Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Асия ТИМИРЯСОВА: «Университет атте ăна 30 çул каялларах курнă пек»

Хусан инноваци университечӗ чи вăйлă аталанса пыракан аслă шкулсенчен пӗри. Унăн историйӗ Виталий Гайнуллович Тимирясов ячӗпе çыхăннă, шăпах вăл 1994 çулта Экономика, управленипе право институтне йӗркелесе янă. Çав çулах Çырчаллипе Анат Камăра филиалсем уçăлаççӗ, тепӗр çултан Элметре, Пӗкӗлмере, Ешӗлварта. Паян университет хăй йӗркелӳçин ячӗпе хисепленет.

В.Г.Тимирясов ячӗллӗ Хусан инноваци университечӗ Раççейри харпăр аслă шкулсен рейтингӗнче вӗрентӳ тата инноваци енӗпе 1-мӗш вырăнта. Тутарстанри аслă шкулсен хушшинче вӗрентӳпе вăл ТОП-5 шутне кӗрет. Юлашки çулта кăна ХИУ Раççей вузӗсем хушшинче 72 пункт чухлӗ çӳлерех хăпарнă. Тӗлӗнсе каймалла çитӗнӳ! Ку цифра çеç мар. Ку вӗрентӗвӗн, преподавательсемпе наука сотрудникӗсен çирӗп йышӗн, пурлăхпа техника базин, студентсен пӗлӳ шайӗн тата ыттин çӳллӗ кăтартăвӗсем. Аслă шкулсен рейтингне тунă чух экспертсем Раççейӗн 368 вузне пăхса тухнă. Унта çӗршывăн чи ятлă вӗрентӳ заведенийӗсем кӗнӗ: 28 наци тӗпчев университечӗ, 10-шӗ федераллă шайри, 32-шӗ тӗрев, 4-шӗ правительство статусӗллӗ аслă шкулсем тата «Приоритет – 2030» программăна кӗнӗ 98 университет. 

Тӗлӗннӗ пулӗччӗ-ши пурăннă пулсан Виталий Гайнуллович университет çӗкленӗвӗнчен? Çук пулӗ. Мӗншӗн тесен университета йӗркелесе янă чухне вăл ăна шăпах çапла курнă – йăлари («классический» ăнлавпа. –Авт.) университет вӗрентӗвӗпе чи передовой технологисен юлташлăхӗ. Университетăн паянхи ректорӗн Асия Витальевнăн сăмахӗпе, Виталий Гайнуллович питӗ те инçекурăмлă çын пулнă. Ăста шахматист пулнăскер хуть мӗнле лару-тăрăва та темиçе утăм маларах курса тăнă. Паянхи университет шăп та лăп Виталий Гайнуллович ăна 30 çул каялларах курнă пек. «Тӗрӗссипе университет малтанласах инновацилле пулнă. Вӗрентӳри чи çӗнӗ, малта пыракан опыта ӗçе кӗртсе пынă. ХИУ вӗрентӳпе наука, творчество уçлăхӗ пулса тăрать. Виталий Гайнуллович опытлă ертӳçӗ, педагог тата наука çынни пулнăран, вӗрентӳ системине шалтан лайăх пӗлнӗскер, прогрессивлă шутлаканскер университетăн никӗсне, ӗç принципӗсене çирӗп йӗркелесе хăварнă», – терӗ Асия Тимирясова пирӗн хаçата интервью пама килӗшсе. Каласа хăвармалла, вăл Виталий Гайнулловичăн хӗрӗ, ашшӗн ӗçне  тивӗçлӗ малалла илсе пынисӗр пуçне хăй те чылай çӗнӗлӗхсем кӗртнӗ. Университет коммерцилле мар социаллă организаци пулни ăна вӗрентӳри çӗнӗлӗхсене патшалăх университечӗсенчен самай маларах ӗçе кӗртме май парать. Çавăнта та пытаннă университетăн хăвăрт та вăйлă аталанăвӗ.  

– Хусан инноваци университечӗ кăçал 30 çул тултарчӗ. Малтанласа вăл экономика, управленипе право институчӗ пек йӗркеленчӗ. Ятне улăштарма мӗн хистерӗ,  мӗн витӗм кӳчӗ? Тен,  сирӗн çӗнӗ дисциплинăсем, факультетсем уçăлчӗç? 

– Малтанласа вăл институт пек виçӗ тӗп направление кура йӗркеленчӗ: экономика, юриспруденци, управлени менеджменчӗ. Çак виçӗ енпе ӗçлесе пырса çулсем иртнӗ май, пӗрремӗш çулхине 217 студентчӗ пирӗн, институт  наукăпа вӗрентӗвӗн пысăк комплексӗ таран ӳсрӗ. Паян университетра Раççейӗн 82 регионӗпе 20 ют çӗршывран пурӗ 15 пин студент вӗренет. Аслă шкул тытăмне 6 факультет, вăтам профессилле пӗлӳ парассипе колледж тата 5 наукăпа тӗпчев институчӗ кӗреççӗ. Пирӗн 1100 сотрудник, 800-шӗ – преподавательсен йышӗ, иккӗ виççӗмӗш пайӗ – наука ӗçченӗсем. Наука метрикин  кăтартăвӗсемпе эпир республикăри 5 чи лайăх университет шутӗнче. Тутарстанра 23 вуз, рейтингпа эпир ТОП-5  шутне кӗретпӗр. Хирша индексӗпе те, ку специалистсен ушкăнӗн, наука ӗçченӗсен тӗпчевӗсем наука сообществишӗн мӗн таран кирлине кăтартакан индекс,  эпир 5-мӗш вырăнта. Пирӗн ăсчахсен ӗçӗсене цитатăлассипе те эпир малтисен ретӗнче. Раççейри, ют çӗршывсенчи ученăйсем хăйсен тӗпчев ӗçӗсене тунă чух пирӗн наука ӗçченӗсен тӗпчевӗсемпе усă кураççӗ, ссылкăсем параççӗ. 

– Сăнанă тăрăх, эсир вӗрентӳ сферинчи çӗнӗлӗхсене хăвăрт ӗçе кӗртетӗр. 

– Çапла. Виталий Гайнуллович аслă шкул йӗркеленӗ чух ăна çӗнӗ формаципе калăплама ӗмӗтленетчӗ – университетăн классика вӗрентӗвӗ тата чи çӗнӗ технологисем. Хăй те вăл нумай енӗпе новаторччӗ, креативлăччӗ. Эпир йӗркеленнӗренпех усă куракан çӗнӗлӗхсем, технологисем патшалăх аслă шкулӗсене кӗрсе кăна пыраççӗ-ха. Ак пӗр тӗслӗх, халӗ ăна пурте хăнăхнă ӗнтӗ. Эпир çӗршывӗпе те пӗрремӗш пулса çав тери хаклă ВКС çыхăнăвӗн системине туянтăмăр. Халӗ эпир пурте унпа усă курса хуть хăш çӗршыври организаципе çыхăнма пултаратпăр. 17 çул каялла кун пирки ӗмӗтленмен те. 

– Виталий Гайнуллович ăçтан курса илсе килнӗ?

– Вăл Америкăра стажировка иртнӗ чух çав хатӗре курнă та туянма шутланă. Çапла 17 çул каяллах эпир хамăрăн мӗнпур филиалсемпе онлайн-çыхăну йӗркелеттӗмӗр. Хамăр пата паллă ученăйсене чӗнсе илсен мӗнпур филиалпа ВКСпа çыхăнаттăмăр. 

– Правительствăра та пулман пулӗ-ха вăл вăхăтра. 

– Пулман. Виталий Гайнуллович кама та пулин илсе килме ялан май çук, онлайн-çыхăну вара çав майсене туса парать тетчӗ. Вăт çапла çак кăткăс технологи коммуникаци йывăрлăхӗсене татса пама пулăшса пычӗ. 

– Аçăр ректор пулнă чухне эсир унпа ӗçлесе юлнă пулать? 

– Университет йӗркеленнӗ чух эпӗ Хусанти патшалăх университетӗнче вӗренеттӗм. 1996 çулта вӗренсе пӗтертӗм. Анчах атте çуначӗ айне ӗçлеме каяс килмерӗ. Конкурс урлă иртсе Тулашри экономика çыхăнăвӗсен министерствин халăхсен хушшинчи ӗçлӗ çыхăнусен агентствине вырнаçрăм. Пурччӗ çавăн пек министерство. Ман ӗç тивӗçӗ – бизнес-плансем тӗрӗслесси, экспертиза тăвасси. Кичем ӗç, интереслӗ марччӗ, ларатăн кунӗпе хут тӗрӗслесе. Çулталăк ӗçлесен Виталий Гайнуллович манран: «Ну, мӗнле, килӗшет-и?» – тесе ыйтрӗ. Чăн та, ман чӗрӗрех, творчествăллăрах ӗçпе аппаланас килетчӗ. «Атя, аптраса ан тăр, кил института», – терӗ. Вичкӗн ăслăччӗ атте, вăл мана вăйпа йышăнтармарӗ хăй шухăшне, урăх çӗрте ӗçлесе  пăхма май пачӗ. Ӗç хама килӗшнӗ пулсан хăй патне килме сӗнместчӗ. Тата эпир çемйипех педагогсем. Асанне те, Виталий Гайнуллович хăй те 50 çул ытла вӗрентӳре, анне те 40 çул ытла ХФУра журналистика факультетӗнче ӗçлерӗ. Хусан университетӗнче ӳсрӗм теме те пулать, анне пӗчӗк чухне мана хăйпе илетчӗ, уйрăмах çуллахи каникулта. Килӗшетчӗ университет атмосфери, студентсем, преподавательсем, ӗçлӗ хӗвӗшӳ... Вара аттепе килӗшсе 1997 çулта института килтӗм. Экономика теорийӗн кафедрин ассистентӗнчен пуçларăм. Çу вăхăтӗнче курс программине хатӗрлерӗм, ман пӗрремӗш курс маркетингпа пулчӗ, экономика теорийӗпе семинарсем ирттереттӗм. 1999 çулта кăштах опыт та пурччӗ ӗнтӗ, институт мӗнле ӗçленине ăнланма пуçларăм, вăл ман преподаватель ӗçне пăрахмасăр тата экономика ыйтăвӗсемпе проректор должноçне куçарчӗ. Çак должноçра 2013 çулччен ӗçлерӗм. 

– Мӗнлерехчӗ Виталий Гайнулловичпа ӗçлеме? Килте – атте, ӗçре – пуçлăх. 

– Çăмăл марччӗ. Мӗн енчен? Пурте ăнланаççӗ вӗт – эс ректор хӗрӗ. Çавăнпа сана ытларах сăнаççӗ, тимлеççӗ. Нумай енӗпе  ирӗклӗ мар. Вунă минута та кая юлса килейместӗн. Проректор та пулсан вара требованисем тата та ӳсрӗç. Мӗншӗн тесен ман шаннă тивӗçе тӳрре кăлармалла, Виталий Гайнулловича та аван мар лару-тăрăва лартмалла мар. Аттепе ӗçлесси яваплăрах, кăткăсрах. Вăл пуринпе те пӗр пекчӗ. Ун шучӗпе тӗрӗс мар турăм-тăк, коллектив умӗнче ятлама та пултаратчӗ. Ун енчен уйрăм тимлӗх пулман, ытларах та ыйтатчӗ.  Ăнланатăп, çапла майпа вăл мана института парса хăварма хатӗрленӗ. Пӗр шеллемесӗр тӗрлӗ ӗç паратчӗ. Тата вӗçӗмсӗр вӗренме хистетчӗ. Кама та пулин ăс парас тесен хăвăн самай ытларах пӗлмелле тетчӗ. Тăтăш стажировкăсене яратчӗ, хам ӗçпе çыхăнса тăманнисене те. Пӗрре Саратова икӗ уйăха ячӗ, преподавательсен квалификацине ӳстересси енӗпе. Йӗре-йӗре тухса кайрăм, вӗрентӗм. Таврăнсан вара ку мӗн тери тӗрӗс йышăну пулнине ăнлантăм. Пӗлӗвӗн пач урăх багажӗпе таврăнтăм унтан. Професси енӗпе ӳсме пулăшрӗ вăл мана. Çапла майпа вăл мана пиçӗхтернӗ. «Санăн мӗнпур тапхăра утса тухмалла, вӗренме пӗлмелле, вӗренме юратмалла», – тетчӗ. Халӗ те вӗренетӗп. Çулталăкра пӗр-икӗ хутчен квалификацие ӳстермелли курссем иртетӗп. 

– Ăçта иртетӗр вăрттăнлăх мар пулсан?

– 2019 çулта мӗнпур командăпа Сколковăра вӗрентӗмӗр. Нумай пулмасть Нина Зверева шкулӗнче оратор искусствипе курссем иртрӗм. Иртнӗ çул инклюзи вӗрентӗвӗн аталанăвӗпе (сывлăх енчен çирӗпех маррисен вӗрентесси, вӗсене пӗр пек майсемпе тивӗçтересси) курс пӗтертӗм. Ку енӗпе эпир хамăр та федераци шайӗнчи площадка пулса тăратпăр. Ытти вузсен опычӗ, вӗрентӳ процесӗсене мӗнле хатӗрлени интереслентерчӗ. Мӗнлерех инновацисем пур ку енӗпе тата ытти те. 

– Хăçантанпа эсир ректор? Тата унччен наукăпа тӗпчев институчӗсем пурччӗ-и? 

– Пӗр пайӗ пурччӗ. 2013 çултанпа ректор пулса ӗçлетӗп. Çак хушăра университетра цифра технологийӗсен аталанăвӗпе наукăпа тӗпчев тата право институчӗ хута кайрӗ. Ку вăхăт ыйтни. Наука шкулӗ аван йӗркеленсе пынине ăнланни те пулăшрӗ ӗçре. Эпир тӗрлӗ производствăпа тачă çыхăнура. Перекетлӗ производствăн пахалăх управленийӗн наука шкулӗ ӗçлетчӗ университетра. Хусанти мотор тăвакан заводпа, Оргсинтезпа, Çырчаллинчи предприятисемпе ӗçлетпӗр. Çавăнпа асăннă наука шкул никӗсӗнче отрасльсен хушшинчи производство процесӗсемпе наукăпа тӗпчев институтне уçрăмăр. Ун шайӗнче теорипе практика хутшăнаççӗ те ӗнтӗ.            

– Асия Витальевна, эсир нумай пулмасть Китайра пулса килтӗр. Унта кайса курнисем технологи аталанăвӗпе эпир вӗсенчен сахалтан та 50 çул юлса пыратпăр теççӗ. Ку чăн та çапла-и? 

– Китай, чăн та, технологисен аталанăвӗпе малта пырать. Енчен те пирӗн пурнăçа искусствăлла интеллект кӗрсе кăна пырать пулсан, Китайра вăл кулленхи пурнăç практикинче те анлă сарăлнă. Эпир ак хăна çуртне вырнаçнă чух хамăр та çакна курса ӗнентӗмӗр. Лифта кӗрсен хамăра кирлӗ хута хăпарма кнопкăна пусрăмăр. Тепрехин эпир кӗнӗ-кӗмен лифтăн пульчӗ çинче пире кирлӗ хутăн цифри çуталса кайрӗ. Кабинăна çын сăнне уйăрса илмелли программăпа тивӗçтернӗ иккен. Вăл çынна палласа юлать те хăйех ăçта çитермеллине шутласа илет. Тепӗр тӗслӗх аэропортра пулчӗ. Пӗр куравра пысăк тетте-сувенир парнелерӗç. Ăна  багажа вырнаçманнипе алăрах йăтса çӳрерӗмӗр. Паспорт контролӗ хыççăн сувенира ăçта-тăр манса хăварнă та асра та çук. Пирӗн рейса пӗлтерсен темле шăв-шав çӗкленчӗ. Пирӗн пата аэропорт сотрудникӗсем чупаççӗ иккен, аллисенче манса çухатнă сувенирсем. «Мӗнле ку япала пирӗн пулнине пӗлтӗр?» – ыйтатпăр кусенчен. Вӗсен пур çӗрте те сăн палласа илмелли системăсем лараççӗ иккен. ИИ палланă сăн хальхи вăхăтра ăçта пулнине те кăтартма пултарать иккен. Ку-ха ансат тӗслӗхсем. Çӗршывӗпе илсен искусствăлла интеллект пулăшăвӗпе нумай ӗç тăвăнса пырать.

– Усăллă япала. 

– Ку çапла. Халь пирӗн аслă шкулта цифра технологийӗсемпе право наука шкулӗ аталанса пырать. Анчах искусствăлла интеллект (ИИ) право тата ытти никӗсрен хăвăртрах аталанса пырать. Цифра технологийӗсене ИИ йӗркелесе пымалла вӗт. Енчен те эпир вӗсемпе усă курассипе рамкăсем лартмасан лару-тăру йӗркерен тухса этемлӗхшӗн пач урăхла çаврăнса тухма пултарать. Эпир искусствăлла интеллектăн чурисем пулса тăма пултаратпăр. Вăл мар, эпир ун çине ӗçлеме тытăнăпăр. 

– «Терминатор» кинори пек-и? 

– Шăп çапла. Çавăнпа наукăпа цифра технологийӗсем тата право дисциплинине хута ятăмăр та университетра. ИИпе, çӳллӗ технологисемпе усă курассин çирӗп регламенчӗ пулмалла. Унсăрăн харпăр пурнăçа кӗрсе каяссин чиккисем те пулмӗç. Тата халӗ пурте куратпăр – ИИпе усă курса мӗн чухлӗ шулӗкле ӗçсем тăваççӗ. 

– Китай университечӗсемпе те çыхăну çирӗп сирӗн. Студентсемпе ылмашăнасси, Китая икӗ çуллăха вӗренме янине «ВКонтактери» страницăрта вуланăччӗ. 

– Çапла. Ку вăхăтра Китайри Конфуций университетӗнче 25 студент пӗлӳ илет, вӗсем тӳлевсӗр вӗренеççӗ. Унран та ытларах Китай университечӗ стипенди те тӳлет. Икӗ çул кунта, тепӗр икӗ çулне Китайра вӗренсе вӗсем икӗ диплом илеççӗ. Эпир вӗсене, вӗсем пирӗн вӗрентӗве шута илсе диплом парăнать. Дисциплинăсене пӗрпеклетни çапла тума май парать. 

– Технологисемсӗр пуçне Китайра тата мӗн уйрăмах сире тӗлӗнтерчӗ, килӗшрӗ? 

– Китайсем хăйсен çӗршывне, лидерне юратни. Унта пирӗнни пек çӗршыври лару-тăрăва, лидер йышăнăвӗсене критиклени çук. Патриотсем вӗсем. Хăй çӗршывӗ çинчен элеклесе калаçнине тивӗçсӗр те чыссăр ӗç шутне кӗртеççӗ. Раççее юратаççӗ, Путин ятарлă çар операцине пуçланине питӗ тӗрӗс тесе палăртаççӗ. Ку вăрçа вăл чарайсан Китая вăрçă çитмӗ тесе çирӗп шанаççӗ. Мӗнлерех вăйлă, тӗрӗс çын сирӗн Путин теççӗ. Нумай хӗрарăм мана хăй Путина юратнине пӗлтерчӗ. Раççей культурине хисеплеççӗ, пирӗн юрăсене китайла куçарса юрлаççӗ. Чӗре ыратать ман хамăр çынсемех тăван çӗршыва хурласа калаçнипе. Вӗсене Китая ямалла, унта тăн кӗртсе ярӗç тен... 

Тӗрлӗ çӗршывра пулнă эп. Раççейри чухлӗ ниçта та социаллă программăсем çук. Ача сачӗсене илер. Вӗсем пирӗн патра кăна шкулчченхи учреждени шутланаççӗ. Америкăра, тӗслӗхрен, вăл управ камери пек. Багажа упранма паратăн вӗт. Кунта та çавăн пек, ачуна леçсе хăваратăн та, тата пӗрле апат та парса хăвармалла-ха, ӗçӗ пӗтнӗ. Ăна çитереççӗ, çывăрттараççӗ, анчах нимӗнле вӗрентӳ пирки сăмах та çук. Халӗ Китай пирӗн опытпа ача сачӗсене шкулчченхи вӗрентӳ заведенийӗ пек йӗркелесшӗн. Медицина пирки каламалли те çук. Йăлт тӳлевлӗ, диспансеризаци программи урăх ниçта та çук – пирӗн кăна. Çав Китайрах васкавлă пулăшăва чӗнесси тӳлевлӗ, эпир тӳлеместпӗр. Больницăра тӳлевсӗр сипленсе тухатпăр. Анализсем, уколсем, ытти процедурăсене укçана куçарсан пӗр çын пуçне кăна патшалăх çӗршер пин тенкӗ  тăкаклать. Шкулта вӗренесси те тӳлевсӗр. Тӳлевлӗ шкулсем пур, анчах унта вӗренесси вӗт ирӗклӗ. Пирӗн çӗршыв чи социалли. 

– Тӗрӗсех калатăр, медицина пулăшăвӗ пирки каласан пӗр çӗршывра та тӳлевсӗр мар вăл

– Университетра акă Америка хӗрӗ Натали Бертуоль, вырăсла ăна Наталья тетпӗр, ӗçлет, акăлчан чӗлхине вӗрентет. Пӗррехинче вăл вар-хырăм ыратнипе аптрарӗ. Пӗрле пурăнакан юлташ хӗрӗ ăна МКДЦăна илсе каять. МРТ, КТ, УЗИ, тӗрлӗ анализсем илсе организмне йăлт тӗрӗслеççӗ. Тăватă сехет ытла пулать вăл унта. «Мӗн кирлине туса пӗтернӗ хыççăн диагноз кӗтсе ларнă чух, сисетӗп, Наталья хумханма пуçларӗ», – каласа парать унпа кайнă тусӗ. Мӗн пулчӗ тесе интересленет вăл. «Пӗлетӗн-и, ман укçа çитес çук ку тӗпчевшӗн тӳлеме, веç кăларса парсан та», – тет хайхискер. МКДЦра тӳлевсӗр пăхса янине пӗлсен вăл тӗлӗнсех кайнă. «Пирӗн Америкăра кун пек тӗпчеве чи пуян çынсем, пӗтӗмӗшле пурăнакансенчен 10 проценчӗ кăна тăваяççӗ, ыттисемшӗн çав тери хаклă. Акă мӗншӗн пирӗн больницăсенче черет çук, çын сахал. Сирӗн вара поликлиникăра ялан асаннесем лараççӗ. Ăнлантăм мӗншӗнне, мӗншӗн тесен тӳлевсӗр тӗрӗсленме, сипленме май пур. Америкăра ватăсен кун пек май çук», – терӗ шухăшлăн. Халӗ вăл Раççей гражданствине илме хатӗрленет, кунтах юласшăн. Пирӗн пата вăл ылмашăну программипе килчӗ. Ача çуратнисен декрета каясси те çук вӗсен. Ик эрнерен ӗçе тухмалла. Эпир вара хăнăхнă пек йышăнатпăр декрета. Наталие халӗ çав пулăма студентсене каласа пама сӗнетӗп. Ан тив пӗлччӗр мӗнле унта, мӗнле кунта. Çӗршыв авторитетне хамăр куç умӗнчех пӗтерме хăтланчӗç правительствăри диверсантсем. Пирӗн пуçсене «Анăçра аван, пирӗн йăлт начар» тени шалти ăс-тăна кӗрсе вырнаçрӗ. Чылай ăру çитӗнчӗ çапла. Акă мӗншӗн патриотизмла воспитани кирлӗ.  

– Асия Витальевна, университет патне таврăнас пулсан ИТ-специальность енӗпе мӗнле енсем пур сирӗн? 

– Университетра экономикăри прикладной информатика, бизнес-информатика дисциплинисем пур. Анчах вӗсене ИТ-специализаци теме çук, ку дисциплинăсен хушшинчи предметсем. Пурте ăнланатпăр, паян эпир цифра технологийӗсен ӗмӗрӗнче пурăнатпăр. Çавăнпа кашни специальноçа информаци технологийӗсемпе çыхăннă дисциплинăна кӗртрӗмӗр. Халӗ кулинартан пуçласа педагог, тухтăр тата ытти специалист таран технологисемпе ӗçлеме пӗлмелле. 

– 30 çуллăхпа çыхăннă тӗрлӗ мероприяти ирттертӗр эсир, ТР Наци музейӗнче те курав уçăлчӗ

– Ноябрӗн 1 – 25-мӗшӗсенче ӗçлерӗ курав. Малтанласа ик эрнене кăна палăртнăччӗ. Çынсен интересӗ пысăк пулнипе музей хăй вăхăтне тăсма сӗнчӗ. Пӗрремӗш курсра вӗренекенсен Тутарстан историйӗпе, университет кун-çулӗпе çыхăннă дисциплина пур. Вӗсем пурте курава кайса курчӗç, выпускниксем пысăк йышпа çӳрерӗç. 

– Университетăн наукăпа тӗпчев институчӗсен ӗçӗ интереслентерет. Каларăр ӗнтӗ, инклюзи вӗрентӗвӗпе федераци шайӗнчи площадка пулса тăратăр. 

– Педагогика технологийӗсемпе инклюзи вӗрентӗвӗн наукăпа тӗпчев институтне илес пулсан унăн тӗпчев лабораторийӗ пур. Мӗнпур кирлӗ хатӗрпе тивӗçтернӗ ăна, виртуаллă чăнлăх шлемӗсем таран. Унта вăл е ку методика вӗренекенӗн пӗлӳ илеслӗхне мӗнле витӗм кӳнипе, ăнăçлăхӗпе наука эксперименчӗсем ирттеретпӗр. Студент виртуаллă класа лексе ачасемпе ӗçлет, вӗсене тӗрлӗ заданисем парса ăна мӗнле пурнăçланине сăнать. Ку вӗрентӳ процесӗсене эффективлă тума пулăшать. Институтра пуçламăш классен, ача сачӗсем валли  вӗрентекенсене хатӗрлетпӗр. Пирӗн кадрсемшӗн черет тăраççӗ. Пӗр ӳстермесӗр калатăп çакна. Хусанти 51№, 65№, 107№ шкулсенче профильлӗ классем ӗçлеççӗ, çавăнта студентсем практика иртеççӗ.   

– Асия Витальевна, факультетсемпе институтсенчен хăшӗ вӗренме кӗрекенсене ытларах илӗртет?

– Дизайнпа тараватлăх факультечӗ, унтан лингвистикăпа культурăсен хушшинчи коммуникаци. Виталий Гайнуллович института никӗслесен пăртакран хăна çурчӗсен бизнесӗпе дизайн тата обществăлла апатлантару енӗпе дисциплина кӗртме шухăшласан эпир тӗлӗннӗччӗ. Экономика университетӗнче кулинарипе вӗрентӗпӗр? Кунта та Виталий Гайнулловичăн инçекурăмӗ палăрчӗ. «Çынна ялан виçӗ япала кирлӗ:  ăна вӗрентмелле, сиплемелле тата çитермелле», – тетчӗ. Паян çакă тӳрре тухрӗ. Обществăлла апатлантару хăвăрт аталанса пырать, Хусан халăхсен хушшинчи мероприятисен центрӗ пулса пырать, хăна нумай килет, çавăнпа обществăлла апатлану, хăна çурчӗн сферинче паха специалистсем кирлӗ. Пирӗн студентсене ӗç паракансем кӗтсе кăна тăраççӗ. Отельерсемпе рестораторсен союзӗпе тачă çыхăнура эпир. Повар паян саппун çакнă çăпалаллă специалист кăна мар. Вăл тӗрлӗ программăпа, çӗнӗлӗхсемпе ӗçлеме пултаракан пысăк квалификациллӗ специалист та. Витӗр курнăн каларӗ ун чух Виталий Гайнуллович. Тата вăл ун чухнех: «Пурте Анăçа туртăнаççӗ, Анăçпа ӗçлесшӗн. Раççей пуласлăхӗ Хӗвелтухăçпа çыхăнӗ малашне. Хӗвелтухăçпа ӗçлемелле пирӗн», – тетчӗ. Çакна халӗ хамăрăн Китайпа туслă ӗçлӗ çыхăнуран та аван куратпăр.

– Асия Витальевна, пысăк тав сире интереслӗ калаçушăн. Университета, Сире пысăк çитӗнӳсем сунатпăр

– Сире те тав. 

Ирина ТРИФОНОВА калаçнă.  

А.Тимирясован харпăр архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2024 – Год научно-технологического развития в Татарстане