Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Финанс ыйтăвӗсене татса пама меллӗ вăхăт

Ку эрнери паллашу кăшт вăхăтран çывăх хутшăнăва çаврăнма пултарать. Хаклă япала туянассине урăх вăхăта куçарăр. Çынсем тӗрлӗрен пулаççӗ, асрах тытăр. Ушкăнра пӗтӗм тимлӗх сирӗн çинче пулсан та асăрханулăх çинчен ан манăр.

ТАКА 21.III-20.IV 

Ӗçри çитӗнӳсен ӳсӗмӗ савăнтарать. Эсир халь хастар, хăвăрта иксӗлми вăй-хăват туятăр, пӗр канмасăр ӗçлес те ӗçлес килет. Финанс, пурлăх енчен лару-тăру лайăхланас шанăç пур. Е преми парӗç, е шалу пысăкрах ӗçе куçатăр.

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Ку эрнере романтикăлла тӗлпулусене çӳреме, ӳлӗм кула-кула аса илмелли мыскараллă лару-тăрăва лекме çăмăл. Ерçӳ пулсан вăхăта ытларах юратнă çыннăрпа ирттерӗр. Анчах çак кунсенче укçа-тенке нумай тăкаклама хушмаççӗ çăлтăрсем.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Бизнеспа аппаланакансемшӗн ырă вăхăт пуçланать. Ӗçлӗ çыхăнусене çирӗплетесси, шанчăклă партнерсем шырасси, тупăш кӳрекен проектсене пуçăнасси кӗтет сире çак кунсенче. Ырă сывлăх йӗркине тытса пырсан йăлт аван пулать.

РАК 22.VI-22.VII 

Çак кунсенче ӗç вӗресе тăрать – пуç çӗклеме вăхăт çук. Финанс лару-тăрăвӗ пит савăнтармасть. Тен, сахалрах тăкакланмалла? Ку тапхăра тӳссе иртсен хушма ӗç тупăнӗ, укçа-тенкӗллӗ пулăр. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Ку эрнене лăпкăн ирттермелле. Эсир вара вӗчӗрхенӳллӗ, шăртланса чăмăрăрсене çӗклеме те хатӗр. Таврари çынсем çине çилӗ хăваламалла мар, ку хутшăнусене çеç пăсӗ. Çывăх çыннăрсемпе ытларах пулăр, вӗсем вара сире тимлӗç, чунăра савăнăç кӳрӗç.

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Çӗнӗлӗхсене йышăнма хатӗр мар халь эсир. Кăмăлăра хирӗç кайса çӗнӗ ӗçе пуçăнмалла мар, çулçӳреве тухма та хушмаççӗ çăлтăрсем. Имидж улăштарассине, тум-юм туянассине те урăх вăхăта куçармалла. 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Енчен те эсир ӗç вырăнне улăштарасшăн-тăк, шутланине пурнăçлама вăхăт. Çемйӗрте йăлт йӗркеллӗ, кăмăлăр пулсан творчествăпа аппаланăр. Ӗçлӗ çыхăнусем пулăшнипе çывăх вăхăтрах енчӗкӗре укçа-тенкӗ кӗрӗ.

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Кун йӗркинче пурнăçламалли ӗçсен шучӗ ӳсет, анчах вӗсене пуçăнма ан васкăр. Юратнă çыннăра ытларах тимлӗх уйăрни, пӗрле канни халь пӗлтерӗшлӗрех сирӗншӗн. Ӗç патне таврăнма ӗлкӗретӗр.  

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Ку эрнере паллашăр, юратăр, çемйӗре ытларах тимлӗр. Финанс сферинче те ăнăçу пуласса систереççӗ çăлтăрсем – е лотерейăра  выляса илетӗр, е укçа-тенкӗ кӳрекен сӗнӳ пулӗ, е тупăш паракан контракта алă пусатăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Çӗнӗ çынна юратнипе пуçăр çаврăнсах кайӗ. Анчах сире çăмăлттайла вăхăт ирттерни мар, чăн-чăн юрату кирлӗ. Савнă çыннăра чӗрӗре уçма ан васкăр, унра идеал курни хăвăра улталани ан пултăр. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Ку эрнери улшăнусем пӗтӗм пурнăçăр çине пысăк витӗм кӳрӗç. Çывăх çыннăрсемпе çыхăннă кăткăс ыйтусене татса пама шанăç пулать. Ума лартнă тӗллев патне хăвăра шанса çирӗппӗн çывхаратăр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Эсир тахçантанпах пуçлăхăра ӗçлӗ сӗнӳ пама хатӗрленетӗр, халь питӗ меллӗ вăхăт. Çӗнӗ проекта пуçăнăр, çӗнӗ партнерсемпе ӗçлеме пуçлăр. Çăлтăрсем сире приоритетсене уйăрма хушаççӗ – шутланине пурнăçлама вăхăтăра, вăй-халăра перекетлӗр. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп