Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Июлӗн 22-мӗшӗнче Нурлат хулинче 47-ри арçын сероводородпа наркăмăшланнă.

инкексем

ПУССА АННĂ ТА...

Июлӗн 22-мӗшӗнче Нурлат хулинче 47-ри арçын сероводородпа наркăмăшланнă. Канализаци пуссине ӗçлеме аннă вăл, анчах сывлама йывăррипе тухнă та противогаз тăхăнса тепре аннă. Хальхинче те япăх пулнипе тухма тăрсан вара 4 метр çӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. Мӗншӗн вăл страхлакан вӗренпе çыхăнманни паллă мар. Ун хыççăн аннă напарникне те япăх пулса кайсан вӗсене пулăшма тесе водитель пусса аннă, анчах лешсене нимӗнпе те пулăшма çуккине ăнланса хăвăрт тухнă та çăлавçăсене шăнкăравланă. Наркăмăшланнă 23-ри качча больницăна ăсатнă-ха, унăн пурнăçӗ хăрушлăхра мар, 47-рине вара çăлса хăварайман, сурансене пула вăл вырăнтах вилсе кайнă. 

АЧА ÇИНЕ ХӲМЕ ӲКНӖ 

Июлӗн 25-мӗшӗнче Пӗкӗлмере 7-ри хӗрача çине бетон хӳме катăкӗ ӳкнӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, юлташӗсемпе пӗрле юхăнса ларакан кивӗ юсавпа механика завочӗн территорийӗнче вылянă вăл. Тахăш самантра бетон хӳме катăкӗ катăлса ун çинех ӳкнӗ. Шел те, ачан сывă юлма шанăçӗ пулман. Ку факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă, инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. 

ШĂНĂР ТУРТНĂ

Çак кунсенче Хусан çумӗнчи Глубокое кӳллинче 21-ти каччă путнă. Çăлавçăсем унăн виллине 6 метр тарăнăшӗнчен кăларнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, çамрăк çын шывра шăнăр туртнипе путма пултарнă. 

Тепӗр арçын июлӗн 28-мӗшӗнче Хусан варринчи Казанка юханшывӗнчен (Чаша патӗнче) ишсе тухайман. 16 сехет те 30 минут тӗлӗнче пулăшăва килнӗ водолазсем виллине тепӗр икӗ сехетрен çырантан 30 метрта, 6 метр тарăнăшра тупнă. 

ÇУЛ ПАМАН

Июлӗн 28-мӗшӗнче Хусанта Ш.Усмановпа Восход урамӗсем хӗресленнӗ вырăнта çăмăл машинăн 50 çулти водителӗ зебра тăрăх каçакан 10-ри ачана ирттерсе ярас вырăнне çапса хăварнă. Телее, ача сывă, аманнăскере больницăна ăсатнă.

РФ Следстви комитечӗн Тутарстанри управленийӗн материалӗсем тăрăх 

Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев