Наци апачӗ пӗр кăларăмра
Йӗркелӳçӗсем 54 рецепта суйласа илсе «Сабантуй рецепчӗсем» ятлă парнелӗх открыткăсен кăларăмне кӗртнӗ
Ку истори 2023 çулта пуçланчӗ. Шăп çавăн чух тутар наци уявӗн Сабантуйăн концепцине çӗнетме вăхăт çитни пирки сăмах тухрӗ. Анчах мӗнле? Уяв хатӗрлекенсем çав çулах улшăнусем кӗртрӗç.
Республикăн Сабантуйӗ умӗн пресс-конференцире спикерсем тутар халăх апачӗн рецепчӗсене пухса уйрăм кăларăмпа пичетлесе кăларасси те çӳлерех асăннă концепци çӗнӗлӗхӗ çинченех.
Рецептсене Хусанта иртекен Республика Сабантуйӗсен площадкинче тата электронлă почтăпа пуçтарма пулчӗç. Çак пуçарăва пурте чăнласа йышăнмарӗç курăнать — рецепт сӗнекенсен шучӗ 200 çынна та çитеймен. Апла пулин те пуçару ахаль иртмен, йӗркелӳçӗсем 54 рецепта суйласа илсе «Сабантуй рецепчӗсем» ятлă парнелӗх открыткăсен кăларăмне кӗртнӗ. Халӗ унпа паллашма, усă курма сӗнеççӗ. Кăларăма тутарла, вырăсла, акăлчанла тата арабла кăларнă — тиражӗ пӗтӗмпе 5000 çитнӗ.
Паян «Татар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцин теми пулса тăчӗ «Сабантуй рецепчӗсем». Унта ТР Премьер-министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева, , Хусан культура управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Эмиль Мустафин тата Розалина Мусабирова дизайнер хутшăнчӗç.
Паянах 18 сехетре ТР Наци библиотекинче кăларăмăн хăтлавӗ пуçланать. Унта пынисен рецепт авторӗсемпе куçа-куçăн курса калаçма май пулать.
Тӗплӗнрех «Сувар» страницисенче вуласа пӗлӗр.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев