Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чаплă пушмак — Аслă Çӗнтерӳ палли

Илпек Микулайӗ фронтри чăн ӗç-пуçа, курни-илтнине, хăй чăтса ирттернӗ нуша-асапа блокнот çине çыра-çыра хунă

Чăваш халăх çыравçи Илпек Микулайӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче пулнă. Унта вăл фронт хаçатне редакциленӗ. Хӗвеланăç Украинăпа Белоруссие фашистсенчен хăтарас наступленисене хутшăннă. 1941 — 1945 çулсенче пынă хаяр вăрçăра Илпек Микулайӗ тăшманпа çапăçнă хушăрах алла хутпа кăранташ тытнă. Блиндажра-и е окопра, е тăшман пемен вырăнта-и — Илпек блокнота фронтри чăн пулнă ӗç-пуçа, курни-илтнине, пирӗн салтаксем паттăр çапăçнине тата хăй чăтса ирттернӗ вăрçă нуши-асапне çыра-çыра хунă. Дивизи хаçачӗн редакцине таврăнсан тӗрленчӗксем, репортажсем, очерксем, новеллăсем пичетле-пичетле кăларнă. Вӗсенче журналист-писатель совет салтакӗ Тăван çӗршыва юратнине, хăрушлăхра ăна хӳтӗлеме пултарнине уçса парать. 

Уйрăмах «Пӗчӗк Клавди» (1942), «Хӗрӳллӗ кун» (1942), «Госпитальте» (1942), «Чаплă пушмак» (1944) «Шипка таврашӗнче» (1944), «Салтаксем» (1945) тата ытти хайлавсенче вăрçăн малтанхи кунӗсенчен пуçласа Аслă Çӗнтерӳ пуличченех совет салтакӗсемпе офицерӗсен вилӗмсӗр паттăрлăхне, çынлăхне, хăюлăхне, туслăхне мухтать, тăшмана хаяр тавăру кăна кӗтнине сăнласа парать.

Илер-ха, тӗслӗхрен, Илпек Микулайӗн «Чаплă пушмак» калавне. Хайлав калăпăшӗпе пысăк мар. Вăл пӗтӗмпе те пилӗк страницăран тăрать пулин те вăхăт талккăшӗпе Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин тăватă çулне çыхăнтарса тăрать.

Калава тытăм енчен виçӗ пая пайлама пулать. Виççӗшӗнче те пӗр отделенири салтаксен вăрçă хирӗнчи тӗрлӗ лару-тăрури пурнăçне сăнланă. Пӗрремӗш пайӗнче вӗсем тăшмана хирӗç темле паттăр çапăçнă пулсан та малтанхи тапхăрта каялла чакнине кăтартнă. Каялла чакса вăй-хăвата перекетлес, вăхăт çитсен тăшмана пӗтӗм вăйпа аркатса тăкас шутпа çапăçнă ун чух пирӗн салтаксем. «Хӗрӗх иккӗмӗш çулхи июль уйăхӗнче пирӗн çарсен хӗвелтухăçнелле чакса пымалла пулчӗ. Йывăр кăмăлпа хăвараттăмăр эпир тăван хуласемпе ялсене...» — тет çыравçă. Чакакан çар Старобельск таврашӗнче Евсуг текен пӗчӗк хулана пырса кӗрсен нимӗçсен пӗр ушкăн самолечӗ бомба пăрахма тытăнсан пирӗн салтаксенчен пӗри — Иван Агеев ураран аманать. Юлташӗсем ун суранне бинтпа кăшăлласа çыхма тăнă чухне вӗсем патне пӗр çамрăк хӗр чупса пырать те Агеев суранне бинтпа питӗ меллӗ туртса çыхса юхакан юнне чарать. Унтан кӗпер хӗрринчи пӗр пӗчӗк çурта чупса кайса кӗленче савăтпа йод илсе килет те салтакăн суранне пăхса тухнă хыççăн тасатса çӗнӗрен лайăх çавăрса çыхать. Хӗр качча куçран тинкерет те: «Шăммуна лекмен, туйăнта ура хуçса ташлама пултаратăн», — тесе йăпатать. «Эс мана качча тухас пулсан...» — тесе шӳтлет Агеев. «Мӗнех вара, чăркăшса тăрăп тетне? — çаплах йăлкăшса пăхать хӗр. — Каялла кăна хăвăртрах килӗр, пире евчӗ тавраш та кирлӗ пулмӗ».

Хӗрӗн хăюллă сăмахӗ пӗр Агеева кăна мар, юлташ салтаксене те савăнтарса ярать. Çамрăксем калаçса каяççӗ. Марина ятлă иккен вăл, кăçал кăна вăтам шкултан вӗренсе тухнă, унтан кăштах медицина пикисен курсӗнче ăс пухнă. Уйрăлса каяс умӗн Иван Агеев, ахаль чух сăмахлама юратса кайманскер, таçтан чӗлхе тупса хӗртен сăнӳкерчӗк парнелеме ыйтать. Хӗр хăйӗн сăнӳкерчӗкне Агеева парать те çӗнтерсе килнӗ чух пирӗн пата кӗмесӗр ан кайăр вара тет.

Хӗл пуçланас умӗн Сталинград патӗнчен пирӗн салтаксем тахçан ӗмӗтленнӗ пысăк наступление хускалса каяççӗ. Тăшмана хӗвеланăçнелле хăваласа Евсуг хулине çитеççӗ. Калавăн иккӗмӗш пайӗнче Агеевпа ун юлташӗсем ишӗлнӗ кӗпер хӗрринчи палланă çурт патне пырса тухаççӗ, шала кӗреççӗ. Марина та, амăшӗпе йăмăкӗ те килӗнчех иккен. Пурте сывă та тӗрӗс-тӗкел пулнишӗн савăнаççӗ. Маринăсем салтаксене чейпе хăналаççӗ, вӗри апат çитереççӗ. Тахçанхи çывăх тăвансем пек пулать тӗлпулура çак пӗчӗк кил-йыш. Ашшӗ, çак салтаксем пекех, таçта фронтра иккен. Тен, вăл та такам патӗнче чей ӗçет пуль. Сывлăхӗ пултăрах теççӗ салтаксем, кил хуçи тăван килне-çуртне чиперех таврăнасса шантарса. Уйрăлура Марина вӗсене пӗр ӗç хушать:
— Берлина çитӗр. Тӗнчере фашистсен шăрши ан юлтăр, пуçӗпех пӗтерӗр вӗсене. Берлина çитсен ман валли пӗр мăшăр чаплă пушмак илсе килӗр, — тет. Хальхинче салтаксен адресне илсе юлать.

Кӗçех Иванпа Марина пӗр-пӗрин патне çыру çӳретме пуçлаççӗ. Пӗри вăрçă хыпарӗсене пӗлтерет, тепри — тылри ӗç-пуç çинчен.

Пирӗн салтаксем тăшмана малалла хăваласа пыраççӗ. Аслă Çӗнтерӳ кунне Берлинта мар, Болгарире кӗтсе илеççӗ вӗсем. Берлинта пулайман пулин те салтаксем хăйсем панă сăмаха манмаççӗ, Болгарири чи лайăх атă-пушмак ăстине укçалла Марина валли чаплă пушмак çӗлеттереççӗ. Çавăнпа пӗрлех тата тӗрлӗ парне хатӗрлеççӗ те инçетри Евсуг хулине Маринăсем патне ярса параççӗ. Тепӗр уйăхран Маринăран çыру килет. Çырура пушмакшăн тата ытти кучченеçшӗн тав тăвать, вăрçăра чӗрӗ те сывă юлнишăн савăннине пӗлтерет вăл.
Маринăпа Иван çыру çӳретсех тăраççӗ. Пӗр-пӗрне килӗштерекенсем çемье çавăрса пӗрле пулассине автор «...вӗсен тӗлне, чăнах, евчи кирлех те пулмарӗ...» сăмахсемпе пӗлтерет. Ку ӗнтӗ виççӗмӗш пай пулать. Халăх çыравçи хайлава çапла вӗçлесе вăрçă хыççăн Иванпа Марина пӗрле пуласса систерет.

Илпек Микулайӗ «Чаплă пушмак» калавра вăрçă хирӗнчи салтаксен пурнăçӗнчи темиçе пулăма, темăпа шухăша уçса паракан пайсене пӗр-пӗринпе пӗтӗмӗшле çыхăнтарса йӗркеленӗ. Çапла çырса вăл салтаксен çынлăхӗпе паттăрлăхӗ пысăк пулнине, юрату туйăмӗ вăрçă хирӗнче чӗрӗлӗх вăйӗ панине кăтартас тенӗ. 

Автор калава «Чаплă пушмак» ят панă. Хайлаври пӗр мăшăр чаплă пушмак — метафора та, символ та. Метафора тенинче чаплă пушмак палли Аслă Çӗнтерӳ çине куçнине куратпăр. Пушмак сăнарӗ, пирӗн шутпа, тăшмана çӗнтерме хавхалантаракан тата сывă юлма чӗнекен символ пулса тăрать.

Автор пушмак сăнарӗ урлă Маринăн шухăш-туйăмне уйрăмах сăнлать. Вăл Агеев лайăх та кăмăллă çын пулнине туять, ăна качча тухсан унпа телей тупасса шанать. Парне пушмак Иванпа Маринăна çыхăнтарать. Калаври пушмак çӗнтерӳ тума пулăшнине ӗнентерет тата текстри «пӗр мăшăр» сăмах майлашăвӗ вара çамрăксем вăрçă хыççăн пӗрле мăшăрлă пулассине пӗлтерет, çавăнпа çыравçă калава «Чаплă пушмак» ят панă та.

Юлия АНИСИМОВА, 
Чăваш Республикин тава тивӗçлӗ вӗрентекенӗ.

Сăнӳкерчӗк nasledie.nbchr.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашская литература