Июль уйăхӗнче Тутарстанра икӗ ачана çӗленсем сăхнă.
Ҫу пуҫланнӑранпа Чăваш Республикин ача-пӑча клиника больницине 7 ачана ҫӗлен сӑхнӑран илсе пынӑ. Вӗсене хура ҫӗлен сӑхнӑ тесе пӗлтерет Чăваш халăх сайчӗ. Шар курнисенчен чылайӑшӗ – 10 ҫула ҫитичченхи ачасем. Вӗсене пурне те тухтӑрсем тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.
«Хура ҫӗлен сӑхнӑ пациентсене пурне те наркӑмӑшран ятарлӑ сывортка янӑ. Ачана больницӑра мӗн чухлӗ вӑхӑт тытасси унӑн сывлӑхӗнчен килет», – ӑнлантарса панӑ йышӑну уйрӑмӗн заведующийӗ Надежда Жукова.
Сӑмах май каласан, ҫӗлене курсан ӑна пырса тӗкӗнмелле мар, шӑппӑн кӑна айккинелле пӑрӑнмалла. Çӗлене хăратакан хăтланусем тумалла мар! Хӳтӗленсе ун енне алла тăсма юрамасть, çурăмпа çаврăнмалла мар. Енчен те сирӗн аллăрта патак пур пулсан, ăна çӗлен енне çавăрса хăвăр умăрта тытăр. Хура çӗлен (гадюка) нихăçан та хăй тапăнмасть тата çынна йӗрлемест. Ун хӳри çине пуссан е алăпа тытсан кăна çыртать вăл.
Анчах кирек мӗнле палламан çӗлене те наркăмăшли вырăнне хумалла. Çут-çанталăка канма каиччен малтан çӗленсем мӗнлереххисем пулни пирки вуласа илсен юрать. Енчен те эсир сасартăк шăвакан çӗлене асăрхарăр пулсан, хытса тăрăр, ăна иртсе кайма май парăр. Этем çывхарнине асăрхасан гадюка яланах тарса пытанма васкать. Енчен те çӗлен пуçне çӗклесе хăрушлăх позине тăчӗ пулсан, майӗпен каялла чакăр. Çӗлене хăратакан сасартăк хăтланусем ан тăвăр. Пӗлӗр: эсир асăрханă çӗлен хăрушă мар, асăрхаманни хăрушă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев