Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Александр Владимирович ИВАНОВ 60 çул тултарчӗ

Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Александр Владимирович ИВАНОВ ӗнер, августăн 4-мӗшӗнче, 60 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр!

Чăваш юманӗ пек çирӗп сывлăх, сурпан пек вăрăм ӗмӗр, иксӗлми вăй-хал, пархатарлă кун-çул сунатпăр. Яланах хаваслă та çамрăк пул, чир-чӗр мӗнне пӗлмесӗр тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăн. 

Нихăçан вăй-хал ан чактăр,

Пул эс сывлăхлă ялан. 

Эпир ăшшăн саламлатпăр

Ыр сунса сана чунтан.

Мăшăрӗ, ачисем, кинӗсемпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев