Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Буряти чăвашӗсем Кăнна Кушкинче пулнă

Теччӗ районӗнчи чăвашсем уявӗсене сивӗ вăхăтра ирттерме юратаççӗ пулмалла. Вӗсен Çăварнийӗ те ăшă вăхăтра иртмест, кăçалхи Чӳклеме те хӗвелпе савăнтармарӗ.

Çав вăхăтра, сивӗ енчен Улан Удэрен килнӗ хăнасем пӗлтернӗ тăрăх, Хӗвелтухăç Çӗпӗрте хальхи вăхăтра +30 градус. Бурятири чăвашсен ентешлӗхӗн ертӳçи Надежда Колесникова тата унăн мăшăрӗ Олег Шупашкара Бичурин вулавӗсене килнӗ пулнă.

Иакинф Бичурин шăпи Бурятипе тачă çыхăнă пулнă. Улан Удэри чăвашсем унăн ячӗпе çыхăннă ял-хуласенче пулса материалсем пуçтарнă. Ăсчах манахăн Бурятире иртнӗ тӗпчевӗсене халалласа «Иакинф Бичурин и Бурятия. По следам ученого монаха» ятлă кӗнеке те кăларма пултарнă вӗсем.

Надежда Колесникова сăмахӗсемпе, çак проекта вӗсем РФ Президенчӗсен гранчӗсен фончӗ пулăшнипе пурнăçа кӗртме пултарнă. Мӗн пур кӗнекесене шкулсен библиотекисене валеçсе панă.

Кăнна Кушкинче Çӗпӗр хăнисем Яковлев музейӗнче пулса курчӗç, Чӳклеме йăлисемпе паллашрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев