Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗнекене юлашки çулсенче пурнăçра тăтăш усă куракан сăмахсене те кӗртнӗ

Юлашки çулсенче билингвизм вăй илсе пынă май икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ сăмахсарсен пӗлтерӗшӗ уйрăмах пысăк. Пурнăç та пӗр вырăнта тăмасть, çӗнӗ сăмахсемпе усă курма пуçлатпăр, эппин, словарьсен çак улшăнусене асăрхаса вулакан патне çитермелле.

2021 çулта Чăваш кӗнеке издательствинче М.И.Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла словарӗн» пӗрремӗш томӗ кун çути курнăччӗ. Унта чăваш алфавитӗнчи А – Р сас паллисенчен пуçланакан 30000 яхăн сăмах кӗнӗ. Тин кăна иккӗмӗш томӗ пичетленсе тухрӗ. Ăслăлăх редакторӗсем – Г.А.Дегтярев, А.П.Долгова, И.П.Семенова, издательство редакторӗсем – А.Г.Майорова, Н.В.Вечеркина. Кăларăма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн Ăслăлăх канашӗ йышăннипе пичетленӗ.

Иккӗмӗш тома чăваш алфавитӗнчи Р – Я сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кӗнӗ. Ку кăларăм – Михаил Скворцов (1933 – 2016) паллă ăсчахăн, лексикографăн, филологи ăслăлăхӗсен докторӗн чылай çул туса пынă калăпăшлă ӗçӗ. Шел пулин те, хăй пурăннă чухне пичетлесе ӗлкӗреймерӗ. Унăн пархатарлă ӗçне вӗренекенӗсемпе ӗçтешӗсем вӗçне çитерчӗç.

Словаре хатӗрленӗ чухне юлашки çулсенче пурнăçра тăтăш усă куракан сăмахсене те кӗртнӗ. Унта çӗнӗ термин чылай: информаципе коммуникаци, ăслăлăх пӗлӗвӗн хальхи отраслӗнче усă куракан сăмахсем, хальхи чиркӳ лексики пысăк вырăн йышăнаççӗ. Кашни сăмаха туллин ăнлантарса панă, этимологине те – мӗнле пулса кайнине – кăтартса панă: «Турткăш – павлин; павлиновый и павлиний; турткăш тӗкӗ – павлиньи перья; турткăш хӳрине сарнă – павлин распустил хвост. Тюрк., ср.: тат. тутый кош, ног. тотыгус, казах. тоты (в том же знач.)».

Словарь вӗренӳ, патшалăх учрежденийӗсенче ӗçлекенсемшӗн, хаçат-журналта, литература ӗçӗнче тăрăшакансемшӗн тата чăваш чӗлхипе интересленекенсемшӗн уйрăмах усăллă пулӗ.

Ольга ФЕДОРОВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев