăх никӗсне хывассишӗн ырми-канми тăрăшнă, ача-пăча фольклорӗпе чылай ӗçленӗ. Тӗрлӗ уява чăвашла ирттерме сценарисем çуккипе пултарулăх çулӗ çине тăнă, сăвăсем, юрăсем, сценарисем чылай çырнă.

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче Алевтина Петрован «Ай юрлар-и, ай ташлар-и» кăларăмӗ пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Светлана Бритвина. Кӗнеке виçӗ пайран тăрать, унта ача-пăча садӗнче усă курмалли инсценировкăсем, кӗвӗллӗ вăйăсем тата нотăллă юрăсем кӗнӗ. Кăларăмра Çӗнӗ çул, Аннесен уявне ирттермелли тата ытти сценарипе паллашма пулать. Вӗсем пуян сюжетлă: уяв ертӳçи ачасене юрăсем юрлаттарать, ташлаттарать, сăввисене киленсе итлет, тӗрлӗ хавас вăйă ирттерет.

«Сывă пул, юратнă садик» инсценировкăра Иккӗ паллă мӗн кăна сӗнмест-ши шкула каякан ачасене: «...Эпӗ халӗ сире портфеле мӗн чикмеллине вӗрентесшӗн. Эсир хăвăр пӗлместӗр пуль-ха... Пӗлетӗр-и, ачасем, шкула кайнă чухне эпӗ сире ак çак япалана илме хушатăп...» Мӗн илме сӗнет-ши Иккӗ паллă ачасене? Çакна сценарипе паллашсан пӗлме пулать.

Кӗвӗллӗ вăйăсем ачасене чӗлхене туйма, пултарулăха аталантарма пулăшаççӗ. Кӗнекере чăваш ача-пăча фольклорӗпе усă курса хатӗрленӗ «Кик чунăм» вăйă сценарийӗпе те паллашма пулать. Вăл тӗрлӗ пайран тăрать, сцена çинче лартмалли пьеса тейӗн. Çавăн пекех кăларăма Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Шуршăл ялӗнче вылянă «Сăрт хӗрринче» вăййа кӗртнӗ.

Тепӗр пайӗ вăл – юрăсем. Чылайăшне автор хăй çырнă е чăвашла куçарнă. Кашни юррăн нота пур. Чи кӗçӗннисем валли çырнă юрăсем питӗ ансат:

Автан тус, автан тус,

Киккирик, автан тус.

Хытă авăтать, мана вăратать.

                                                (Автан.)

Ачасем ӳссе пынăçем юррисем те кăткăсланаççӗ, аслă ӳсӗмри ачасен юрри çапларах:

Хӗвел пăхать хытăрах, хытăрах,

Урамра та ăшăрах, ăшăрах.

Шурă юрӗ ирӗлет, ирӗлет,

Сивӗ куççульпе йӗрет, вăл йӗрет.

                                             (Çуркунне.)

Кăларăм ача садӗнче ӗçлекенсемшӗн тата чăваш чӗлхи кружокӗсене ертсе пыракансемшӗн уйрăмах усăллă пулӗ.

 

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.

А.Петрова архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев