Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗç укçине вăхăтра тӳлеме шантараççӗ

2024 çулхи 10 уйăхра республика бюджетне мӗн чухлӗ укçа кӗнипе ноябрӗн 26-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç.

ТР финанс министрӗн çумӗ Алла Анфимова пӗлтернӗ тăрăх, кăçал 10 уйăхра Тутарстанăн пӗтӗмӗшле бюджетне (консолидированный бюджет) пурӗ налог тата налог мар 439,4 миллиард тенкӗ укçа кӗнӗ. Вӗсенчен 366,3 миллиарчӗ – республика, 73,1 миллиарчӗ вырăнти бюджетсене. Планпа пăхăннă 478,7 миллиардăн 91,8 проценчӗ чухлӗ ку. Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, 54,6 миллиард тенкӗ ытларах.

Ытти регионсемпе танлаштарсан, Раççейре ку енӗпе эпир Мускав, Мускав облаçӗ, Санкт-Петербург, Краснодар крайӗпе Свердловск облаçӗ хыççăн – улттăмӗш, Федерацин Атăлçи округӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнатпăр. 

Асăннă 10 уйăхра Тутарстанра пӗтӗмпе налог тата налог мар тупăш (ытларах çынсенчен кӗнӗ налог, предприяти-организацисен тупăшӗнчен, пурлăхӗнчен кӗнӗ налог, акцизсенчен) пурӗ 1,3 триллион тенке яхăн пухăннă, вӗсенчен иккӗ виççӗмӗш пайне, урăхла каласан 65,3 процентне (828,1 миллиард тенкине) федераци хыснине куçарнă.

Пӗлтӗрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, Тутарстан территорийӗнчен кӗрекен укçа 21,5 процента, урăхла каласан, 249,9 миллиард тенке ӳснӗ. Ку чăн малтан, вăтам ӗç укçи тата дивидентсем ӳснипе çыхăннă иккен. 

Химипе нефтехими производствинчен, суту-илӳрен, нефтьпе газ комплексӗнчен, строительствăран, апат-çимӗç производствинчен, транспортпа çыхăну отраслӗсенчен бюджета кӗрекен укçа пӗлтӗрхинчен чакнă пулсан, кредит организацийӗсен, суту-илӳ центрӗсен, лавккасен, машинăсем тăвакан отраслӗн, страхлакан компанисен вара ӳснине пӗлтерчӗ Алла Анфимова. Республикăн пӗрлехи бюджетне налогран тата налогран мар кӗрекен тупăш пӗлтӗрхи çак вăхăтринчен нумайрах пулни маларах палăртнă кашни шайри тăкака саплаштарма, çав шутра ӗç укçине вăхăтра тӳлеме, май парассине каларӗ.

ТР финанс министрӗн тепӗр çумӗ Гела Герасимова вара ытларах бюджет укçине ăçта ярассипе паллаштарчӗ. Республикăн пӗрлехи бюджечӗн чи пысăк тăкакӗ (54 проценчӗ) социаллă культура сферине, тӗпрен илсен, вӗрентӳ, социаллă политика, ун хыççăн сывлăх сыхлавӗпе культура çине каять иккен. Тӗнчери лару-тăрăва пăхмасăр наци проекчӗсем ăнăçлах пурнăçланнине те асăнчӗ спикер. Ăçта мӗн чухлӗ ярассине халех шутласа хунă, 2025 тата 2027 çулсенче наци проекчӗсене (пурӗ вӗсем пирӗн 14) пурнăçлама, калăпăр, пӗтӗмпе 145,9 миллиард тенкӗ яма палăртнă. Вӗсенчен 44,2 миллиарчӗ 2025 çулта, 48,6 миллиарчӗ – 2026, 53,1 миллиард тенки 2027 çулта. Чăн та, пӗтӗмӗшле суммăран 75 миллиардне федераллă бюджетран уйăрассине те каларӗ вăл.

Федераллă проектсемсӗр пуçне республикăн хăйӗн наци проекчӗсем те пур. Вӗсем çине кăçал 35,2 миллиард тенкӗ (19,7 миллиарчӗ федераллă бюджетран) уйăрма палăртнă-тăк, 10 уйăхра 30,1 миллиардне уйăрнă та ӗнтӗ.
 
Ирина КУЗЬМИНА.

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: бюджет