Юр паян çусан çулла çумăрлă пулать
Раштав уйăхӗн 2-мӗшӗ – Авдей. Çак каç курнă тӗлӗке астуса юлма тăрăшмалла тет, вăл пуласлăх пирки калаканни.
• Раштав уйăхӗн 3-мӗшӗ – Прокл. Çак кун инçе çула тухма хушмаççӗ. Уяр çанталăк пулсан утă уйăхӗ типӗ те шăрăх пулать. Йытă çӗрле улать-тӗк – çывăх вăхăтра сивӗтет. Раштавăн 3-мӗшӗнче юр çусан – утă уйăхӗн 3-мӗшӗнче çумăр çăвать.
• Раштав уйăхӗн 4-мӗшӗ – Введени. Çак кун юр çусан, сивӗ пулсан – хӗл тăршшӗпех çапла пулать. Шартлама сивӗ – çитес çулла питӗ шăрăх пулать.
• Раштав уйăхӗн 5-мӗшӗ – Прокоп. Ку кун ăшă пулсан хӗл вăрăма тăсăлать тата юр нумай çăвать. Йывăçсене пас тытнă-тăк – çитес çул тухăçлă пулать.
• Раштав уйăхӗн 6-мӗшӗ – Митрофан. Пӗлӗтсем аялтан шăваççӗ – эппин кӗçех сивӗтет. Каçхи тӳпере уйăх хӗрлӗн курăнать – кӗçех вăйлă çилсем пулаççӗ, юр çăвать.
• Раштав уйăхӗн 7-мӗшӗ – Катерина. Уяр, хӗвеллӗ çанталăк – хӗл сивӗ пулать, вăраха тăсăлать; ăшă – çуркунне ир килет. Ӗнен хыçалти ури чӗтрет – эппин кӗçех сивӗтет.
• Раштав уйăхӗн 8-мӗшӗ – Климентий. Улатакка вăрманта вăрахчен йывăçа таккани илтӗнет – çанталăк пăсăласса. Çак кун хуть мӗнле ӗçе те выçварла пуçламалла тет, çапла тусан ăнать имӗш.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев