News by date 5 August 2022
-
Вокзал пурнăçне уяв илемлетӗ
Августăн 7-мӗшӗнче Хусанти «Казань-1» чукун çул вокзалӗн лапамӗнче Пӗтӗм Раççейри «Çӗршыва пӗрлештерекен чи вăрăм поезд – асфальт çинче ӳкернӗ поезд» акци иртет.
-
Августăн 6-мӗшӗнче Хусанта Пӗтӗм Раççейри сывлăх фестивалӗ иртет
18:00 сехетре «Ак Барс Арена» стадионра «Больше чем йога» ятлă сывлăх фестивалӗ пуçланать. Унта пирӗн çӗршывран пуçтарăннă 5000 хӗр массăллă йога тренировкине кăтартӗ. Вӗсем патне онлайн-форматпа 25 пин хӗрарăм килӗсенчен хутшăнӗ.
-
Июлӗн 22-мӗшӗнче Нурлат хулинче 47-ри арçын сероводородпа наркăмăшланнă.
инкексем
-
«АЙ ЮРЛАР-И, АЙ ТАШЛАР-И?» КӖНЕКЕ ТУХНĂ
Кăларăм ача садӗнче ӗçлекенсемшӗн тата чăваш чӗлхи кружокӗсене ертсе пыракансемшӗн уйрăмах усăллă пулӗ
-
КĂТРАК ПАТШАНА ХАЛАЛЛАСА
Чăваш халăхӗн историйӗ питӗ пуян. Мăн асаттесем Атăл патша (Атилла) вăхăтӗнченех хăйсен патшалăхӗпе пурăннă тесе шутлаççӗ ăсчахсем. Пӗртăван халăхсенчен – суварсемпе пăлхарсенчен – тухса тӗрлӗ çулсемпе, тӗрлӗ вăхăтра Атăлçи тăрăхне килсе вырнаçса кунта каллех пӗрле пурăнма пуçланă вӗсем. Кунта киличчен суварсем Çурçӗр Кавказра, Каспи тинӗсӗн çывăхӗнче, пăлхарсем кăшт çурçӗререх пурăннă теççӗ. Аварсен пусмăрӗнчен хăтăлса, Кăврат патша ертсе пынипе ку йăх 632 – 671 çулсенче Хура тата Азов тинӗсӗсен çывăхӗнче Дон, Кубань, Днепр шывӗсем çинче хăйсен патшалăхне йӗркелесе пурăннă. Византиецсем ку патшалăха Аслă Пăлхарстан (Великая Болгария) тенӗ.
-
Кӗнекене юлашки çулсенче пурнăçра тăтăш усă куракан сăмахсене те кӗртнӗ
Юлашки çулсенче билингвизм вăй илсе пынă май икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ сăмахсарсен пӗлтерӗшӗ уйрăмах пысăк. Пурнăç та пӗр вырăнта тăмасть, çӗнӗ сăмахсемпе усă курма пуçлатпăр, эппин, словарьсен çак улшăнусене асăрхаса вулакан патне çитермелле.
-
Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗ
Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!
-
Июль уйăхӗнче Тутарстанра икӗ ачана çӗленсем сăхнă.
Ҫу пуҫланнӑранпа Чăваш Республикин ача-пӑча клиника больницине 7 ачана ҫӗлен сӑхнӑран илсе пынӑ. Вӗсене хура ҫӗлен сӑхнӑ тесе пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ. Шар курнисенчен чылайӑшӗ – 10 ҫула ҫитичченхи ачасем. Вӗсене пурне те тухтӑрсем тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.