News by date 2 December 2024
-
Наци апачӗ пӗр кăларăмра
Йӗркелӳçӗсем 54 рецепта суйласа илсе «Сабантуй рецепчӗсем» ятлă парнелӗх открыткăсен кăларăмне кӗртнӗ
-
Рустам Минниханов инвалидсем валли ӗç вырăнӗсем тума хушнă
Инвалидсен декади тата Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунӗ умӗн, ноябрӗн 30-мӗшӗнче Рустам Минниханов Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура сывлăх енчен çирӗпех мар çынсен проблемисем çине тимлӗх уйăрма хушнă.
-
Ыркăмăллăх концерчӗ
Ноябрӗн 23-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Якуркелӗнчи Культура çуртӗнче ялăн чиркӳ праçникне – Михаил Архангел кунне – халалласа ыркăмăллăх концерчӗ иртрӗ.
-
Финанс ыйтăвӗсене татса пама меллӗ вăхăт
Ку эрнери паллашу кăшт вăхăтран çывăх хутшăнăва çаврăнма пултарать. Хаклă япала туянассине урăх вăхăта куçарăр. Çынсем тӗрлӗрен пулаççӗ, асрах тытăр. Ушкăнра пӗтӗм тимлӗх сирӗн çинче пулсан та асăрханулăх çинчен ан манăр.
-
Ӗç укçине вăхăтра тӳлеме шантараççӗ
2024 çулхи 10 уйăхра республика бюджетне мӗн чухлӗ укçа кӗнипе ноябрӗн 26-мӗшӗнче «Татар-информ» ИА иртнӗ пресс-конференцире паллаштарчӗç.
-
Асия ТИМИРЯСОВА: «Университет атте ăна 30 çул каялларах курнă пек»
Хусан инноваци университечӗ чи вăйлă аталанса пыракан аслă шкулсенчен пӗри. Унăн историйӗ Виталий Гайнуллович Тимирясов ячӗпе çыхăннă, шăпах вăл 1994 çулта Экономика, управленипе право институтне йӗркелесе янă. Çав çулах Çырчаллипе Анат Камăра филиалсем уçăлаççӗ, тепӗр çултан Элметре, Пӗкӗлмере, Ешӗлварта. Паян университет хăй йӗркелӳçин ячӗпе хисепленет.
-
Юр паян çусан çулла çумăрлă пулать
Раштав уйăхӗн 2-мӗшӗ – Авдей. Çак каç курнă тӗлӗке астуса юлма тăрăшмалла тет, вăл пуласлăх пирки калаканни.